Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Пултараймастăр тесе курман...”

04 августа 2009 г.

Виçĕ çул каялла Шупашкар-Алманч маршрутпа çÿрекен автобуспа тăван яла кайма тухнăччĕ. Еншик-Чуллăра анса юлтăм та чукун çул тăрăх утма çул пăрăннă тĕле çитрĕм. Чуста уйĕпе мана хирĕç сумка çакнă ачасем килеççĕ. Шкула каяççĕ вĕсем. Тĕл пулсан сывлăх сунчĕç. Икĕ хĕрачи самай пĕчĕк. Аппăшĕпе йăмăкĕ - Катек урамĕнчи Макаровсен иккен. Асли - иккĕмĕш, кĕçĕнни пĕрремĕш класра вĕренеççĕ. Пилĕк çухрăм вĕсемшĕн нимĕн те мар. Çанталăкĕ асар-писер чухне ашшĕ-амăшĕ чукун çул патне çитиччен те пулин çитерсе ярать. Паян тÿпе те таса, уйăх та пытанса ĕлкĕреймен. Çавăнпа хăйсем тĕллĕнех çула тухнă, ашшĕ-амăшне чăрмантарас темен. Çапла ăнлантарчĕç мана хĕрачасем.

Ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе, вĕрентсе çын тăвасси ашшĕ-амăшĕшĕн нихăш ĕмĕрте те çăмăл пулман. Çакна Санькасси ялĕнчи Макаровсем те аван ăнланаççĕ. Кăçал вĕсен Светлани - пиллĕкмĕш, Лариси тăваттăмĕш класа çÿрĕç. Иртнĕ вĕренÿ çулне вĕçленĕ чухне пĕлĕвне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕ хыççăн Светлана шкулта иккĕмĕш вырăн йышăннă. Мускав сăвăçи Берестов Раççейри ял шкулĕсенчи ачасем унăн хăш сăвви ытларах килĕшнине пĕлес шутпа ирттернĕ “Юратнă çу” конкурсра вăл премие тата ятарлă диплома тивĕçнĕ. Чăваш чĕлхипе тата литературипе районта ирттернĕ олимпиадăра Макаровăсем иккĕшĕ те хăйсен ÿсĕмĕнчи ачасен хушшинче çĕнтернĕ. Вĕсем музыкăпа кăсăкланаççĕ, балалайка калама ăста. Спорт урокĕсенче те чи малтисем. Ара урамра та чупсах çÿреççĕ те. “Утма пĕлмеççĕ пуль ку ачасем”, - тесе те калас килет хăш чухне.

Ачисене шкулта лайăх вĕренме, йĕркеллĕ, ырă кăмăллă, ĕçчен, яваплă пулма ăс парас тĕлĕшпе Макаровсен мĕнле вăрттăнлăх пур-ши тесе килне кайсах калаçас терĕм.

- Ыттисем пĕлменни нимĕн те çук пек туйăнать. Анчах эпир вĕсене хушнă ĕçе вăхăтра тата лайăх пурнăçлама мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Пĕрре каланă сăмаха нихăçан та улăштарман. Сăмахран, ĕнесене лайăх пăхмасан вĕсем сĕт сахал парассине ачасем пĕчĕклех пĕлнĕ. Ытлашши сĕт-çăва, ачасем пăхакан сурăхсене сутса укçа-тенкĕллĕ пулнине, унпа вĕсем валли çи-пуç, вĕренÿре кирлĕ тĕрлĕ япала туяннине аван пĕлеççĕ. Ашшĕ-амăшне хирĕç калакан-тавлашакан ачана ватăлсан хăйне çав шăпа кĕтессине ăнланаççĕ хĕрĕмсем. Хĕрачасемпе амăшĕ çывăхрах, тата унпа калаçăр-ха, - терĕ кил картинче бетон утма çул саракан Владимир Андреевич.

Вера Михайловна ырă кăмăллă та вашават хĕрарăм. “Хĕрĕсем амăшĕн кăмăлне ăша хываççĕ”, - пырса кĕчĕ пуçăма шухăш.

- Мĕн калăп-ха эпĕ, - терĕ кил хуçин мăшăрĕ. - Вĕренни хăвăршăн, вăл çăкăр ыйтмасть, ăна йăтса та çÿремелле мар тесе ăс пама, ашшĕ калани ялан тĕрĕс пулнине çирĕплетме тăрăшатăп. Аçăр вăй хуман пулсан çак пÿрте те /хăтлă пысăк çуртпа ытти тăн-тăн хуралтă Катек урамне илем кÿреççĕ/ лартаймастăмăрччĕ тетĕп. Анкартинчи курăка çулса типĕтессине, выльăх-чĕрлĕх валли хушма апат хатĕрлессине эпир, хĕрарăмсем, хамăр çине илнĕ. Ачасем тÿпе кăшт кăвакарма тытăнсанах сенĕк-кĕрепле ярса илеççĕ. “Çумăр килет”, - тесе пахчана тухса чупаççĕ. Ĕнер утта тата кăштах типтĕр-ха тесе салатнăччĕ. Светланăпа Лариса ăна хăйсемех купаласа лартнă.

Макаровсен ачисем шкула кайма тытăничченех япалисене хăйсемех çума пуçланă. Халĕ вĕсем кирек мĕнле ĕç тунă чухне те: “Анне, эсĕ кан, эпир хамăрах”, - теççĕ.

- Эсир пултараймастăр темен, - палăртать амăшĕ. - Урайне иккĕмĕш хут сăтăрса иличчен татăка хытăрах пăрмаллине çеç каланă. Çамрăкла вĕренни - чул çинче, ватăлла вĕренни юр çинче тесе ялан аса илтеретĕп. Килти выльăха Светланăпа Лариса кĕтĕве ăсатаççĕ, кĕтсе илеççĕ. Иккĕшĕ ялан пĕрле пулма тăрăшаççĕ, пĕр-пĕрне сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ.

Санькасси ялне асфальт çулпа çыхăнтарсан ачасене шкула автобуспа илсе çÿреме тытăннăччĕ. Анчах çакна пĕр-икĕ уйăхранах пăрахăçларĕç. Çĕньял ялĕн çырми урлă кĕпере тата унти çула пысăк автотранспорт çÿремелли правилăсене пăсса тунă иккен. Пĕр вăхăт Красноармейски салинчен Санькассине “Газель” çÿреттерчĕç: кунне виçĕ хут килсе каятчĕ. Халь вăл та çук. Ачасен шкула /ытти ял ачисене автобуспа турттараççĕ/ çуранах танккама тивет. Эх, пулăшасчĕ те вĕсене - Светланăпа Ларисăна, вĕсен тантăшĕсене шкула çÿреме çăмăлрах пулсан мĕнле лайăхчĕ!

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика