Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле тишкерчĕç

21 февраля 2014 г.

Еншик Чуллă ял тăрăхне кĕрекен Аслă Чуллăпа Вăрманкас ялĕсенчи граждансен пухăвĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Тихонова 2013 çулшăн отчет турĕ, кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Еншик Чуллăри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ А. Антонова та, вырăнти вăтам шкул директорĕ Т. Беззубова та хăйсен коллективĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Ял çыннисем пухура тирпей-илем кĕртес тата пĕрлехи харпăрлăхри ял хуçалăх çĕрĕсемпе усă курас ыйтусене те хускатрĕç.

Общество пурнăçĕнче хастар пулнăшăн Ф. Семеновапа Ю. Тихонована тата Николаевсен çемйине (кĕмĕл туй ячĕпе) Хисеп грамотисемпе тав çырăвĕ пачĕç.

Пухăва район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ М. Голубев тата ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В. Васильев хутшăнчĕç.

Юлашкинчен "Эншей" фольклор ушкăнĕ (ертÿçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров) хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, вырăнти драмкружок членĕсем Л. Агаков пьеси тăрăх лартнă "Ылтăн кин" спектакле кăтартрĕç.

В. Михайлов

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика