Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Ял малашне те çĕнелсе улшăнĕ”

18 августа 2015 г.

“Ял малашне те çĕнелсе улшăнĕ”

Чăваш Наци Конгресĕн Президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “ТУС” хупă акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Н. Ф. Угаслов район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. В. Шестаковпа пĕрле 5 çĕрте пулчĕ. Малтанах вĕсем Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Шупуç тата Вăрманкас ялĕсенче пурăнакансемпе курнăçрĕç. Николай Федорович чăвашлăх аталанăвĕ пирки чăвашла тап-таса калаçрĕ. Вăл, паллах, Красноармейскинчи строительство керамикин “КЕТРА” завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те тĕплĕн паллаштарчĕ. — Заводра вăй хуракансен 90 проценчĕ — район çамрăкĕсем. Ытларахăшĕн çăмăл автомашина пур. 10—15-ĕн çеç ĕçе хуларан çỹреççĕ. Çулталăкне 50 млн яхăн тенкĕлĕх налуксем тỹлетпĕр, вĕсен пĕр пайĕ района юлать. Йывăрлăхсем те пур. Кирпĕч пĕлтĕрхинчен икĕ хута яхăн сахалтарах сутăнать. Кредит та тỹлемелле, унăн проценчĕсем те ỹсрĕç. Çапах пуçа усмастпăр. Пуласлăх пур тесе шутлатпăр. Парăмсемпе татăлсан, ĕç-пуç татах та лайăхланмалла. Модернизаци пирки ĕмĕтленетпĕр, — палăртрĕ Николай Федорович. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков вара хамăр тăрăхра пулса иртнĕ тата иртекен ырă улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Кунти тĕлпулăва райпо канашĕн председателĕ Р. Николаева, “Красное Сормово” ООО ертỹçи, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ С. Иванов та хутшăнчĕç (Яманаксем çак ялсен пулнă çĕрсене те акса тăваççĕ). Ыйтусем те пулчĕç: ĕçмелли шывпа тивĕçтересси, Вăрманкас ял пĕвине юсасси, ФАП пирки (сăмах май, Н. Угасловпа А. Шестаков киввинче пулса курчĕç). Николай Федорович унта çутçанталăк газĕ кĕртмешкĕн пулăшма тата газ кăмаки туянса пама шантарчĕ. Иккĕмĕш тĕлпулу районти Культура çуртĕнче иртрĕ. Андрей Владимировичпа Николай Федорович тухса калаçнă хыççăн пухăннисем чылай ыйту хускатрĕç, çав шутра — тăм илекен карьер çывăхĕнчи Малти Карăк ялĕн малашлăхĕ, Васнарти Заречная урамри çăла, 3-мĕш номерлĕ апат-çимĕç лавккипе “Мечта” столовăй тăрринчи общежити çивиттине юсасси (райпо 250 пин тенкĕлĕх профнастил туяннă та ĕнтĕ, смета хатĕр, ĕçсене паян-ыран тытăнмалла), Крентейкассинчи ФАПне ĕçлеттересси, район центрĕнчи Молодежная урамра çул тăвасси, районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине кивĕ çуртран урăх çĕре куçарасси, “Васкавлă пулăшу” ĕçĕ-хĕлĕ тата ытти те. Николай Федорович вĕсемшĕн тав турĕ, “Эпир пурте пĕр пулса ĕçлесен, кирек епле ыйтăва та татса пама пулĕ”, терĕ. Вăл çавăн пекех çак кунсенчех Красноармейскинче çĕнĕ чиркỹ тума тытăнассине, никĕсне яма тата стенисене хăпартма хăйсем пулăшасса пĕлтерчĕ. Районти тĕп больницăра та ыйтусем чылай тупăнчĕç. Çулсем пирки сăмах хускалсан, Андрей Владимирович юлашки вăхăтра ку енĕпе нумай тимленине палăртрĕ. “Район территорийĕнче 5 çул-йĕр тумалла, 4-шĕнче ĕçсем пыраççĕ те ĕнтĕ, пĕри кĕçех хута каймалла. Картишсенчи çулсене йĕркене кĕртессипе те ĕçлемен мар”, терĕ. Тухтăрсем райцентрти “30 лет Победы” урамри 20-мĕш çурта пушар хыççăн çĕнĕ сăн кĕртесси, çывăхри обществăлла туалета тасатасси, ĕçмелли шывпа тивĕçтерессине лайăхлатасси пирки каларĕç, Супарти Школьная урампа “КЕТРА” заводăн тăм тиенĕ автомашинисем пысăк хăвăртлăхпа иртнĕ чухне çуртсем чĕтренсе тăнине (Николай Федорович ку ыйтăва татса парассипе ĕçленине, çула ялсен тулашне кăларма пăхнине каларĕ), вăтам медперсонала “Земство тухтăрĕ” евĕр программăпа яллă районсен больницисене явăçтарма май тупмаллине, тĕп больницăна рентген установкипе тивĕçтермеллине (Н. Угаслов унăн пĕр пайне саплаштарма хатĕррине асăнчĕ) каларĕç. Ытти çĕрти евĕрех, Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче пынă “уçă калаçăва” та йышлăн хутшăнчĕç, хăйсем паянхи лару-тăрăва ăнланнине, малашлăха туйса тăнине çирĕплетрĕç. Вĕсем Вутлан клубĕн тăррине çĕнĕрен витмешкĕн пулăшу кỹме ыйтрĕç, Пшонкăри пĕчĕк пĕвене тултармалла, терĕç, “вăрçă ачисене” çăмăллăхсем памалли саккун кирлине, ялти Э. Юрьев ячĕллĕ музей-ỹкерчĕксен галерейине урам енчен тухса кĕмелли кирлине (халĕ ача сачĕн алăкĕпе кĕрсе тухаççĕ), ял çыннисене туса илнĕ ялхуçалăх продукцине вырнаçтарма майсем туса памаллине, Шупашкарта аквапарк хута ямаллине палăртрĕç. Унтан А. Шестаковпа Н. Угаслов тулли мар яваплă “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешĕвĕн Шурка ялĕ çывăхĕнчи уйĕнче ĕçлекен, иккĕмĕш çичĕкунлăх кăтартăвĕсемпе 1—3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ О. Васильев, В. Иванов тата Ф. Яковлев комбайнерсене Дипломсемпе, куçса çỹрекен вымпелсемпе чысларĕç, “уй-хир карапĕсен” хуçисене, пĕрлешĕвĕн ертỹçине А. Афанасьева, Е. Николаева тĕп агронома вырмана вăхăтра, пахалăхлă вĕçлеме ăнăçусем сунчĕç. Пиллĕкмĕш тĕлпулу Алманчри кану центрĕнче иртрĕ. Ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов уçрĕ. “Красноармейски районне хамăн тăван район вырăнне хуратăп. Сирĕнпе тĕл пулма ырă шухăшсемпе килтĕм. Ял малашне те çĕнелсе улшăнĕ. Ял пурăнсан, чăвашлăх пĕтместех”,— хăйĕн шухăшне уçăмлăн пĕлтерчĕ Н. Угаслов. Николай Федоровича пĕве туса панăшăн тав тăвакан та тупăнчĕ тĕлпулура. Ыйтусен шутĕнче вара Шывпуçĕнчи кану центрне юсасси (юсав паян-ыран пуçланмалла, 156 пин тенкĕ уйăрнă), ку енти икĕ пĕвене тасатасси, çулсене йĕркене кĕртесси, шăматкунсенче “Шывпуç — Красноармейски” маршрутпа автобус çỹретесси тата ытти те пулчĕç. Çапла, ЧНК Президенчĕн, “ТУС” ХАО генеральнăй директорĕн Н. Ф. Угасловăн Трак енри ĕçлĕ çулçỹревĕ ăнăçлă иртнине уçăмлăнах çирĕплетме пулать. Тĕлпулусенчи уçă калаçу вăхăтĕнче ял çыннисем сахалтан та 30а яхăн ыйту хускатрĕç. “Дискуссире чăнлăх çуралать”, теççĕ. Çаплах пултăр та. Ыйтусене вара пĕрлехи вăйпа татса памалла. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика