17 февраля 2015 г.
Нумаях пулмасть Именкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта савăнăçлă уяв иртрĕ: кунтан тĕрлĕ вăхăтра вĕренсе тухнисен тĕлпулу каçне йĕркелерĕç тата педагогсен коллективĕнче чылай тапхăр вăй хунă Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учительне В. Ф. Семенована хисеп туса Асăну хăми уçрĕç. Шкула уяв сăнĕ çапнă. Капăр тумланнă вĕренекенсем хăнасене ăшă кăмăлпа, савăк сăвăсемпе кĕтсе илеççĕ. Вĕсем çак мероприятие халалласа стена хаçачĕсем кăларнă, шкулăн юлашки çулĕсенчи кăтартăвĕсем çинчен каласа паракан альбомсем хатĕрленĕ. Часах вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, хăнасем шкулăн акт залне пухăнаççĕ. Уява халалласа ятарлă электронлă презентаци хатĕрленĕ. Экран çине шкулăн иртнĕ тата хальхи тапхăрти вун-вун кадрĕ тухать. Кăçал Литература тата вилĕмсĕр "Нарспи" авторĕн К. В. Ивановăн çулталăкĕ пулнă май вĕренекенсем хăнасем умĕнче хăйсен мĕнпур пултарулăхне кăтартрĕç: сăвăсем вуларĕç, юрларĕç, ташларĕç. Ăшшăн йышăнчĕç вĕсене куракансем. Шкул директорĕ О. Арманова сăмах илет. “Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 45 ача пĕлỹ илет пирĕн, вĕсене 15 педагог пĕлỹпе воспитани парать. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенешкел, эпир тĕрлĕ енлĕ кăтартусемпе районти шкулсем хушшинче йĕркеленĕ рейтингра 5-мĕш вырăн йышăнатпăр. Пирĕн икĕ вĕренекен республика шайĕнчи олимпиадăра çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ, иккĕн призерсен йышне кĕчĕ. Шкулти çамрăк армеецсем район шайĕнчи тупăшусенче çĕнтерсе Трак ен чысне республикăра хỹтĕлеççĕ. Пирĕн патăрта спорт туризмĕ те япăх мар аталаннă. Кăçалхи вĕренỹ çулĕн иккĕмĕш чĕрĕкне ачасен 47 проценчĕ “4” тата “5” паллăсемпе вĕçлерĕ. Шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ ĕçлет, унта 12 пепке çỹрет. Пирĕн хамăрăн сайт пур”, — терĕ Ольга Ивановна. Уявра Людмилăпа Александр Федоровсем, Л. С. Гаврилов тухса калаçрĕç, шкул çулĕсене, хăйсене вĕрентнĕ учительсене ăшшăн аса илчĕç. — Эпĕ тăван шкула 1962 çулта вĕренсе пĕтертĕм. Унтанпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ ĕнтĕ. Авă залра манпа пĕрле пĕлỹ илнĕ И. И. Фомин инженер ларать. Ăçтан манăн-ха Валентина Федоровнапа Вячеслав Алексеевич Семеновсен, В. И. Иванован, Петр Павлович физрукăн, ыттисен урокĕсене? В. Семенова математикăпа вĕрентнĕ май, ачасем çак предмета юратчăр тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатчĕ, çакăнта тĕрлĕрен формăсемпе усă куратчĕ. Унăн ырă ĕçне пулах пирĕн кăларăмри каччăсемпе хĕрсенчен чылайăшĕ аслă шкулсене вĕренме кĕме пултарчĕç, каярах хăйсем кăмăлланă професси илсе вун-вун çул производствăра тăрăшрĕç, пире вĕрентнĕ учительсен ятне ямарĕç. Паянхи ачасене вара эпĕ лайăх вĕренме, çĕршывшăн усăллă çынсем пулма сунатăп, — терĕ Леонид Сильвестрович. Уявра Ю. К. Антонова сăмах пачĕç. “Эпĕ Именкасси вăтам шкул директорĕнче 1980—1987 çулсенче ĕçлерĕм. Вăл тапхăрта вĕренекенсен хисепĕ — 320 ачана çитнĕччĕ. Шкулăн йывăç çурчĕсенче пĕлỹ илнĕ, вĕсене вутăпа, кăмрăкпа хутса ăшăтнă. 1981 çул асăмран тухмасть. Шкулта физкультура учителĕ çукчĕ. Çапах та пуç усмарăмăр. “Сăран мечĕкĕн” район шайĕнчи тупăшăвне хутшăнтăмăр. Тăтăшах тренировкăсем ирттертĕмĕр. Ытти командăсемпе тĕл пулса выляма ГАЗ-51 автомашинăпа тухса çỹреттĕмĕр. Мĕн тетĕр: тăрăшни сая каймарĕ, эпир çав çул аслисем хушшинче футбол енĕпе район чемпионĕ пултăмăр”, — ăшшăн аса илчĕ Юрий Кириллович. Асаилỹсем, асаилỹсем... Унтан пурте пĕрле шкул умне педагогика ĕçĕн ветеранне В. Ф. Семенована халалланă Асăну хăмине уçма тухрĕç. Кам-ха вăл В. Ф. Семенова? Кĕске справка. В. Ф. Семенова 1926 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Туçи ялĕнче çуралнă, Толик Хураскинчи вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Мĕн пĕчĕкренех учитель ĕçĕ килĕшнĕ ăна. Çав тĕллевпех мал ĕмĕтлĕ хĕр И. Я. Яковлев ячĕллĕ пединститута çул тытать, аслă шкулăн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет, ăна 1948 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Направленипе Красноармейски вăтам шкулне ĕçлеме яраççĕ. Валентина Федоровна кунта 1948—1956 çулсенче математика предметне вĕрентнĕ. Каярах вăл кун-çулне Именкасси шкулĕпе çыхăнтарать. Кунти пĕлỹ керменĕнче 1956—1986 çулсенче вăй хурать В. Ф. Семенова. Çамрăк ăрăва пĕлỹпе воспитани парас ĕçре 40 çул ытла тăрăшнă Валентина Федоровна. Чыслă ĕçшĕн ăна “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” паллăпа чысланă, 1969 çулта “Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ят панă. Кунсăр пуçне унăн кăкăрне “Ĕç ветеранĕ”, “Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медальсем, ытти наградăсем илем кỹнĕ. Вăл 2014 çулхи утă уйăхĕнче çĕре кĕнĕ. Мăшăрĕпе, Вячеслав Алексеевичпа (вăл чылай тапхăр Именкасси вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕ), виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Зина — асли. Вăл Хусанти авиаци институтне вĕренсе пĕтернĕ, Шупашкарти машинăсем тăвакан заводра инженерта тăрăшнă. Халĕ — тивĕçлĕ канура. Вăталăххи — Сергей. Анчах çар службине пурнăçланă чухне С. Семенов капитанăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Кĕçĕнни — Лина — ачасен тухтăрĕ. Хĕрĕсемпе кĕрỹшĕсем ашшĕ-амăшĕн килне пăрахмаççĕ, тăтăшах Именкассине килсе çỹреççĕ. В. Ф. Семенована юлашки çула ăсатнă чухне шкул умĕнчи лапамра хурлăхлă митинг иртнĕ. Унта Именкасси ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче çирĕм çул ытла ĕçленĕ В. Л. Владимирова, ку тăрăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Т. К. Александрова Валентина Федоровнана ырă ĕçшĕн ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнма шкул стени çине Асăну хăми хатĕрлесе çакма сăмах пуçарнă. Çакă халĕ пурнăçланчĕ ĕнтĕ. Асăну хăмине хатĕрлеме педагогика ĕçĕн ветеранĕн вĕренекенĕ, Йỹçкасси ял старости Л. П. Семенов тата унăн тусĕсем пысăк тỹпе хывнă. Кĕтнĕ самант çитет. Именкасси шкулне пырса кĕнĕ çĕрте, сулахай енче вырнаçтарнă Асăну хăмин виткĕчне Л. П. Семеновпа В. Ф. Семенован хĕрĕ — Зинаида Вячеславовна сиреççĕ, пухăннисем алă çупаççĕ. Пирĕн çине Валентина Федоровна ăшшăн та сăпайлăн тинкерет. Вăл паян та пирĕнпе пĕрле, чĕрĕ тейĕн. Мрамор хăма çине чăвашла-вырăсла çапла çырнă: “Çак шкулта 1956—1986 çулсенче Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ Валентина Федоровна Семенова ĕçленĕ”. Савăнăçлă митингра район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ А. И. Васильев, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. В. Тихонова, Именкасси шкулĕнче физика предметне вĕрентнĕ В. П. Спасова-Халапсина, ку шкулта пуçламăш классене пĕлỹ панă Л. М. Сурьева, В. Ф. Семенован вĕренекенĕсем — Йỹçкасси ял старости Л. П. Семенов, И. И. Фомин, ĕç ветеранĕ В. Л. Владимирова тухса калаçрĕç, Валентина Федоровнана ăшшăн аса илчĕç. — Эпĕ Именкасси вăтам шкулне 1970 çулта вĕренсе пĕтертĕм. Класс питĕ пысăкчĕ, 36-ăн алла аттестат илтĕмĕр. Пирĕн класс ертỹçи шăпах Валентина Федоровначчĕ. Анне пек юрататтăмăр ăна. Паян кун та вăл манăн асăмра хăйĕн сăпайлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе, çирĕп ыйтнипе чăн-чăн Вĕрентекен пулса юлать. Çак Асăну хăмине хатĕрлесе тата вырнаçтарса лартса хамăр умри тивĕçе пурнăçларăмăр, — терĕ Леонид Павлович. — Именкасси шкулне мана пединститутăн физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1968 çулта ĕçлеме ячĕç. Мана, çамрăка, питех те ăшшăн кĕтсе илчĕ педколлектив. Эпĕ физика предметне вĕрентме пуçларăм. В. Ф. Семенова математика урокĕсене ирттеретчĕ. Манăн чăн-чăн наставник пулчĕ вăл. Аслă вĕрентекенĕм сĕнỹ-канашпа тăтăшах пулăшатчĕ. Учительсемпе эпир вун-вун мероприятие хутшăннă. Кунта пухнă опыт мана малашнехи ĕçре питех те кирлĕ пулчĕ, — çапларах аса илчĕ В. П. Спасова. — Именкасси тăрăхĕнче Семеновсем кăтартуллă çемье пулнă. Педагогика ĕçĕн ветеранне Валентина Федоровнана ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнас тĕллевпе Асăну хăми хатĕрлесси пирĕнте çуралчĕ. Ăна хатĕрлесе стена çине вырнаçтаракан ушкăна вара пире Турă ярса пачĕ пулĕ, — терĕ партипе совет ĕçĕн ветеранĕ В. Л. Владимирова. — Тавах Л. П. Семенова. Çавăн пек çынсем пуррипе эпир телейлĕ те. Асăну хăми умне ятарласа ăсталанă подставка çине чĕрĕ чечексем выртрĕç. Юлашкинчен пухăннисене çакăн пек чыслă ĕçшĕн В. Ф. Семенован хĕрĕ — Зинаида Вячеславовна Григорьева чĕререн тав турĕ, малашнехи ĕçсенче ăнăçусем сунчĕ. Г. Борзин
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)