22 февраля 2013 г.
Пирĕн чăваш халăхĕ Христиан тĕнĕнче — православире — нумай çул пурăнман. 17-мĕш, 18-мĕш ĕмĕрсенче вăйпарах тĕне кĕртнĕ пулсан та, халăх çак тĕне кăмăлпа йышăнман, чиркÿ службине ăнланман. Священниксем Чул хула, Владимир енчи вырăссем пулнă, чăвашла пĕлмен, халăха çак тĕн йăли-йĕркисене ăнлантарса парайман. Тĕн кĕнекисене чăвашла пичетлеме май килмен — çырулăхĕ пулман. 19-мĕш ĕмĕр вĕçнелле çеç Иван Яковлев чăваш азбукине Кирилицăна тĕпе хурса йĕркеленĕ хыççăн тĕрлĕрен пĕлÿ, çав шутра тĕн пĕлĕвĕ те, хăвăрт сарăлма пуçланă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ халăха вĕрентес ĕçсĕр пуçне куçару центрĕ пулса тăнă, уйрăмах тĕн кĕнекисене чăвашла нумай куçарнă. Çак ĕçре “Нарспи” поэма авторĕн — Константин Ивановăн — тÿпи калама çук пысăк; вăл тĕн тĕп кĕнекине — “Евангелине” тата чиркÿ службин нумай кĕнекисене чăвашла куçарнă. Иван Яковлев тата Константин Иванов ячĕсем чăваш халăхĕ пур чухне нихăçан та асран ан тухчăр, чунĕсем çÿлти патшалăха тивĕçлĕ пулчăр.
Вырăс халăхĕ вара православире пин çул ытла пурăннă, чиркÿ службин чĕлхи те вырăс чĕлхинчен аякрах мар, священникĕсем те вырăссем пулнă, тĕн пĕлĕвĕ хăвăртрах сарăлнă, халăх пурнăçĕпе тачăрах пĕрлешнĕ. Православире тĕнпе çыхăннă святойсем нумай, вĕсен кашнинех асăну кунĕ пур, ĕлĕк календарь таврашĕ пулман, халăхĕ те хутла пĕлмен. Çавăнпа та хресчен ĕçĕнчи паллăрах вăхăтсене святойсен кунĕсемпе çыхăнтарнă, çав святойсене пĕр-пĕр ĕçĕн хÿтлевçи (покровителĕ) тесе шутланă, вĕсене хресченсене кирлĕ “профессисем” парса тухнă. Вырăсла каласан, тĕслĕхрен, “Зосима-пчельник, Арина рассадница, Еремей-запрягальник, Пантелеймон-врачеватель, Анастасия-овечница, Никита-гусятник” тата ытти те.
Хресчен пурнăçĕнче ĕне уйрăм вырăн йышăннă. Тăранса пурăнасси, уйрăмах ача-пăча ÿстересси унран килнĕ. “Ĕне çук — тĕтĕм çук, картишре ĕне пур — сĕтел çинче çиме пур”, тенĕ вырăссем. Ĕнене “хÿтлĕхсĕр” хăварман халăх.
Ĕнесене тĕрĕс-тĕкел усрама, вăхăтра чупса юлса пăруласа пама, сĕтлĕ пулассишĕн “яваплă” пулма Святой Вукола “уйăрса лартнă”.
Святой Вукол Иоанн Богослов вĕренекенĕ, Смирны хула Епископĕ пулнă. Христиан тĕнне сарассишĕн нумай тăрăшса “Святой” ята тивĕçнĕ, тÿрĕ пурнăçпа палăрнă, 105-мĕш çулта вилнĕ.
Тен, унăн ячĕшĕнех те пулĕ (Вукол сăмах грек чĕлхинчен чăвашла куçарсан “кĕтÿçĕ” тенине пĕлтерет) хресченсем сĕт-çупа тивĕçтерекен ĕне кĕтÿне Вукола “шанса”панă.
Святой Вукол кунĕ тĕлнелле ĕнесем пăрулама тытăннă, çакă питĕ яваплă тапхăр пулнă, анчах пăруланă пăру ачаш чĕр чун, кĕçех чирлесе каять. Ĕлĕкхи вăхăтра пăрусене пурăнакан пÿртрех, кăмака хыçĕнче, усранă. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи выçлăх çулсенче ĕне пăруласса питĕ кĕтнĕ, эпĕ паянхи кун пек астăватăп: ĕне пăруласси миçе кун юлнине хут çинче паллă туса пыраттăм. Ĕне пăруласан малтанхи сĕтрен “ĕне ырри” пĕçерсе унпа хăналанма çывăх тăвансене те пуçтарнă.
Халĕ те святой Вукол хута кĕнипе, вăл пирĕншĕн Турра тархасланипе, хамăр ырми-канми тăрăшнипе пирĕн сĕтел çинче çителĕклĕ сĕт-турăх пултăр. Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех.