Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ

11 февраля 2014 г.

“Гермоген Яковлевич” тесен, ăна Еншик Чуллăра пурте тенĕ пекех пĕлеççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Ку тăрăхра ят-сумлă çын пулнăран. Хам та Г. Яковлева чылайранпа паллатăп. Атте те унран çулталăк çурă çеç кĕçĕнрехчĕ.

Хальхинче Гермоген Яковлевичпа килĕнче курнăçрăмăр. ЧР Ял хуçалăх министерствин районти АПК ветеранĕсемпе ĕçлекен координаторĕпе, районти АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕн çумĕпе Н. П. Петровпа пĕрле пултăмăр. Николай Петрович аслă ăру çыннине (Гермоген Яковлевич — Еншикре арçынсенчен чи асли, 86 çула пусрĕ) хисеп грамотипе чысларĕ, çирĕп сывлăхпа çемье ăшши сунчĕ.

 

Районти ĕç тăвакан влаç органĕсенче чылай çул вăй хунă В. С. Дмитриев та хутшăнчĕ чыслава — тăван тивеççĕ-мĕн.

Гермоген Яковлевичăн пурнăç çулĕпе интересленмесĕр тăма та пултараймарăм. 1943—1950 çулсенче, калăпăр, вăл “Новая сила” хуçалăхра колхозникре, бригадирта, учетчикре, весовщикре, пахча çимĕç бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. 3 çул çарта взвод командирĕн çумĕ пулнă, киле аслă сержант званийĕпе таврăннă. Унтан 2-мĕш бригада бригадирĕнче çÿренĕ.

1955—1957 çулсенче — Еншик Чуллă ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕ. Каярахпа 1979 çулччен “Прогресс” колхоз председателĕн çумĕн “лавне туртнă”, ку хушăрах пĕр вăхăт хуçалăх заведующийĕн тата машинăпа трактор паркĕн учетчикĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Колхозри склад заведующийĕ те, МТП диспетчерĕ те, колхозри столовăй ертÿçи те, бригада кладовщикĕ те пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та, 1992—1996 çулсенче колхозри ревизи комиссине ертсе пынă. Общество ĕçĕнчен пĕртте аякра тăман вăл. Çавăншăн 1961 çулта Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. 1973 çулта ăна “Прогресс” колхозăн хисеплĕ колхозникĕ” ят панă. “Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн”, “Ĕç ветеранĕ” тата ытти медальсемпе, грамотăсемпе, тав хучĕсемпе чысланă Гермоген Яковлевича. Халĕ те политика пурнăçĕпе интересленсех тăрать, пысăк кĕнеке евĕр хатĕрленĕ хăйне евĕр архивне те кăтартрĕ.

Мăшăрĕпе — ялти ветеринари участокĕнче 42 çул вăй хунă Римма Сергеевна Сергеевапа — 65 çул ĕнтĕ шăкăл-шăкăл калаçса-килĕштерсе пурăнаççĕ. Туслăхпа юратура икĕ ывăл ÿстернĕ, иккĕшĕ те — тивĕçлĕ канура. Асли — Анатолий — Крым облаçĕнче пурăнать. Николай вара — шалти служба полковникĕ, Йĕпреç районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ, республикăри Шалти ĕçсен министерствин паспортпа виза службин начальникĕ, УФСИНăн Шупашкарти вĕрентÿ центрĕн начальникĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Сăмах май, эпир пынă чухне вăл та тăван килĕнчеччĕ. Унпа та сăмахларăм. Татах та тĕл пулма калаçса килĕшрĕмĕр.

...Гермоген Яковлевичпа чылайччен калаçрăмăр. Сăмахшăн кивçене каймасть вăл. Чылай пулăма паянхи евĕрех куç умне кăларать. Ыт ахальтен мар ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ çав. Унра иксĕлми вăй-хал тапса тăнинчен те тĕлĕнтĕм. Ялан çаплах пултăрччĕ, Гермоген Яковлевич! Турă сывлăх хуштăр Сире!

В. Данилов

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика