Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Январĕн 25-мĕшĕ. Татьяна кунĕ

25 января 2013 г.

Христиан тĕнне хÿтĕлесе, ăна малалла сарас тесе тăрăшнишĕн пиншер-пиншер çын калама çук йывăр асап тÿснĕ, пуçне хунă, мĕншĕн тесен ун чухнехи влаçра тăракансем çав тĕне хирĕç пулнă.

Сăлтавĕ — çакăнта: христианство вĕрентнĕ тăрăх, Çĕр çине пĕртен-пĕр патша килет — Иисус Христос. Ун чухнехи император-патшасем умне ыйту тухса тăрать: эпир вара камсем? Мĕн тума кирлĕ пире христианство, енчен те вĕсен Турри пирĕн вырăна килет пулсан? Халĕ шухăшласан ăнланмалла та мар пек, анчах та хăй вăхăтĕнче ку шÿт пулман: пурнăçпа вилĕм кĕрешĕвĕ. Ăнланмалла марри те çук: 1920—1930 çулсенче кăна çĕр пине яхăн чиркÿ çыннисене репрессиленĕ, вунă пин ытларахăшне вĕлернĕ. Çаксем историллĕ фактсем.

226—235-мĕш çулсенче христиансене уйрăмах хытă хĕсĕрленĕ вăхăтра Римри Аполлон храмне христиансен диакониссине Татианана (Татьянăна) илсе пынă та Аполлон статуйине пуç çапма хушнă, анчах та вăл килĕшмен, Иисус Христос ячĕпе кĕлĕ вулама пуçланă, çав вăхăтра статуя ÿксе арканса кайса нумай язычнике аяла тунă. Çакăншăн Татьянăна айăпласа асаплантарма тытăннă, Иисус Христосран уйрăлма хушнă, унăн çÿçĕсене тăпăлтарнă, шăмăсем курăниччен тимĕр чĕрнесемпе алли-урисене чĕрнĕ. Татьяна парăнман, асапсене çирĕппĕн чăтса хăйĕн тĕнне пăрахма килĕшмен. Ăна пуçне касса вĕлернĕ. Çапла вара пиншер-пиншер çын пекех, 25 çулхи питĕ хитре те таса хĕр пурнăçне хăйĕн çирĕп шухăшĕсемшĕн панă. Нумай асап курнă Татьянăна святойсен шутне кĕртсе январĕн 25-мĕшĕнче асăнмалла тунă, ахаль халăх, хресченсем хушшинче унăн ячĕ питех паллă пулман.

Вĕреннĕ çынсем хушшинче вара Татьяна кунĕ пысăк уяв шутланнă. 1755 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Елизавета императрица И. Н. Шувалов граф тăратнă Мускаври университет проектне çирĕплетнĕ. Таса (Святая) Татьяна университет хÿтĕлевçи (покровительници) пулать тесе пĕлтернĕ, Татьяна кунĕ университет çуралнă кун шутланнă. Çапла вара Татьяна кунĕ студентсен уявĕ пулса тăнă.

Çакна кура университет, каярахпа институтсенчи çамрăксем савăнăçлă ирттернĕ, студентсем тĕрлĕрен клубсен, музейсен, библиотекăсен, театрсен “хуçисем” пулса тăнă. Тĕрлĕрен лекцисем, докладсем, диспутсем ирттернĕ. Паллах ĕнтĕ, сăра-эрехсĕр те пулман. Çавă интереслĕ — пур вăхăтра та çынсене ăнланакан, хута кĕрекен пулнă. Пĕр полици начальникĕ çапла хушнă: “Чинам полиции пьяных студентов не задирать, в споры не вступать, сохранять достоинство, способствовать доставлению домой. Извозчикам с неимущих студентов платы не требовать”.

Студентсем Таса (Святая) Татьяна ячĕпе асăну молебенĕсем ирттернĕ, унăн ячĕпе 1835 çулта университет çумĕнче чиркÿ уçнă, унти студентсен хорĕ пĕтĕм Мускавĕпе паллă пулнă.

Святая Татианăн çирĕп, таса чунĕ хальхи студентсене те хавхалантартăр, ĕлĕкхи йăла-йĕркесене пуянлатса пĕлĕве (наукăна) халăха усă курмашкăн çĕклеме ПИЛЛЕТĔР, пурнăçри йывăрлăхсене христиансем пек чăтса ирттерме вăй-хал, чăтăмлăх патăр. Даруй ми, ГОСПОДИ, благодать разумения.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика