Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунсăрлăх мар-и ку?

18 января 2013 г.

Хисеплĕ редакци! Сирĕн патне 78 çул тултарнă çĕр ĕçченĕ чун ыратнипе çырать. Калама çук тарăн йĕр хăварчĕ çакă манăн чĕрере.

Январĕн 9-мĕшĕнче ялти шкулта пултăм. О. Арманова директорпа тата физкультура учителĕпе Ю. Армановпа мана “Чиркÿллĕ Именкасси ялĕн хисеплĕ гражданинĕ” ят панине паллă тунă май йĕлтĕрçĕсен чупăвне ирттерессине сÿтсе яврăмăр. Кунне тата йĕркине палăртас тĕллевпе Еншик Чуллă ял тăрăхĕн администрацине шăнкăравларăмăр. Унта вара мана ку евĕр ят парасси çинчен пĕлмеççĕ те иккен.

Ялта Ватă çынсен кунне уявланă чухне тата ветерансен отчетпа суйлав пухăвĕнче, кун йĕркисене уйрăм ыйту кĕртсе, мана хамăр ялăн хисеплĕ гражданинĕн ятне парассипе ял тăрăхĕн администрацине тухнăччĕ.

Унтан, çак ыйту сÿнсе ан лартăр тесе, РФ Пенси фончĕн районти управленине — ветерансен районти канашĕн пуçлăхĕ Г. Ефимов патне — ятарласа çитрĕм. Вăл çырупа Еншик Чуллă ял тăрăхĕн администрацине тухма пулнăччĕ. Питĕ шел, лавĕ вырăнтан та тапранман-мĕн. Январĕн 9-мĕшĕнче Г. Ефимов патне шăнкăравласа кÿренни çинчен хыттăнах пĕлтертĕм. “Ку манăн ĕç мар”, — терĕ. Ветерансен канашĕн председателĕн ватăсене хÿтĕлемелле мар-ши вара? Чунсăр пулас марччĕ вĕсемпе.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика