Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха парнеленĕ пурнăç

02 сентября 2014 г.

Халăха парнеленĕ пурнăç

Район хаçачĕ пичетленсе тухнă кун редакцине ыттисемпе пĕрлех хисеплĕ пĕр ватă та пырать. Кунта çырăннă хаçатăн çĕнĕ номерне алла илнипе çеç çырлахмасть вăл. Редакцире тимлекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе те интересленме вăхăт тупать, хăйĕн çĕнĕ хыпарĕсене те пĕлтерет. Тахçантанпах паллатăп-пĕлетĕп-ха ят-сумлă ку ватăна. Вăл — Красноармейски ялĕнче пурăнакан М. П. Прохоров. Васкатсах çакна калам-ха тата. Паян Михаил Прохорович пурнăçĕнче асра юлакан кун — 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавăнпах педагогика ĕçĕн тата вăрçă ветеранĕпе çак кунсенче тепĕр хут курнăçса сăмахларăм. ...М. Прохоров 1924 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче хамăр районти Шăмар-Тусай ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Упири тулли мар вăтам тата Красноармейскинчи вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Вăрçă пуçланнă кун — 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче алла вăтам пĕлỹ илни çинчен калакан аттестат илнĕ. 17-ри каччă çулталăк хушши райфон Тусай ял советĕнчи налук агентĕнче ĕçленĕ. 1942 çулхи августăн 23-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Малтанах саппас полкра хĕсметре тăнă. 1943 çулхи январь — июль уйăхĕсенче çар вăхăчĕн кĕске программипе Томскри 2-мĕш артиллери училищинче вĕреннĕ. Кĕçĕн лейтенант çар званийĕ илнĕскере, фронта янă. М. Прохоров çапăçусене Украинăри Мерефа хули çывăхĕнче (Харьковран инçех мар) кĕнĕ, 76 мм тупăсен взвочĕн командирĕ пулнă. Вăрçă вĕçленичченех малти позицисенче çапăçнă. Украина, Молдави, Венгри çĕрĕсемпе иртсе Австри варрине çитнĕ. Вăл Днепр юхан шывĕшĕн пынă çапăçусене, Новоукраинка хулипе Помошная чукун çул станцине, Одесса облаçĕнчи Первомайск хулине ирĕке кăларма хутшăннă. Ясско-Кишиневски операцири, Тисса юхан шывĕпе Сольнок хулари, Будапештăн кăнтăр-хĕвел анăç пайĕнчи, Асад хулинчи, Балатон кỹлли çывăхĕнчи тата ытти хаяр тытăçусенче палăрнă. Çавсемшĕн Оборона Халăх Комиссарĕн И. В. Сталинăн çичĕ Тавне тивĕçнĕ. Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕпе, “Будапешта илнĕшĕн” тата “Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн” медальсемпе наградăланă. Тăван киле 1947 çулхи июльте таврăннă. 1947—1951 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. Унтан Упири вăтам шкулта историпе черчени учителĕнче тата Именкассинчи вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕ. 1956 çулхи апрельтен тытăнса 1962 çулччен вăл — райсовет ĕçтăвкомĕн культура пайĕн заведующийĕ. Тата виçĕ çул ытларах — Красноармейскинчи вăтам шкулти историпе географи учителĕ. Михаил Прохорович 1965 çулхи декабрьтен пуçласа 1973 çулхи июльччен райĕçтăвком председателĕн çумĕ пулнă. Каярахпа вăл — Красноармейски вăтам шкул учителĕ тата директорĕ (10 çул хушши), УПК преподавателĕ, РОНОн хуçалăх ушкăнĕн инженерĕ. Красноармейски ялĕнче вăй хунă чухне Михаил Прохорович строительство тата тирпей-илем енĕпе нумай тимленĕ. Унăн проекчĕпе тата вăл йĕркелесе пынипе районти Культура çуртне, районти Культура çурчĕ çывăхĕнчи скверти Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă обелиска, Гурий Степанов палăкне, вăтам шкул çурчĕ умĕнчи скверти фонтана, районти шалти ĕçсен пайĕн административлă çуртне, хăна çурчĕпе столовăя, вăтам шкулăн çывăрмалли 72 вырăнлă интернатне, вăтам шкулăн виçĕ автомашина вырнаçмалăх гаражне тунă. Вăл ертсе пынипех Красноармейски (халĕ – Трак) вăтам шкулĕн 720 ача вĕренмелĕх типлă çуртне хăпартнă. Мирлĕ вăхăтри ĕçшĕн те Михаил Прохорович тĕрлĕ наградăсем илме тивĕç пулнă. Çав шутра - “Ĕçре палăрнăшăн” (1971), “Ĕçри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май” (1970), “СССР летчик-космонавчĕ А. Г. Николаев” (2009) медальсем, РСФСР культура министерствипе культурăра ĕçлекенсен профсоюзĕн Тĕп комитечĕн (1966), Чăваш АССР культура министерствин (1960), КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Кабинечĕн (1979), Чăваш Республикин (1995) тата ытти Хисеп грамотисем. 1978 çулта М. П. Прохорова “РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” хисеплĕ ят панă. 2002 çулта вăл “Вут-хĕмре иртнĕ çамрăклăх” кĕнекешĕн районти Н. Янкас ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2009 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе район умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна “Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ” хисеплĕ ят панă. Красноармейски ялĕнчи Çĕнтерỹ паркĕнче Мухтав Аллейи тăвас ĕçе сумлă тỹпе хывнăшăн М. П. Прохорова район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Михаил Прохорович мĕн йĕркеленнĕренпе паянчченех вăрçă тата ĕç (пенсионерсен), çарпа право хуралĕн ветеранĕсен районти канашĕнче ĕçлет. 12 çул ăна ертсе пынă, ытти вăхăтра — председатель çумĕ. 8 çул Чăваш Республикинчи ветерансен канашĕн президиум членĕ пулнă. М. Прохоров — Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен съездне кайма республикăран суйланă виçĕ делегатран пĕри. Ветерансен организацийĕн ĕçне хастар хутшăннăшăн 1996 çулта ăна вăрçă тата ĕç (пенсионерсен), çарпа право хуралĕн ветеранĕсен Пĕтĕм Раççейри Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă, Чăваш Республикинчи ветерансен канашĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Хисеплĕ ватă — тавра пĕлỹçĕ те. Хăй çуралса ỹснĕ тăван Тусай ялĕн историне тĕпчессипе пысăк ĕç тăвать. Шыравĕсене кĕнекесенче сăнлать. Акă, ял хăçан тата мĕнле пуçланса кайни, кунта пурăннă тата пурăнакан çынсем çинчен “Хăлату (Тусайсем)” кĕнекере туллин çырса кăтартрĕ. Сумлă юбилейĕ ячĕпе эпĕ те аслă юлташăма ăшшăн саламлатăп, вăрăм кун-çул пурăнма ырă сывлăх, телей, пархатар тата вăй-хăват сунатăп.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика