Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕн 37-мĕш ларăвĕ

15 июля 2014 г.

Ĕнер район администрацийĕн лару залĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш созыври Пухăвĕн черетлĕ 37-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне район администрацийĕн пай начальникĕсем, ĕç тăвакан влаçăн территори, федераци тата республика органĕсен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем хутшăннă.Çакăн пек кун йĕрки çирĕплетнĕ: 1. Район бюджетне кăçалхи пĕрремĕш çур çулта епле пурнăçлани çинчен. 2. Район депутачĕсен Пухăвĕн “Районăн 2014 çулхи тата 2015—2016 çулсенчи планланă тапхăрĕн бюджечĕ çинчен” йышăнăвне улшăнусемпе хушусем кĕртесси çинчен. 3. Районти çĕр участокĕсен публика сервитучĕсене (вăл çĕрпе усă курмалли правăна чакарассипе çыхăннă) туса хумалли йĕркене çирĕплетесси çинчен. 4. Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи “Цивильский” пайăн Красноармейски районĕнчи полици уйрăмĕн кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенчи оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕ çинчен. 5. Районăн муниципалитет наградисем çинчен. Кун йĕркинчи пĕрремĕшпе иккĕмĕш ыйтусемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, финанс пайĕн пуçлăхĕ О. Суховетрюк, виççĕмĕшпе экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ А. Михайлова, тăваттăмĕшпе Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи “Цивильский” пайăн Красноармейски районĕнчи полици уйрăмĕн начальникĕ В. Степанов (вăл ытти ыйтусемпе пĕрле уйрăммăн илсен ỹсĕрпе, обществăлла вырăнсенче преступлени тăвассине хирĕç лайăхрах кĕрешмеллине те асăнчĕ), пиллĕкмĕшпе район пуçлăхĕ В. Григорьев (малашне тивĕçлĕ ентешсене наградăламашкăн “Районăн хисеплĕ гражданинĕн” ятне илнисене чысламашкăн ятарлă паллă, “Район умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” медаль пулĕç) пĕлтернисене итленĕ. Сỹтсе явнă ыйтусемпе лару тивĕçлĕ йышăну тунă.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика