17 июля 2014 г.
Еншик Чуллăри вăтам шкулăн 10 “а” класĕнчен 1974 çулта вĕренсе тухнисен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Тĕл пулăва (вăл шкул çуртĕнче пулчĕ, çапла пухăнма май туса панăшăн эпир Т. А. Беззубова директора пур кăмăлтан тав сăмахĕсем калатпăр) республикăн мĕн пур кĕтесĕнчен 11-ĕн пуçтарăнтăмăр. Алла аттестат 31-ен илнĕччĕ-ха. Шел те, Владимир Антоновпа Павел Тимофеев, Владимир Григорьевпа Николай Яковлев, Родион Константиновпа Лев Михайлов тата Надежда Никандровăпа Зоя Семенова (Дмитриева) тĕрлĕ сăлтава пула пирĕн хушăран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Вĕсене ырăпа аса илтĕмĕр, асăнса пĕр минут шăп та тăтăмăр. Ыттисене пурне те маларах пĕлтерсе хутăмăр пулин те, хăшĕ-пĕри тĕл пулăва çитеймерĕ. Пăшăрхантăмăр пулсан та, каçартăмăр: ахăртнех, сăлтавĕсем пысăк пулчĕç-тĕр. Пĕрремĕш Çĕньялти Галина Семенова йĕрĕ çине, акă, ỹкеймерĕмĕр те. Класс ертỹçи Р. Данилова та Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда районĕнчи Велижаны ялĕнчен çитеймерĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче пур пĕр Роза Леонидовнапа кĕсье телефонĕпе çыхăнса калаçрăмăр. Вăл пурне те ăшă салам калама ыйтнине алă çупса йышăнтăмăр. Пĕрремĕш — тăваттăмĕш классенче хамăра вĕрентнĕ Тамара Трифоновна Ефремована, пире пĕлỹ панă ытти учительсене ăшшăн аса илтĕмĕр. Хĕрĕх çул сахалах мар çав. Пĕр-пĕрне (хăшне-пĕрне) тỹрех палласа та илеймерĕмĕр. Савăнăç вĕçĕ-хĕррисĕр пулчĕ. Кунашкал тĕл пулу кирлех иккенне чун-чĕрепе туйса илтĕмĕр. Вăл ырă самантсемпе йăпанса малалла пурăнма пулăшать. Хĕрсем пурте тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Лидия Иванова суту-илỹ отраслĕнче, авă, 32 çул вăй хунă, Пикшик ялĕнчи лавккара ырми-канми тăрăшнă. Халĕ те алă усса лармасть Лидия Алексеевна, Шупашкарти пĕр больницăра санитаркăра тимлет. Алевтина Николаева вара районти тĕп больницăра санитарка пулнă. Руфина Федорова повар, Светлана Николаева кладовщица, Елена Николаева крановщица, Зоя Дмитриева фрезеровщица, Рена Григорьева экономист пулса Тăван çĕр-шыв экономикине тĕреклетме тỹпе хывнă. Арçынсенчен тĕл пулура виççĕн çеç пултăмăр. Олег Степанов Хĕрлĕ Чутай тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен прокурорĕнче тимленĕ, халĕ — адвокат, Сĕнтĕрвăрри хулинче ĕçлет. Николай Ильин Çĕрпỹ хулинче пурăнать. Дмитрий Иванов Мускава ĕçлеме тухса кайнă-мĕн. Пире Светлана Николаева (вăл тĕл пулăва Улатăр хулинчен килнĕ) хăй аллипе ăсталанă парнесем пачĕ. Тав турăмăр Светлана Васильевнана. Галина Александрова вара кăшт каярах юлса çитрĕ. Апла пулин те унăн хыпарĕсене пĕлтĕмĕрех. Çапла, пĕр-пĕринпе чун каниччен сăмахларăмăр. Шкул пурнăçне аса илтĕмĕр. Тепĕр пилĕк çултан тĕл пулма калаçса килĕшрĕмĕр. Унччен сывă пурăнасчĕ. Сывă пул, тăван шкулăм, эсĕ те!В. ДАНИЛОВ
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)