04 февраля 2011 г.
Ку сăмах çаврăнăш ман пуçра тахçантанапах пăралать. Ку пуçа çĕмĕрекен шухăшра чăнни, чуна çÿçентерекенни, çÿç-пуçа тăратаканĕ ытла та нумай, хăрушла лару –тăру патне илсе çитерчĕ.
Паянхи кун Чиркÿллĕ Именкасси 148 хуçалăхра 453 çын пурăнать. Иртнĕ çул пирĕн ялта 3 ача çуралнă, 7 çын вилнĕ. Именкасси шкулне 17 ача такăрлать. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ çапларах: сăвакан ĕне 77 пуç, тынашкасемпе ашлăх çитĕнекен мăйракаллă шултра выльăх 45 пуç, 1 лаша, 203 пуç сурăх. 9 пуç сысна пур.Танлаштармалли, пуçа ватмалли пурах. 1880 çулта пирĕн ялти 265 хуçалăхра 620 ар çынпа 646 хĕрарăм пурăннă. Акă Н.Воронов çемйинче 24 пайташ (мăнтарăн кил хуçи хĕрарăмĕ, апле чăтнă-тÿснĕ-ши, кашни кун çемьене тăрантармалла вĕт) пулнă. Çемьере 22-23 –лисем-пĕрер, 20-лисем икĕ çемье пулнă. Шкула 115 ача чупнă. Ялти çынсем 77 ĕне, 17 пушмак пăру, çулталăкченхи 60 тынапапа вăкăр, 154 лаша, 203 сурăх, 10 качака, 26 пуç сысна тытнă. (ЧПТА, 50 фонд,16 çырав, 227 ĕç.) Эпĕ тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 1937-1938 вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкула 69 каччăпа хĕр çÿренĕ. Пĕтĕмпе вара парта хушшине 355 çамрăк ларнă. Именкасси шкулне 1955-1956 вĕренÿ çулĕнче 19 ялтан 335 ача çÿренĕ. Кăçал Именкассинче шкул уçнăранпа 170 çул çитет.Çак юбилее аван ирттересчĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнче Именкасси шкулĕнче пĕрремĕш класс пуласси паллă мар.1965 çулта ĕçе кĕртнĕ культура керменĕн алăккисене те пысăк çăра хураллать. «Ивушка» ача сачĕн çурчĕ те юхăннăçемĕн юхăнать. «Дружба» хуçалăх пирки те иртнĕ вăхăтпа çеç калаçма тивет.Уничере 1991 çулта кăларнă тислĕк мăян айĕнче хур курса выртать. Пур-и ялăн малашлăх ? Кун пек арканчăк ман тăван çĕр-шыв историйĕнче те пулман.