Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕн Чуллăри Нина Кириллована

28 января 2014 г.

Кĕçĕн Чуллăри Н. Кириллована чылайранпа пĕлетĕп. Анчах ку таранччен ăна хирĕç ларса сăмахламанччĕ-ха. Калаçура вара маххă памасть Нина Кирилловна. Икĕ сехет ытла тимлесе итлерĕм кăçал 80 çул тултаракан хĕрарăма. Хушăран хушă кăна ыйтусем паркаларăм.

 

 

Унăн аса илĕвĕсене итленĕ май пурнăçĕ ал тупанĕ çинчи евĕр куç умне тухрĕ. Ашшĕ — Кирилл Федорович — лесникре çÿренĕ, амăшĕ — Зоя Мефодьевна — уй-хирте пилĕкне авнă. Çичĕ ача ÿстернĕ вĕсем. Петя, Иван тата Коля пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Иван республикăри Шалти ĕçсен министерствинче чылай çул вăй хунă, милици подполковникĕ пулнă. Чи асли — Гриша — педагогра, Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче тимленĕ. Ун хыççăнхи — Ольга — кун-çулне тăван ялпах çыхăнтарнă. Кĕçĕнни — Лева — Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Нина — вăталăххи. Хăй хыççăнхи шăллĕсене шăпах унăн пăхма лекнĕ. Çавăнпах хĕрĕн Еншик Чуллă шкулĕнче 7 класс вĕреннипех çырлахма тивнĕ. Аслисен те вĕренÿшĕн ку вăхăтра укçа тÿлемелле пулнă.

— Ульяна Семеновна учительница класĕнче 64-ăн пĕлÿ илнине паянхи пек астăватăп. Хамăр ялтан кăна вуннăнччĕ. Халĕ пĕрле вĕреннисем 6-ăн çеç юлтăмăр, — аса илчĕ Нина Кирилловна.

15 çултах хресчен ĕçне кÿлĕннĕ çапла. 55 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан та, тепĕр вăхăт тар тăкнă. Унăн ĕç стажĕ — 50 çул ытла. Тăрăшулăхшăн грамотăсемпе парнесене пĕр хут мар тивĕçнĕ. Н. Кириллована “Ĕç ветеранĕ” медальпе те наградăланă. Вăл 3 созыв Еншик Чуллă ял совет депутачĕ, чылай çул “Прогресс” колхозри ревизи комиссийĕн членĕ пулнă. Кунпа пĕрлех килти хуçалăхра ĕне, сурăхсем, чăх-чĕп усранă. Йывăр ĕç сывлăхĕ çине тарăн йĕр хăварнах çав.

— Юн тымарĕсем çинче 3 хут операци тутартăм. Ура та сурать. Иккĕмĕш ушкăнри инвалид халĕ. Пурпĕр икĕ качака тытатăп. Сĕчĕ усăллă, теççĕ тухтăрсем. Кушаксем 4—5 таранах, вĕсемпе чунăма йăпататăп. Тата Алевтина Павлована тем пекех тав. Кÿршĕ урамра пурăнаканскер пысăк пулăшу кÿрет. Аппан ывăлĕ — Алик — килсех тăрать. Сăмахласа ларатпăр унпа та, — пĕлтерет Н. Кириллова.

Кирпĕч пысăк çуртра пурăнать Нина Кирилловна. Хăйсен вăйĕпех 1969 çулта хăпартнă. Çут çанталăк газĕ, шыв кĕртнĕ. Телефон пур.

— Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат килсе тăрать. Пĕрремĕш страницăран пуçласа вĕçне çитичченех вулатăп. Питĕ килĕшет. “Çамрăксен хаçатне” те çырăннă. Чăваш наци радиовĕпе паракан передачăсене кăмăлласа итлетĕп. Телевизор вара пăхмастăп — тухтăрсем сĕнмеççĕ, — чунне уçса калаçрĕ хĕрарăм.

Хăй вăхăтĕнче купăста-помидор калчи нумай ÿстернĕ. Ытлашшине çынсене те сĕннĕ. Халĕ тĕрлĕ япаласем çыхать.

Мĕн канăçсăрлантарать-ши Нина Кирилловнана?

— 34 киллĕ пĕчĕк ялта 33 çын пурăнать. Çамрăксем тытăнса тăрасшăнах мар, ытларах чухне хуланалла туртăнаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнче хута янă ферма та, ав, никама та кирлĕ мар! Районта малтисен йышĕнче шутланнă кунти коллектив. Ватăсене ытларах хисеплесчĕ. Информаци кунĕсенче те ушкăнсем пирĕн яла килми пулчĕç. Ыйтăвĕсем пур-ха, — хăйĕн шухăшне уççăн пĕлтерчĕ вăл.

Çапла çав, аслă ăрури çынсен чунĕсене амантма хăвăртах. Тимлĕрех пуласчĕ вĕсемпе. Пулăшу кÿрекене вара сăвап пулатех. Пурнăçĕ çапла вĕт.

Ăшшăн сыв пуллашрăм Нина Кирилловнапа. Мана та телей сунчĕ. Татах та курнăçма калаçса килĕшрĕмĕр. Ялан ырри пултăрччĕ.

В. Данилов

 

 

Комментарии:

 
 
 
  Загрузить новый код

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика