22 августа 2011 г.
Тăван ялта — Аслă Чуллăра кÿршĕллĕ вĕсем пирĕнпе. Кăмăллăскерсем. Чуна уçса калаçма та, ĕç-пуç пирки канашлама та пулать. "Петя пичÿ", "Рая аппа" тетпĕр вĕсене.
Петр Егоровича — унăн ашшĕне — Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă Егор Ивановича, амăшне — Ксения Максимовнана (вĕсем ĕмĕрĕпех колхозра тар тăкнă) — хам ачаран астăватăп. Çемьере 4 ывăлпа пĕр хĕр ÿснĕ. Эпĕ çуралнă чухне 17-ри каччă пулнă кÿршĕ: Еншик Чуллăри 7 класс вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, тăван "Прогресс" колхозра плугарьте, каярахпа вара трактористра ĕçленĕ. 1960—1961 çулсенче Канашри механизаци шкулĕнче вĕренсе анлă профильлĕ тракторист-машинист правине илнĕ.
Тĕнче курса çÿрес туртăм хавхалантарнăран кĕçех республика тĕп хулине — Шупашкара — çитнĕ: малтанласа агрегат завочĕн механизаци цехĕнче токарьте, каярахпа чăлхапа трикотаж фабрикинче маçтăра пулăшаканра ĕçленĕ. Чунĕ пур пĕрех вырăнта пулман-ха унăн. Шупашкар урамĕсемпе чупакан троллейбуссем илĕртнĕ ăна, хăйсем патне йыхравланăнах туйăннă. Урăх чăтаймасть вара вăл — 1967 çулта троллейбус управленийĕн алăкне уçса кĕрет: 41 çуллăх кунтах юлать. Хăватлă çак машинăсене юсакан слесарь-механикра тăрăшать. Рационализаторла 17 сĕнÿ парать çав хушăрах. Калăпăр, компрессор чылайлăха ĕçлетĕр тесе троллейбус салонĕнчи таса та типĕ сывлăша илме, подшипниксен ĕмĕрне вăрăмлатас тĕллевпе малти ступицăсен центровкине йĕркелештерме сĕнет. Ăна "Хисеплĕ рационализатор" ят панă. Профсоюз ĕçĕнче те палăрать — çавăншăн ВЦСПСăн "Профсоюз ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" паллине тивĕçет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен варринче П. Е.Иванов халăх депутачĕсен Шупашкар хулин Ленин районĕн депутачĕ те пулать. Пенсине тухсан та ертÿçĕсем ыйтнипе ку ĕçре тата 8 çуллăха юлать. Производствăри хастарлăхшăн Петр Егоровича парти обкомĕпе Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе 2 хутчен чыслаççĕ. "Ĕç ветеранĕ" медаль те пур унăн.
Халĕ вĕсем çулленех çу кунĕсене мăшăрĕпе — Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç хĕрĕпе, суту-илÿ тытăмĕнче 30 çул вăй хунă Раиса Емельяновнапа — тĕп хулари пăчă хваттерте мар, тăван ялти килĕнче ирттереççĕ. "Кунти уçă сывлăша мĕн çиттĕр", — теççĕ. Анкартинче пилĕк авма кăмăллаççĕ. Çĕр улмисĕр пуçне тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстереççĕ. Раиса Емельяновна вара тĕрлĕ тĕслĕ чечексен илемлĕ тĕнчине "путать", вĕсемшĕн каçсах каять. Канмалли кунсенче ывăлĕ — Сергей — тата мăнукĕ — Миша — килсе çÿрени те Ивановсен кăмăлне шав çĕклет.
Çавăн пек кÿршĕсем пирĕн. Çак кунсенче Петр Иванович черетлĕ çуралнă кунне паллă тăвать. Ăна саламласа ырă сывлăхпа вăй-хăват сунатăп.