Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме кăна мар, савăнма та пĕлеççĕ

01 августа 2014 г.

Ĕçлеме кăна мар, савăнма та пĕлеççĕ

Юлашки вăхăтра ялсем кăна мар, урамсем те хăйсен уявĕсене йĕркелесе ирттерме пуçларĕç. Акă, çак кунсенче çеç Еншик Чуллă ялĕнчи пысăках мар Маркел тата Парковая урамсенче пурăнакансемпе вĕсенчен тухнисем пĕрле пуçтарăнчĕç. КĔске справка. Маркел урамĕн ятне кунта пурăннă М. Антонов паллă строителе сума суса панă. Хăй вăхăтĕнче вăл “Прогресс” колхозри 1- мĕш бригадăри строительсен бригадине нумай çул ăнăçлă ертсе пычĕ. Маркел Антоновичпа унăн ĕçтешĕсем (сăмах май, манăн атте — Михаил Данилович та, урам урлă пурăннă Валерий Степанович та, кỹршĕри кум — Семен Григорьевич та çак бригадăрах вăй хунă) мĕнле кăна объект çĕклемен-ши? Тепĕр чухне вĕсем канмалли кунсемсĕрех тимленине эпĕ те паянхи евĕрех астăватăп. Сăмах май, тăрăшулăхшăн Маркел Антоновича 1986 çулхи августăн 29-мĕшĕнчи Указпа “Ĕçре палăрнăшăн” медальпе наградăланă. Çа-вăн пек маттур çын ятне кунта пурăнакансем урам ятĕнче пулас ăрусем валли упраса хăварас тенĕ те ĕнтĕ. Халĕ çак урамри уйрăм 16 хуçалăхра 31 çын пурăнать. Парковая урамри 12 килте вара (вĕсенчен те хăшĕ-пĕри хĕл кунĕсенче хупăнать, çу кунĕсенче каллех “чĕрĕлет”) 23-ĕн кун кунлаççĕ. Çулĕсемпе чи асли — Маркел урамĕнчи А. Яковлева. Анастасия Яковлевна 1933 çулхи августăн 22-мĕшĕнче çуралнă. Чи çамрăкки вара Парковая урамри Иринăпа Валерий Васильевсен ывăлĕ — Радмир — вăл çĕр çине пĕр уйăх каялла кăна килнĕ-ха. Ятлă-сумлă çынсем чăннипех те чылайăн ку урамсенче. Акă, Григорьевсенех илер. Христина Павловна — шут ăсти. Василий Петрович зоотехникра тĕрлĕ çĕрте тата чун-чĕрепе тимленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60—70-мĕш çулĕсенче Аслă Чуллă ялĕн çыннисем хăмла çитĕнтерессипе районта та, республикăра та малтисен йышăнче пулнă. А. Данилов бригадир куншăн 1966 çулта “Хисеп палли” ордена та тивĕçнĕ. “Турчка” (çак ĕç хатĕрĕ евĕр пулнăран ку урамсене çынсем çапла калаç-çĕ) урамĕнчи А. Иванова, Р. Васильева, Л. Павлова, Л. Васильева, Е. Осипова, А. Павлов, В. Никитин “симĕс ылтăн” туса илес ĕçе сумлă тỹпе хывнă. Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçине, Афганистанри çапăçусене хутшăннисем те пур. Акă, А. Павлов, 20-ри взвод командирĕ, çамрăк лейтенант 1944 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Витебск хули çывăхĕнчи хаяр çапăçусенчен пĕринче пуçне хунă. 1943 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче Афанасий Павловича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă пулнă. Илеймен ăна паттăр. Вăл 47 çул иртсен çеç салтакăн тăван килне çитнĕ. Кун пирки “Хыпар” хаçатра А. Смолин поэт “Поэзин сỹнми çăлтăрĕ” статьяра çырса кăтартнă, А. Павловăн “Аса илỹсем” сăввине те пичетленĕ. Афанасий Павловичăн аппăшĕсем — Миропия тата Наталия Павловнасем — ял хуçалăх производствинче ырми-канми вăй хунă. Г. Георгиева, М. Павлова, А. Васильев, Г. Васильева тата ыттисем строительствăра тимленĕ. (Сăмах май, уявра ку урам çыннисен иртнĕ тата хальхи пурнăçне сăнлакан сăн ỹкерчĕксен стенчĕсемпе те паллашма май пулчĕ). Маркел тата Парковая урамсенче пурăнакансем праçнике ниме мелĕпе хатĕрленнине те палăртма кăмăллă: тирпей-йĕрке тунă, укçа-тенкĕ пухнă, камăн ку енĕпе мĕн тумаллине палăртнă. Уявĕ икĕ урам хĕресленнĕ çĕрти илемлĕ вырăнта иртрĕ (тỹрех каламалла: вăйлă-ă-ă!) Çакăншăн Парковая урамри И. Георгиевăн кĕрỹшĕ — Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă, халĕ Чăваш Наци Конгресĕн спорт комитечĕн председателĕ, Раççейри “Кĕрешỹ” федерацийĕн президенчĕ, чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Васильев уйрăмах нумай вăй хунине, паллах, никам та хирĕçлеймĕ. Çавăнпах праçнике йĕркелесе пынă П. Петрова чи малтанах Виталий Петровича сăмах пачĕ. Вăл пухăннисем патне ЧНК Президенчĕн Н. Ф. Угасловăн ăшă саламне çитерчĕ. “Ертỹçĕсем килеççĕ те каяççĕ, анчах урамсем пурăнаççĕ”, терĕ. Виталий Петровичпа пĕрле “Аксар” студи ертỹçи А. Иванов-Аксар та (Алексей Васильевич Аттилла полководец тумне ăсталаса тăхăннă) килнĕ. Вăл чăваш халăхĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, авалхи йăлапа кĕлĕ ирттерчĕ. Урамсен çыннисене Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Тихонова та саламласа ыр сунчĕ, уява йĕркелекенсене тав турĕ, “ялти ытти урамсен çыннисемшĕн эсир ырă тĕслĕх пулса тăратăр”, терĕ. Альбина Владимировна Христина Павловнапа Василий Петрович Григорьевсене (ветерансене), нумай ачаллă Иринăпа Валерий Васильевсен çемйине, урамсене тирпей-йĕрке тăвассипе палăрнă Ю. Николаева тата уявăн маттур йĕркелỹçине В. Васильева Тав çырăвĕсемпе тата Грамотăпа чысларĕ. Ку урамсенчен 3 педагог тухнă. Вĕсенчен пĕри — Еншик Чуллăри вăтам шкул директорĕ Т. Беззубова. Татьяна Александровна ял историйĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ, хăй вăхăтĕнче кунта Кирук, Наçтуç, Марки хапхисем пулнине асăнчĕ. Пухăннисем çĕре кĕнисене асăнса пĕр минут хушши шăп тăчĕç. Йĕркелỹ комитечĕ уява хатĕрленес çĕрте уйрăмах палăрнисене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕ. Уява Еншик Чуллăри “Энжей” фольклор ушкăнĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕç-лĕ ĕçченĕ Н. Никоноров) тата вырăнти çамрăк Е. Николаева юрăç хăйсен юррисемпе пуянлатрĕç. Спорт вăййисем те пулчĕç. Кĕрешỹçĕсем тупăшрĕç, “Сĕрен янă” чупура, ытти енре ватти-вĕтти те вăй виçрĕ, çĕнтерỹçĕсем медальсене тивĕçрĕç. Уяв çĕрлечченех пычĕ. Унта пынисене тутлă шỹрпепе, шашлăкпа, ытти апат-çимĕçпе хăналарĕç. Юлашкинчен çакна палăртса хăварас-шăн. Культура çулталăкĕнче иртекен ку евĕр уявсем пĕчĕк тăван çĕр-шывшăн, унăн илемĕпе çыннисемшĕн мăнаçланма йыхравлаççĕ кăна мар, юратнă тăрăха упраса пурăнма, тирпей-йĕркешĕн çине тăма, ял, урам çын-нисем хушшинчи туслăха çирĕплетме чĕнеççĕ. В. Данилов

 

 
 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика