22 января 2013 г.
Çĕнĕ çул умĕн Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Йÿçкасси ялĕнчи кĕнеке вулама юратакан К. Тимофеев Чиркÿллĕ Именкассинчи вулавăша (вăл вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул çуртĕнче вырнаçнă) хăй почта урлă çырăнса илнĕ кĕнекесене парнелерĕ.
К. Тимофеев чылайранпа ют çĕр-шыв çыравçисен кĕнекисене çырăнса илет. Ку хутĕнче вăл вулавăша Ч. Вильямсăн, М. Спиллейнăн, Д. Гамильтонăн, А. Маклинăн, П. Квентин, Д. Кризин, Д. Херлид Чейзăн уйрăм кĕнекепе тухнă романĕсемпе калавĕсене сĕнчĕ. Вĕсем пурте "Классика мирового детектива" ярăмпа пичетленсе тухнă.
Вулавăш ĕçченĕ И. Егорова хаклă парнешĕн Константин Ивановича чĕререн тав турĕ. "Пирĕн библиотека тата лайăх кĕнекесемпе пуянланчĕ. Тавах сире. Сывлăхлă пулăр. Пирĕн çула малашне те ан манăр", — терĕ Ирина Петровна.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)