Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш çур çулхи бюджета мĕнле пурнăçланă?

15 августа 2014 г.

Республика правительстви нумаях пулмасть Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн бюджета пурнăçлани çинчен калакан постановленине йышăнчĕ, çапла майпа ĕç тăвакан влаç органĕсен 2014 çулхи 1 çур çулхи ĕçĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ.

Консолидациленĕ бюджета 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне тупăшсем енĕпе 21 млрд та 230,0 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, ку çулталăк планĕн 50,6 проценчĕпе танлашать, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен ỹсĕм 4 процент, çав шутра харпăр хăй тупăшĕпе 13 млрд та 345,4 млн тенкĕ е ỹсĕм 4,8 процент. Чăваш Республикин 2014 çулхи 1 çур çулхи консолидациленĕ бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕсен тытăмĕнче налук тупăшĕсем 87,3, налукăн мар тупăшĕсем 12,7 процент йышăнаççĕ. Чăваш Республикин консолидациленĕ бюджетне налук тупăшĕсем пырса кĕнин калăпăшĕ 11648,1 млн тенкĕпе е, 2013 çулхи ку вăхăтрипе танлаштарсан, 2,7 процент ỹснĕ, çав шутра организацисен тупăшĕн налукĕ 2516,2 млн тенкĕ е ỹсĕм 5,5 процент, уйрăм çынсен тупăшĕн налукĕ 4803,6 млн тенкĕ е ỹсĕм 9,1 процент. Каялла тавăрмалли мар пырса кĕнисен калăпăшĕ 7884,6 млн тенкĕ пулнă е 2013 çулхи ку вăхăтринчен 2,6 процент ỹснĕ. Чăваш Республикин консолидациленĕ бюджечĕн расхучĕсем 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 20 млрд та 495,4 млн тенкĕпе танлашнă (çулталăк планĕн 43,7 проценчĕ), 2013 çулхи çак шайринчен 10,9 процент (2007,3 млн тенкĕ) ỹснĕ. Патшалăх влаçĕн органĕсем пырса кĕрекен укçа-тенкĕпе лайăх ĕçлесе пыни консолидациленĕ бюджетăн профицитне пĕчĕклетме май панă (2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 734,6 млн тенкĕ пулнă),çавна пула республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ илекенсем умĕнчи обязательствăсене вăхăтра пурнăçлама май килнĕ, бюджет укçи-тенкипе усă курассин шайĕ 96,5 процентпа танлашнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрта 90,6 процент). Тăкаксен тĕп пайĕ çак отрасльсене тивет: вĕрентỹ — 36,6 процент ( 2013 çулта — 35,4); социаллă политика — 17,5 процент (2013 çулта — 20,4); наци экономики — 14,0 процент (2013 çулта — 13,0); сывлăха сыхласси — 15,7 процент (2013 çулта — 16,8). Вĕрентĕве 2014 çулхи 1 çур çулта 7499,8 млн тенкĕ уйăрнă (2013 çулхи çак вăхăтрин 114,6 проценчĕ). Укçа-тенкĕне вĕренỹ учрежденийĕсем тума (реконструкцилеме), вĕсен ĕç-хĕлне йĕркелештерме, шкул çулĕчченхи вĕрентỹ учрежденийĕсенче вăй хуракансен ĕç укçине ỹстерме тата ытти тĕллевсемпе уйăраççĕ. Кăçал шкул çулĕчченхи вĕрентĕвĕн 2616 вырăнлă 14 учрежденине ĕçе кĕртме, 1060 вырăнлă пур пỹлĕмсене йĕркелештерме тата 1464 вырăнлă 9 ача сачĕ тумашкăн пуçлама (реконструкцилеме) пăхаççĕ. Социаллă политикăна 2014 çулхи 1 çур çулта 3594,2 млн тенкĕ янă (2013 çулхи ку тапхăртин 95,3 проценчĕ). Ку укçа-тенкĕне социаллă пулăшупа хỹтлĕх пама, социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерме, тĕрлĕ тỹлевсем, граждансен уйрăм категорийĕсене хваттер уйăрма тата ытти çĕре те яма палăртнă. Çапла майпа кăçалхи 1 çур çулта патшалăх енчен пурнăç условийĕсене лайăхлатма 2600 ытла çемье пулăшу илнĕ. Сывлăха сыхлас ĕçе 2014 çулхи 1 çур çулта 3215,9 млн тенкĕ хывнă (2013 çулхи ку вăхăтрин 103,5 проценчĕ). Ăна сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем тума, реконструкцилеме тата юсама, медицина пулăшăвĕ пама, эмелсемпе препаратсем туянма яраççĕ. 2014 çулхи 1 çур çулта 5 ФАП хута янă, тепĕр 15-шне август вĕçлениччен ĕçе кĕртеççĕ, сывлăха сыхлас ĕçĕн 8 учрежденийĕнче реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ, кăçал пĕтĕмпе 43 ФАП уçма палăртнă. Экономика секторне аталантарма 2014 çулхи 1 çур çулта 2861,3 млн тенкĕ янă (2013 çулхи шайăн 119,5 проценчĕ). Укçа-тенке çул-йĕр, ял, шыв, вăрман хуçалăхĕсене аталантарма яраççĕ. Çул-йĕр хуçалăхне аталантарас тĕллевпе 2014 çулхи 1 çур çулта 14,2 км çулсене юсанă, çав шутра 6,2 километрне — ял тăрăхĕсенче. Ял хуçалăхне аталантарас тĕллевпе 2014 çулхи 1 çур çулта 60649 ял хуçалăх таварĕ туса илекене пулăшу панă, çав шутра 808 организаципе хресчен фермер хуçалăхне тата килти хушма хуçалăхпа ĕçлекен 59841 çынна. Паян Чăваш Республикинче экономика малаллах аталанса пырать, ĕç укçи ỹсет, уйрăм бизнес аталанать, çакна республикăн налук потенциалĕн индексĕ те аван çирĕплетет: 2006—2009 çулсенче вăл 0,404па танлашнă пулсан, 2014 çулта 0,496 шайĕнче пуласса кĕтеççĕ, ку чухне çакна та каламалла: 2006—2009 çулсем çĕр-шывăн экономика аталанăвĕ пысăккипе бизнеса аталантармалли чи лайăх çулсем пулнă. Республика кунсăр пуçне регион тата вырăнти шайра бизнеса Чăваш Республикин республика бюджетне куçармалли налуксем енĕпе те çăмăллăхсем парать (2013 çулта налук çăмăллăхĕсен сумми 644,5 млн тенкĕпе танлашнă). Пирĕн республикăра ĕç ветеранĕсене уйăхри тỹлевпе тивĕçтерессипе те тимлеççĕ. Хальхи вăхăтра ку тỹлев 1082 тенкĕпе танлашать, унсăр пуçне стационарлă телефонпа усă курнăшăн 220 тенкĕ компенсаци параççĕ, ку — Атăл çи федераллă округра чи пысăккисенчен пĕри. Танлаштарма: кỹршĕллĕ Мари Элта ĕç ветеранĕсене — 823, Мордва Республикинче — 796, Тутарстанра — 1087, Чул хула облаçĕнче — 1228, Чĕмпĕр облаçĕнче 806 тенкĕ социаллă тỹлев параççĕ. Эпир “ĕç ветеранĕ” статус пур пенси çулне çитнĕ çынсемпе те уйрăлса тăратпăр. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне ку 128,2 пин çынпа е пенси çулне çитнисен 46,4 проценчĕпе танлашнă. Çак цифра Тутарстанра — 28, Мордва Республикинче — 30,7, Мари Элта 38,8 процент пулнă. Пирĕн республикăра пурĕ 168,6 пин ĕç ветеранĕ пурăнать. 2013 çулта ЕДВ тỹлеме республика бюджетĕнчен 1 млрд та 821,6 млн тенкĕ уйăрнă пулсан, кăçал ку тĕллевпе 1 млрд та 964,6 млн тенкĕ уйăрма пăхаççĕ. Чăваш Ен — тĕллевлĕ аталанса пыракан республика, пилот проекчĕсене активлă хутшăннипе вăл бизнес валли лайăх инвестици вырăнĕ пулса тăрать. Регион федераци шайĕнчи конкурс процедурисене те хутшăнать, экономика секторне укçа-тенкĕпе активлă пулăшать. Енчен те 2013 çулта республика инвестицисем валли 5,458 млрд тенкĕ янă пулсан, 2014 çулта тĕрĕслетнĕ даннăйсемпе ку кăтарту 7 млрд ытла тенкĕпе танлашмалла. Çав вăхăтрах Чăваш Ен дотациллĕ регион пулнине тата çаплах юлнине никам та хирĕçлемест, ку хушăрах республикăра пурăнакансем умĕнчи бюджет шантарăвĕсене пурнăçласа пыма кунта çине тăраççĕ, кирлĕ инвестици проекчĕсене укçа-тенкĕ хывма кредит организацийĕсенчен те пулăшу ыйтаççĕ. Анчах та Чăваш Республикин правительстви “кивçене кĕр, анчах та перекетле” текен позици йышăнать. Шăпах çавăнпах 2014 çулта патшалăх парăмне тивĕçтермелли тăкаксене 25 млн тенкĕ чакарма палăртаççĕ. Республика ертỹçисен ĕçĕн эффективлăхĕн тĕп кăтартăвĕ тĕнчери ертсе пыракан кредит агенствисен кредит рейтингĕсем пулса тăраççĕ. Кăçалхи июньте Шупашкарти VII экономика форумĕ вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен уçă регион тата шанчăклă партнер пулнине палăртрĕ. Çак сăмахсене тĕнчери ертсе пыракан рейтинг агенствисен пысăк рейтингĕсем те çирĕплетеççĕ. Палăртмалла, ку агенствăсем рейтинг хаклавĕсене çулленех ирттереççĕ, юлашки çичĕ çулта республика унта “стабильлĕ” прогнозпа палăрать. Çак евĕр хаклава Раççей Федерацийĕн чылай субъекчĕ тивĕçеймест. Ку чухне экономикăн уйрăм отраслĕсен е инвестици компанийĕсен аталанăвĕн кăтартăвĕсене кăна мар, регион экономикипе социаллă пурнăçне, финанс лару-тăрăвне тата парăм обязательствине пурнăçланине шута илеççĕ. Республика влаçĕн ĕç-хĕлне тĕнчери рейтинг агенствисен хаклавĕ пирки аван пĕлекен специалистсем те асăрхамасăр хăварман. “Ку чухне ятсăр экспертсем пирки сăмах пымасть. Ку агенствăсен специалисчĕсен пĕтĕмлетĕвне финанс инвесторĕсем кăна мар, хăйсен проекчĕсене вырнаçтарнă чухне пысăк корпорацисем те пăхаççĕ тата хаклаççĕ. Çавăнпа та тĕнчери рейтинг агенствисен сĕнĕвĕсене регион экономикинчи лару-тăрăва хакланă чухне туллин тата тĕрĕс шута илмелле”, — палăртать Энергетика тата Финанс Институчĕн аслă экономисчĕ Антон Табах.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика