29 апреля 2008 г.
Вырăс патши вак халăхсене Христос тĕнне йышăнтарас тĕллевпе 1740 çулта ятарлă Указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн 1748 çулта Упире те чиркÿ ĕçлеме пуçланă. Ăна 1935 çулта хупнă.
2003 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче, кивĕ магазин вырăнĕнче, Упире чиркÿ уçнă. 2008 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче, юн кун, Упи чиркĕвĕнче чан çакмалли çине чанпа хĕрес куполне хăпартса вырнаçтарса лартнă. Чиркÿ чанне, хĕресĕпе куполне 8-мĕш округăн Благочиннăй Сергей Моряков атте тата Красноармейскинчи чиркÿ настоятелĕ Василий атте святить тунă.
Совет саманинче, ун хыççăн та Упи тăрăхĕнче чиркÿ уçас ыйту канăç паман чылайăшне. 1995 çулта çак ĕмĕт-шухăшпа вырăнта чиркÿ прихучĕ йĕркеленĕ. Шел пулин те, çĕнĕ чиркĕве хăпартма укçа-тенкĕ тивĕçейменни ура хунă. Упире çĕнĕ лавкка хута кайсан, киввине чиркÿ валли усă курма шутланă. Чиркÿ прихутĕнче граждансен пухăвне ирттернĕ. Ялсенчи çынсенчен ыр кăмăллăх шучĕпе укçа-тенкĕ пухнă.
Чиркÿ старости Анатолий Кузьмин (унăн ашшĕпе амăшĕ Кĕрекаç ялĕнче пурăннă) çине тăнипе алтарь çинче хĕрес куполне тата пысăк хĕресе вырнаçтарнă.
— Магазин пулнă çурта сăн-сăпат кĕртнĕ тата кунта юсав ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте турра ĕненекенсем, ырă кăмăллă çынсем, вырăнти ăстаçăсем чылай пулăшрĕç, — тет чиркÿ старости Анатолий Семенович Кузьмин. — Тавах вĕсене, пурне те.
Чан çакмаллине купалас ĕçре кунта Тусайри Валерий Катков сумлă тÿпе хывнă. Ку тĕлĕшпе вăл хăйĕн укçи-тенкине панă. Ял çыннисенчен май килнĕ чухлĕ укçа-тенкĕ пухассипе чиркÿ прихучĕн секретарĕ Янмурçинти Кирилл Петров тăрăшнă. Колокольня (чан çакмалли) тăррине цинкланă хĕç тимĕрпе витес çĕре Игорь Иванов, Анатолий Кузьмин, Вадим Илларионов, Валерий Петров хутшăннă. Акă, Канашри Николай Чудотворец чиркĕвĕн настоятелĕ Александр, старости Владимир Табаков çине тăнипе купол туса панă.
Ырă сĕнÿ-канашпа пулăшакансен йышĕнче — Патăрьел чиркĕвĕн старости — Юрий Михайлов тата ăна пулăшаканĕ Игорь Алексеев.
Упири Таса Турă амăшĕ çуралнă ятпа хисепленекен чиркÿ старости Анатолий Кузьмин чиркĕве вăй-хал çитерсе ĕçе кĕртнĕшĕн чиркÿ прихутне кĕрекен, Мăн Çавал юхан шывĕ тăрăхĕнче вунă ялта пурăнакан, чиркĕве пухăннă тата пулăшакан çынсене ыр кăмăллăхпа тав тăвать.
“Чул хула Газпром трансгаз” ООО филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн директорне — С. А. Александрова чиркÿ куполне вырнаçтарса лартма пулăшнăшăн, çакăнта кран уйăрса панăшăн тавах. Анатолий Кузьминăн сăмахĕсем кусем.
Апрелĕн 16-мĕшĕнче Упири чиркÿ прихутĕнчи граждансен пухăвĕнче ăна тата тепĕр виçĕ çуллăха чиркÿ старости пулма шаннă.
Шупашкарпа Чăваш митрополичĕ Варнава ăна Турă ячĕпе пил суннă.