19 февраля 2008 г.
Тури Кушартан пĕр хĕрарăм тухрĕ те çăмăллăн Упинелле утрĕ. Хулпуççи урлă сумка çакнă хăй. Кам-ши ку? Ку тăрăхра кашниех паллать ăна. Унсăрăн епле-ха? Валентина Дмитриевна Петрова почтальонка... Çак ялтах çуралса ÿснĕ. Упири вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Вăрнарти совхоз-техникумра вĕреннĕ.
— Тăван кĕтесре бригадир та пултăм, ферма заведующийĕнче те вăй хума тиврĕ. Тĕрĕссипе, агроном профессине алла илнĕ эпĕ. Халь, акă, 15 çул ĕнтĕ почтальонкăра ĕçлетĕп, — кăмăллăн сăмахлать Валентина Дмитриевна. — Çакăнтах тивĕçлĕ кану çулне те çитрĕм.
— Çулĕсем сиккипех ĕрĕхтереççĕ-ха вĕсем. Ир пулать те каç пулать... Сывлăхĕ кăна пултăрччĕ, — хам та калаçăва хутшăнтăм. — Ватăлатпăр сисмесĕрех...
Урамра кăрлач уйăхĕ хуçаланать. Пит-куçран çатăр! чĕпĕтме-и çанталăкĕ. Акă, лапка-лапка юр çăвать. Кăп-кăпăш нÿрĕ юр... Хĕлле тееймĕн çанталăка. Çуркуннене аса илтерет.
— Кашниех пултараймасть çав почтальонкăра. Чăтăм-тÿсĕмлĕ çынсене çеç парăнать-çке вăл. Шутласа пăхăр-ха, çакнашкал çанталăкра пули-пулмиех юр кĕрчĕсене ашаймасть. Çумăрлă, пылчăк-çăрăлчăклă кунсенче те пайтах утнă. Шăм-шак лачкам йĕпеннине те пăхман. Вăл е ку хаçата çийĕнчех хуçи патне çитереймесен... Епле намăс! — чуна уçсах калаçать Тури Кушартан çыхăну уйрăмне çитнĕ сарă хĕрарăм. — Ватлăх укçине кая юлса валеç-ха.
Тĕрĕсех шухăшлать Валентина Дмитриевна. Тури, Анат Кушар тата Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕсенчи 227 кил-хуçалăха хаçат-журнал валеçет вăл. Унпа пĕрлех пенсипе пособи укçи-тенкине çитерет. Таварĕ те сумка тулли. Чăннипех те тепĕр лавкка сутуçи тейĕн ăна.
— Халь район хаçатне 38 экземпляр салататăп. Кăçал малтанхи çур çулхинчен 12 экземпляр ытларах сарма пултартăм. Тăрăшмасăр пулмасть, паллах. Çынсемпе уйрăмшар калаçни те питĕ кирлĕ ĕçре. Ăшă кăмăлпа, чун-чĕре уççипе сăмахланинчен хаклăраххи мĕн пултăр-ха. Мăшăр тĕлĕшĕнчен Турри телейне параймарĕ мана. Çавах та хамăн ачасемпе савăнмаллипех савăнатăп. Асли Наташа ятлă, вĕрентекен профессине алла илнĕ. Света — шăл тухтăрĕ. Кĕçĕнни — Владимир — вĕрентекен. Виçĕ мăнук манăн, — тет Валентина Дмитриевна. — Хĕпĕртетĕп ачасемпе, мăнуксемпе.
— Валентина, район хыпарçипе чи туслă вулакансемпе паллаштармăр-ши? — кăмăллăн пăхрăм чипер хĕрарăм çине.
— Район хаçатне юратсах çырăнаççĕ ĕнтĕ. Чăн малтанах хамăр ялта пурăнакан Галина Иванова вĕрентекене ырăпа асăнассăм килет. Анат Кушарти Анатолий Грачев ватăпа Иван Матвеев вĕрентекен, Çĕнĕ Йĕкĕтри Владимир Иванов чăннипех райхаçатăн уйрăлми чи çывăх тусĕсем. Мухтанатăп вĕсемпе. Ун пек пултаруллă та маттур вулакансем татах та пур-ха, — йăл кулăпа хуравларĕ почтальонка. — Сирĕн хаçатăн сăн-сăпачĕ улшăнни куç умĕнчех тата... “Сывлăх”, “Тĕпел” кĕтессем тухма пуçлани вулакана хаçат тавра явăçтарма пулăшать те.
Лапка-лапка юр çăвать. Тулли сумка çакнă хĕрарăм, асфальтлă çулпа, Çĕнĕ Йĕкĕтелле ярса пусать. Çак ялтан пуçланать унăн черетлĕ çул çÿревĕ. Сывлăх пултăрччĕ çеç.