25 апреля 2008 г.
Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вуннăмĕш классем апрелĕн 22-мĕшĕнче, “Йывăç кунне” хутшăнса, Шупашкар — Красноармейски — Тусай автоçул хĕрне 1300 тĕп чăрăшпа пихта тата пилеш лартса хăварчĕç.
Малтанхи кун хунавсене вăрмантан хамăр кăларса килтĕмĕр. Çакăнта пире физкультура учителĕ Юрий Матвеевич Ефремов, лартнă чух Ираида Геннадьевна Иванова лаборантка пысăк пулăшу кÿчĕç. “Йывăç кунĕнче” Марина Никандровапа Андрей Германов (вăл класри ĕçсене йĕркелесе пырассишĕн яваплă — автор) уйрăмах хастар пулчĕç. Вĕсем хăйсем кирлĕ ĕç тунине ăнланса тăрăшрĕç.
Эпир йывăç лартнине “Досаево” ял хуçалăх артелĕн председателĕ Л. М. Архипов пырса курчĕ. Пире “Питĕ ырă ĕç тăватăр эсир” тесе ырларĕ. Кунпа пĕрлех Тусай енчен пĕр 200 метр хушă йывăçсем лартса пулăшаймăр-ши, — тесе ыйтрĕ. Эпир унăн ыйтăвне тивĕçтерме пултăмăр. Çитес вăхăтрах автоçул хĕррипе Тусай енчен чăрăшсемпе ытти йывăçсен хунавĕсем хăйсен вырăнне йышăнĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)