25 декабря 2012 г.
Кăçалхи çу кунĕсенчен пĕринче каç кÿлĕм Чумаш ялĕнче пурăнакан О. Н. Михайлов çынна сăтăр тăвас шухăшпа хăйсен ялĕнчи пĕр хуçалăха кĕрет. Хуçи пахчинче вĕлле хурчĕсем тытнă. Ĕçчен çыннăн вĕллисен шучĕ сахалах пулман. Сиен кÿрекен, вăхăтлăха ниçта та ĕçлеменскер, пĕр вĕлли çине хунă тольрен тунă çиттине чĕртсе ярать. Çулăм тепĕр икĕ вĕлле çине те сиксе ÿкет. Юрать, кил хуçи вăхăтра асăрхаса пушара сÿнтерет. Çапах та пĕр вĕллине çăлса хăварма май килмест.
Пушар тăвакана полици ĕçченĕсем нумаях шырамасăрах тытнăскере, РФ уголовлă кодексĕн 3 пайĕн 30, 2 пайĕн 167 статйисемпе айăпланă. Суд ларăвĕнче, хăй тума шутланă, анчах та хуçи чăрмантарнине пула вĕçне çитереймен преступлени тунă çын айăпа пĕтĕмпех йышăннă. Мĕн хыççăн мĕн тунине хăй ирĕкĕпе каласа панă, преступлени тунăшăн ÿкĕннĕ.
Пĕтĕмĕшпе шута илсе, суд преступлени тăвакана пĕр çулталăк та ултă уйăх ирĕкрен хăтармалла тунă. Сăмахсене пурнăçа кĕртессе шанса, суд ирĕкрен хăтарассине условлă майпа йышăннă. Приговор вăя кĕнĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)