03 февраля 2015 г.
Сисĕнмерĕ те, Еншик Чуллăри вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕренпе хĕрĕх çул та çитсе иртрĕ. Анчах та пире тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă учительсен ырă та çутă сăнарĕсем ялан куç умĕнче. Вĕсенчен пĕри, паллах, Костантин Афанасьевич Афанасьев. Санькассисем вăл. Çулĕсем малаллах шăваççĕ те, халĕ килтен вăр-варах тухса çỹреймест пулас. 5—6 çул каялла ăна район центрĕнче час-часах кураттăм, редакцине те кĕрсе тухатчĕ. Çавăнпа та юратнă Учителĕн ывăлĕ — Владимир (вăл газ уçлакан Заволжски станцире ĕçлет, ГРС начальникĕ) Константин Афанасьевич патне çитсе курма сĕнсен, хаваспах килĕшрĕм. Пире кил хуçипе мăшăрĕ — Надежда Никитична (вăл ялти ФАП заведующийĕнче тимлесе тивĕçлĕ канăва тухнă) хаклă хăнасене йышăннă евĕр урама тухсах ăшшăн кĕтсе илчĕç. Учителĕме курнăран хам та хĕпĕртерĕм. Сĕтел хушшине вырнаçнă вырнаçманах пирĕн калаçу сыпăнчĕ. Константин Афанасьевич ман ума тĕрлĕ альбомсемпе папкăсем кăларса хучĕ. Вĕсенче унăн пурнăçĕпе пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ сăнланнă. Кашнинче ĕç хучĕсемпе сăнỹкерчĕксене, ăнлантарса панисене типтерлĕн çыпăçтарнă, грамотăсемпе дипломсем уйрăм папкăра упранаççĕ. Чăн-чăн пурнăç кĕнеки тейĕн. ...К. Афанасьевăн ачалăхĕ тăван ялĕпех çыхăннă. Вăл 1940 çулхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче чухăн хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Çемьери иккĕмĕш ывăл. “Пĕчĕк пулнă пулин те, вăрçăн юлашки çулĕсене астăватăп”, тет. 1947 çулта ялти пуçламăш шкул уратине ярса пуснă. Пĕрремĕш учительници - Еншикри Анна Алексеевна Алексеева. 4-мĕш класра вара вĕсене ку ялти Вера Васильевна Яковлева вĕрентнĕ. 1954 çулта Шуркари 7 çул вĕренмелли шкултан “питĕ лайăх” паллăсемпе тухнă. Класс ертỹçине Франциска Гавриловна Гаврилована паянхи пек астăвать, “çав тери лайăх учительницăччĕ”, тет. (Тен, шăпах вĕсем унăн малашнехи пурнăçĕ çине витĕм кỹнĕ те - АВТ.) 1957 çулта Чурачăкри вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне малалла пĕлỹ илме кайса кĕрет. К. Афанасьев 1962 çулта “Учитель физики и основ производства средней школы” квалификаци дипломĕ илет. Унчченех-ха вăл, 1962 çулхи январьтен, Упи шкулĕнче (директорĕ — Супарти П. П. Павлов) ку предмета (физикăна ĕнтĕ — АВТ.) вĕрентме тытăннă. (Сăмах май, Константин Афанасьевич пĕлỹ панисем ăна халĕ те манмаççĕ: шăнкăравлаççĕ, тав тăваççĕ, тĕлпулусене йыхравлаççĕ). Ялтан унта çỹреме çăмăл тивмен — вăл вăхăтра пушшех те — К. А. Афанасьев вара 1964 çулхи юпа уйăхĕнчен тытăнса Еншик Чуллăри вăтам шкул директорĕ А. Д. Дмитриев чĕннипе кунта вăй хума пуçăнать: ĕçлĕ пĕтĕм ĕмĕрне тенĕ пекех çак шкула халалланă вăл. Акă, Анатолий Лаврентьевич Лаврентьев, Николай Андреевич Андреев, Ганна Петровна Андреева, Василий Сергеевич Сергеев, Петр Андреевич Евграфов тата ытти учительсемпе таччăн çыхăнса ĕçленине ниепле те манăçа кăлараймасть. Тата çав çулсене епле-ха манăн? Сăмахран, Еншик ялĕнчи вулавăшра вăй хунă Валерий Матвеевич Матвеев, тĕп режиссер пулса, концертсем йĕркеленине те, спорт тупăшăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннине те, ытти хавас та савăнăçлă пулăмсене те асран ямасть. Ун патĕнче вĕреннĕ те, ăна хамăн чи лайăх учительсен йышне кĕртетĕп. Пурнăçăма физикăпа çыхăнтармарăм пулсан та, Константин Афанасьевич ăс пани ĕç-пуçăмра пĕр хут кăна мар кирлĕ пулчĕ. Учителĕмĕр вара хăйĕн ĕçне аван пĕлнипе яланах палăрса тăратчĕ. Унăн вĕренекенĕсем — Нефалим Константинов, Борис Константинов, Гермоген Лаврентьев (вăл каярахпа Мускаври Н. Бауман ячĕллĕ патшалăх техника университетĕнчен вĕренсе тухрĕ, пысăк та яваплă тĕрлĕ должноçсенче вăй хучĕ, унăн парнине — “К космическим высотам — из глубины веков” кĕнекине типтерлĕн упрать К. А. Афанасьев) — республика шайĕнчи, Василий Михайлов, Константин Григорьев, Эдикпа Руслан Семеновсем тата ыттисем районти олимпиадăсенче пĕр хут мар палăрнă. Сăмах май, ывăлĕ — Владимир та ашшĕ çулĕпех кайнă теме пулать: хăй вăхăтĕнче физикăпа республикăра иртнĕ олимпиадăра иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ, каярахпа Мускаври Н. Бауман ячĕллĕ патшалăх техника университетĕнче вĕреннĕ. Олимпиадăсене шкул ачисене лайăх хатĕрленĕшĕн Константин Афанасьевича 1985 çулта ЧР Çутĕç министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Мускав патшалăх университечĕн физика факультечĕ çумĕнчи, республикăри курссенче хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатнă вăл. “Çулталăкри учитель”, ытти конкурссене хутшăннă. Шкул ачисемпе КВН-сем пĕрре мар йĕркеленĕ. Акă, 1998 çулхи нарăс уйăхĕн 26—28-мĕшĕсенче Красноармейскинче иртнĕ “Хальхи шкулти физика, математика тата астрономи урокĕсенчи методика шухăшлавĕсем” республикăри 9-мĕш фестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă. Канашра (2000 ç.), ытти çĕрте пулнă фестивальсенче те палăрнă. Сăмах май, Константин Афанасьевич хатĕрленĕ “Использование коллективных форм обучения на уроках физики (из опыта учителя К. А. Афанасьева) ятарлă альбом-папкăпа паллашрăм: мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх!.. Унпа усă курса, хăй вăхăтĕнче районти шкулсенче эксперимент та пынă. В. Золотов республикăри “Советская Чувашия” хаçатăн 1983 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнчи номерĕнче “Человек и его дело” рубрикăпа пичетленĕ “Воспитание физикой” пысăк материалта К. А. Афанасьев Вĕрентекенĕн тата класс ертỹçин пуян та нумай енлĕ опычĕпе туллин паллаштарнă. В. Золотовпа В. Степанов, çак опытпа усă курса, “Профессиональная ориентация учащихся во внеурочной работе по физике (методические рекомендации на основе обобщения опыта работы учителей физики)” брошюра та кăларнă. Константин Афанасьевичăн 1984 çулта пичетленнĕ “Организация самостоятельного контроля знаний учащихся на уроке физики (методическая рекомендация)” брошюрипе те паллашма интереслĕ. “Савнă ялăм, тăван шкулăм” альбом та историне çырса кăтартнисенчен пуян. Вăл районти шкулсенчи физика учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи те пулнă, ĕçтешĕсен урокĕсене пĕрре кăна мар çитнĕ. Ахальтен мар пирĕн Вĕрентекенĕмĕре (ку сăмаха пысăк саспаллирен çырнине тивĕç вăл — АВТ.) “Учитель-методист” (1983 ç.), “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” (1987), “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” (2000) паллăсемпе, республикăпа район тата шкул шайĕсенчи вун-вун грамота-дипломпа чысланă. 2006 çулччен тимленĕ вăл вĕрентỹ ĕçĕнче. Шкул ачисене вĕрентнипе кăна çырлахман Константин Афанасьевич. Ăста пропагандист пулса халăх хушшинче ĕçленĕ. Ял çамрăкĕсем те ют пулман уншăн. Акă, К. А. Афанасьев çине тăнипе 1976 çулта вĕсемпе пĕрле ялти клуба тĕпрен юсанă, çамрăксен тăрăшулăхне кура хуçалăх телевизор, çурма баян, проигрыватель тата ыттине те туянса панă. Ун чухнехи К. Л. Лаврентьев председатель Чĕмпĕр хулине экскурсине кайма автобус (водителĕ — П. Карпов) уйăрнă. 1967 çулта ачасемпе Шупашкар урлă Шуршăла велосипедсемпе кайса килни те унăн асĕнчех-ха. Каярахпа Константин Афанасьевич яла асфальт сарнă çул çитерес, çут çанталăк газĕ кĕртес ĕçсене те сумлă тỹпе хывнă. 3 ача ỹстернĕ вĕсем. Асли çинчен пĕлтертĕм ĕнтĕ. Ун хыççăнхи — Алексей — И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ, запасри капитан, çар пенсионерĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарти “Химпром” пĕрлешỹре вăй хурать. Кĕçĕнни — Оля — социаллă университетра пĕлỹ илнĕ, Шупашкарти пĕр организацире экономист-бухгалтерта тимлет. Кунсăр пуçне Афанасьевсем Надежда Никитичнан автоаварире сарăмсăр вилнĕ йăмăкĕн ачине — Ларисăна — хăйсенни евĕрех пăхса ỹстернĕ. Вăл та университет пĕтернĕ, 3 ача амăшĕ, Санькассине час-часах килсе çỹреççĕ. 8 мăнукĕпе те савăнаççĕ Афанасьевсем. Сăмах май, пурте хăйсене хывнă, шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Çуллен районти “Ял пурнăçĕ” хаçата çырăнса илеççĕ, юратса вулаççĕ. Çак кунсенче, 75 çул тултарнă май, Константин Афанасьевич патне саламлă открыткăсемпе шăнкăравсем уйрăмах нумай килеççĕ. Вĕренекенĕсем ăна ырă сывлăхпа пархатар сунаççĕ. Мĕнех, малашне те çаплах пултăр! В. Данилов
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)