Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси, ытти ыйтусем тавра

20 июля 2012 г.

Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Трак енре те Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ.

Çав кун РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Т. И. Дроздова ертсе пыракан ушкăн (унта çавăн пекех РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçин çумĕ Г. Ф. Петрова, Раççей ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕн управляющийĕ А. В. Муравьев тата патшалăхăн страхлакан “Поддержка” компанийĕн Красноармейскинчи представительствин ĕçченĕ Л. Б. Васильева кĕчĕç) Еншик Чуллă ял тăрăхне çитрĕ. Йыша ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Н. Архипова хушăннă хыççăн вĕсем ялти шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленипе паллашрĕç.

— Шупашкар строителĕсем чÿречесемпе канализацине улăштараççĕ. Ку ĕçсене вĕсем июлĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантараççĕ. Вара хамăр ытти юсав ĕçĕсене пурнăçлама тытăнатпăр, — пĕлтерчĕ район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Т. А. Беззубова директор.

Татьяна Александровна каланă тăрăх, çак ĕçсене тума федераллă бюджетран 1719300, район бюджетĕнчен 429800, каярахпа тата 200 пин тенкĕ уйăрнă. Вăл шкул Пĕлÿ кунне тĕплĕн хатĕрленсе çитессе çирĕп шанать. Кăçал унта 130 ача (садикрисемпе пĕрле) килмелле. Çавăн пекех кунта çамрăк специалиста — историке — тата тепĕр учителе — информатика — кĕтеççĕ. Шкулта 26 компьютерпа пĕр ноутбук, ку чухнехи çĕнĕ йышши ытти хатĕрсем пур.

Унтан информаци ушкăнĕ ял тăрăхĕн культура аталанăвĕпе вулавăш центрĕнче еншикчуллăсемпе курнăçрĕ. Т. И. Дроздова информаци кунĕн темисемпе тухса каларĕ. Татьяна Игоревна илсе кăтартнă темиçе цифрăпа факт: Мускавра кăçалхи 6 уйăхра 5600 авари пулнă, вĕсенче 329 çын вилнĕ, 6, 5 пин çын аманнă. Çул-йĕрти инкексенче вилекенсен (çав шутрах ачасем те) йышĕ Свердловск, Челябинск, Тюмень, Ленинград облаçĕсемпе ытти хăш-пĕр çĕрте те пысăк. Чăваш Енти кăçалхи I çур çулхи 848 аварире вара 84-ăн вилнĕ, 1 пин ытла çын сусăрланнă. Апла шутласа пăхмалли пурах!

Т. И. Дроздова çавăн пекех РФ Пенси фончĕн Чăваш Енти уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пенси тÿлес çĕрти çĕнĕлĕхсем пирки чарăнса тăчĕ, ыйтусене хуравларĕ.

Иккĕмĕш тĕл пулу Именкассинче иртрĕ. Ушкăн членĕсем информаци кунĕн темисемпе, ытти ыйтусемпе сăмах каланă хыççăн ял çыннисем хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене çĕклерĕç. Акă Г. Т. Васильев каланă тăрăх, çумăрсем çунă чухне, уйрăмах юлашки вăхăтра, ялĕпех электроэнерги пĕтет. Шыв пăрăхĕсене çĕнетес ыйтăва татса парасси те вăраха кайнă (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Н. Архипова проект тутарма район администрацийĕн финанс пайĕ 300 пин уйăрма пулнине, анчах проектировщиксем çакна валли 400—450 пин тенкĕ ыйтнине, çавăнпах тивĕçмен укçа-тенкĕне халăхран пухма тивнине каларĕ). Фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекенсем хăйсен ĕç вырăнне çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма хăçан тытăнасси пирки интересленсен, Надежда Николаевна çакă кăçал пулмассине, анчах ку енĕпе хăйсем малалла ĕçленине палăртрĕ.

Ялти хисеплĕ ватăсем çамрăксем (хăш-пĕр чухне ÿсĕрле те) каçсерен ял урамĕсенче скутерпа “катаччи чупнипе” те кăмăлсăр пулнине çирĕплетрĕç. Йĕрке вара çав тери кирлĕ — унсăрăн тем курса тăрăн.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика