Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔРЕНТЕКЕН ĔÇНЕ ЧУНПА ПАРĂННĂ

12 ноября 2008 г.

ÇИТĔНЕКЕН ăру хушшинче чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне ÿстерес, халăх культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе шкул тĕп вырăн йышăнать. Красноармейски районĕнчи Именкасси шкулĕнче çак ĕçе ытларах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Петровна Ильина туса пырать, тĕрлĕ меслетпе усă курать. “Тăван чĕлхине пĕлмен çын мĕскĕн, манни - телейсĕр, пĕлес теменни - айван, юратманни - ÿпкеве тивĕç, тăван чĕлхене вĕренес теменни - путсĕр!” Чĕрене хускатакан çак сăмахсене хăй вăхăтĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çырса хăварнă. Вĕсене шкулти тăван чĕлхепе литература кабинетĕнче вулама пулать. Пÿлĕмре чăвашлăхăн чăн-чăн кĕтесне йĕркелессишĕн В.П.Ильина нумай тăрăшнă.

Валентина Канаш районĕнчи Зеленовка ялĕнчи йышлă та туслă çемьере ÿссе çитĕннĕ, çиччĕмĕш ача пулнă. Алла аттестат илсен аслисен тĕслĕхĕпе педагог профессине суйласа илнĕ. Аппăшĕ - Вера - тивĕçлĕ канăва тухичченех Патăрьел районĕнчи Туçари вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине, унăн мăшăрĕ - Иван Степанович Мулюков - истори предметне вĕрентнĕ. Ĕçчен те туслă мăшăр виçĕ ача пăхса ÿстернĕ, кашнинех аслă пĕлÿ панă. Кĕçĕнни Светлана - истори учителĕ, хальхи вăхăтра Патăрьел район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн инспекторĕ. Пиччĕшĕн, Сергейĕн, мăшăрĕ Елена та педагог, хулари пĕр шкулта пуçламăш классемпе ĕçлет.

В.Ильинан тепĕр пиччĕшĕ - Федор Петрович Филиппов - Канаш районĕнчи Шуркасси вăтам шкулĕнче истори вĕрентет, шкул директорĕнче 35 çул тимлет. Вăл “ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕ те, Фаина Николаевна, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, асăннă шкулта математикăпа вĕрентет.

Филипповсен тăватă ачи те вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ, кашниех аслă пĕлÿ илнĕ. Хĕрĕ Надежда математика, мăшăрĕ Алексей истори учителĕсем.

Михаил Петровичăн хĕрĕ Наташа та математика вĕрентет. Унăн мăшăрĕ Владимир - физкультура учителĕ. Кусем анне енчен педагог профессине суйласа илнисем пулчĕç.

Атте тăванĕсен хушшинче те педагог сахал мар. Асанне - Анастасия Ильинична Ильина - Çĕрпÿри педтехникумран вĕренсе тухсан шкулсенче 40 çул пуçламăш классене вĕрентнĕ. Асаннепе асатте çичĕ ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсен ĕçне 2 ывăлĕ, вĕсен мăшăрĕсем, мăнукĕсем малалла тăсаççĕ. Евгений Васильевич Ильин Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнать. Вăл чылай вăхăт районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕнче, шкул директорĕнче ĕçленĕ. Халĕ Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче ют чĕлхесен кафедринче вĕрентет, педагогика наукисен кандидачĕ. Мăшăрĕ Альбина Геннадьевна Сĕнтĕрвăрринчи шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ. Ывăлĕ Андрей ашшĕ пекех ЧППУн ют чĕлхесен факультетне пĕтернĕ, халĕ асăннă аслă шкулта ĕçлет. Альбина Геннадьевнăн ашшĕпе амăшĕ те шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă, Вăрмар районĕнчи Тикешре пурăнаççĕ.

Атте Владислав Васильевич И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ. 1980 çултанпа Именкасси вăтам шкулĕнче истори учителĕнче, шкул тулашĕнчи ĕçсен йĕркелÿçинче, 14 çул шкул директорĕнче ĕçленĕ, “РФ çут ĕç отличникĕ” паллăна тивĕçнĕ. Вера аппа та атте специальноçне суйласа илнĕ. Вăл та историк, Кĕçĕн Шетмĕри вăтам шкулта ĕçлет.

Анне Именкасси шкулĕнче 1981 çултанпа. Вăл тăрăшнипе юлашки çулсенче тăван ен музейне, вĕрентÿ кабинетне йĕркеленĕ, вăл ертсе пынипе вĕренекенсем тĕпчев ĕçĕсене хутшăнаççĕ, хăйсем тĕллĕн проектсем хатĕрлеме, сăвă çырма хăнăхаççĕ. Анне - 7-мĕш класс ертÿçи. Вăл йĕркелесе пынипе шкулта Аслă Вĕрентекене Иван Яковлева, Ухсай Яккăвне, Петĕр Хусанкая, Çеçпĕл Мишшине, Константин Иванова, Николай Ашмарин чĕлхеçĕне, чăвашсен пĕрремĕш профессорне Николай Никольские, хамăр районти çыравçăсене халалласа уявсем ирттереççĕ. “Чăваш нацийĕ - тымарсен пĕрлĕхĕ, пĕр пĕтĕм шăпа, пĕр чĕлхе тата культура. Вăл пирĕн нимĕнпе хаклама çук истори пуянлăхĕ”, - тет Президентăмăр Николай Федоров. Манăн анне çак чĕнĕве чĕререх тытать, ăна пурнăçа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшать. Аннепе, вĕрентекенĕн пархатарлă ĕçне суйласа илнĕ тăванăмсемпе мăнаçланатăп, вĕсем пек пулма ăнтăлатăп

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика