18 февраля 2014 г.
Редакци хăни паян — Еншик Чуллă ялĕнче пурăнакан общество корреспонденчĕ, хăйĕн ĕçлĕ ĕмĕрне ял хуçалăх отраслĕпе çыхăнтарнă Н. В. Петров. Сăлтавĕ пысăк: нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче вăл 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.
ЫЙТУ: Ыр сунатпăр Сире, Николай Васильевич! Пурнăç çулĕпе паллаштараймăр-и?
ХУРАВ: Атте — Василий Петрович, 1911 çулта çуралнăскер, Сталинград патĕнчи çапăçура йывăр аманса госпитальте сипленнĕ, 1943 çулхи çулла киле килсе кайнă, хăй каланă пек, “вăрçа 4 хут кĕрсе тухнă, 1945 çулта Эльба юхан шывĕ çинче Америка çарĕсемпе тĕл пулсан, кĕркунне киле çитнĕ”. Вăл 1949 çулта Канашра трактористсен курсне вĕренсе пĕтернĕ. Анне — Серафима Павловна — чиркÿ таврашĕнчи çыннăн нумай ачаллă çемйинче çуралнă. Ашшĕ вĕсене пĕчĕклех вырăсла калаçтарнă, пултарнă таран вĕрентнĕ, çакна валли укçа та пухнă. Анчах революци ăна чиркÿ хваттерĕнчен кăларса ывăтнă, укçи пĕтнĕ. Анне 8 çулта чухне 5 ача тăлăха юлнă. “10 уйăхри Костьăна упраймарăмăр”, тесе макăратчĕ. Вăл 1936 çулта Çĕрпÿри МТСра трактористсен курсĕнчен вĕренсе тухнă. Лайăхпа палăрнăшăн “Трактор СТЗ-ХТЗ” ятлă кĕнекене тивĕçнĕ.
Атте-анне тĕслĕхĕ хавхалантарчĕ — механизатор пулас терĕм. 1959—1964 çулсенче Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕн механизаци уйрăмĕнче вĕренсе “Техник-механик” дипломне алла илтĕм. Вăрмар районĕнчи “Авангард” колхоза ячĕç. Ял хуçалăх управленийĕн аслă инженерĕнче Чатукассинчи Виталий Никифорович Егоров ĕçлетчĕ, питĕ нумай пулăшрĕ, ун чухне те, каярахпа та...
Çав çулхи сентябрьте çара илчĕç, Венгрине лекрĕм, танк полкĕнче механик-водителе çулталăк вĕрентĕм, унтан кунтах курсантсене танкпа çÿреме хăнăхтаракан аслă инструктор пултăм. “Танк çарĕсен старшини” званипе 1967 çулта яла таврăнтăм.
Шупашкарти агрегат заводне маçтăра вырнаçсан, район центрĕнче ăнсăртран каллех Виталий Никифоровичпа тĕл пултăм. “Кил района, пире пултаруллă механизаторсем кирлĕ”, терĕ. Итлерĕм вĕрентекене. “Именево” колхозра механикре, “Сельхозтехника” пĕрлешÿре мехотряд начальникĕнче тимлерĕм. 1973 çулта “Прогресс” колхоз председательне суйларĕç. 29 çул та тултарманччĕ-ха ун чухне, республикăри чи çамрăк председатель пулса тăтăм. “Союз” комплексра 4 çул аслă экономист пулнине шутламасан, пурнăçа тăван ялпах çыхăнтарнă. Куçăн мар майпа аслă шкулсенчи механизаципе экономика факультечĕсенчен вĕренсе тухрăм. Аспирантура пĕтересшĕнччĕ те — ĕмĕте чирлесе ÿкни татрĕ...
ЫЙТУ: Пăтравлă 1990-мĕш çулсем мĕнпе асра юлчĕç?
ХУРАВ: 1991 çулта “Прогресс” колхозăн пĕр пайне уйăрса “Новая сила” хуçалăх йĕркелерĕмĕр, каллех председатель пулма шанчĕç. Çав çулсенче ĕç дисциплини калама çук хавшарĕ. Пуçлăхсене пысăк ирĕк пачĕç — хăть мĕн хăтлан темелле-ши? Фермерсен юхăмĕ килчĕ. Вырăсла каласан, “частниксем” те пуç çĕклерĕç. Вĕсем колхоза пыраççĕ те: “сут çавна, сут çакна. Акă сана укçа”, теççĕ. Теприсем выльăх сутма ÿкĕтлеççĕ. Алла варалас темерĕм, председатель ĕçне хăвартăм çапла. Пуçлăхсем вара “Новая сила” пурлăхне тĕпĕ-йĕрĕпех сутса ячĕç.
ЫЙТУ: Николай Васильевич, председательте ĕçленĕ çулсенче çитĕнÿсем те пулнах ĕнтĕ?
ХУРАВ: Эпĕ ĕçленĕ çулсенче “Прогресс” çирĕп, вăтам хуçалăх пулнă. Строительство енĕпе нумай тимленĕ. Акă, вăтам шкул çуртне 4 çул колхоз вăйĕпе хăпартнă. Районта кунашкалли урăх пулман. Мĕн чухлĕ вăй-хал, сывлăх кайрĕ. Иртсе çÿренĕ чухне хĕпĕртетĕп куншăн халĕ. Т. А. Беззубова директорпа коллектив ăна типтерлĕ тытса тăни савăнтарать.
Тата Аслă Чуллăри ĕне фермине илер. Васильев фермер ĕçлет халĕ унта.
ЫЙТУ: Хăвăр та фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шухăш тытрăр пулас?
ХУРАВ: Ман евĕр “таса уйра” йĕркеленĕ хуçалăхсен малашлăх çук тесен те юрать. Тепĕр хут калатăп, эпир колхозран пĕр пăта та илсе тухман, кивĕрех техникăна та хамăр укçа-тенкĕпех тупнă. Тапаланатпăр-ха. Юлашки çулсенче фермер ĕçне ывăл — Василий — кÿлĕнсе-тутанса пăхас терĕ.
ЫЙТУ: Хăвăрта çитменлĕхсем пур тетĕр-и?
ХУРАВ: Çапла. Çынсемпе хутшăннă чухне, калăпăр, чăтăмлăх çуккипе, каçарма пĕлни сахалтараххипе. Тепĕр чухне хăшне-пĕрне кÿрентернĕ те пуль? Ватлăх енне сулăнсан тин туйса илтĕм çакна. Пур кăмăлтан вĕсенчен каçару ыйтатăп. Çĕнĕрен пурăнма тытăнас-тăк — хальхи çулпах утнă пулăттăм. Çапах ĕç, професси енĕпе пысăк çитменлĕхсем пулнă тесе шутламастăп.
ЫЙТУ: Çыравçă та Эсир, Николай Васильевич, уйрăмах православи чиркĕвĕн темипе вулакана статьясем чылай сĕнетĕр...
ХУРАВ: “Кампа хутшăнатăн — çавăнтан вĕренетĕн”, теççĕ. Кукаçи чиркÿ çынни пулнă. Унăн аслашшĕ, Кавказра шăпа пÿрнине пула 19 çул хĕсметре тăнă “Салтак Микулайĕ” 1849 çулта килне аманса таврăннă. Пĕрремĕш Микулай патша вăхăтĕнче мăнаçланса хăйне “Николаевский солдат” тенĕ вăл. Службăра чух поляк священникне пулăшнă, хутла, çав шутра “чиркÿ-славян” чĕлхине те, вĕреннĕ. Киле М. Ю. Лермонтов сăввисене çырнă тетрадь илсе килнĕ, тен, хăйне те курнă пуль?.. Анне ача сиктернĕ чухне казаксен сăпка юррине — “Спи, младенец мой прекрасный” тесе юрлатчĕ... Манăн тĕн литератури нумай — интересленетĕп, тĕн философине килĕштеретĕп.
ЫЙТУ: Çемйĕр пирки кĕскен мĕн каланă пулăттăр-ха?
ХУРАВ: Нина Фадеевнапа 6 ача çитĕнтертĕмĕр. Пурте аслă пĕлÿ илчĕç, çемьеллĕ, тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ. Пĕр хĕрĕ, ав, Америкăра тĕпленчĕ, кайса курса та килтĕмĕр.
КОРР.: Мĕнех тавтапуç Сире, Николай Васильевич, интервьюшăн.
Н. В. ПЕТРОВ: Хăвăра та тав. Çаплах пултăр, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех.
В. Данилов