Убеевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Услантăр Енĕшрен Пайсупина — асфальтлă çул

07 августа 2007 г.

Республика Президенчĕн Николай Федоровăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, 2 çул хушшинче кашни яла асфальтлă е хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтарма йышăннă. Акă, ЧР “Чăвашавтоçул” патшалăх унитари предприятийĕн Вăрнарти çул-йĕрпе строительство управленийĕн ĕçченĕсен пĕр ушкăнĕ Услантăр Енĕш — Пайсупин çулĕ çинче ĕçлет. Кунта пĕтĕмпе 3, 8 километр чухлĕ дамба хăпартса асфальт сармалла. Пысăк ĕç калăпăшлă — 32 миллион та 500 пин тенкĕлĕх — участокра, Пайсупин çывăхĕнче, строительсем хушшинче, çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче пулма тÿр килчĕ. Кунта Виталий Николаевич Иванов маçтăрпа калаçрăм. Кăмăллă арçын, пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕпе тата çул-йĕр строителĕсемпе паллаштарчĕ.

— Паянхи кун тĕлне дамба хăпартас ĕçе вĕçлесе пыратпăр. Унпа пĕрлех 1, 5 километр чухлĕ çула пусăрăнтарса хăйăр сарса тухнă. Манăн участокра хăватлă тăватă Т-130, пĕр Т-330 бульдозер ĕçлеççĕ. Çавăн пекех виçĕ грейдер тата икĕ каток вăй хураççĕ — терĕ Виталий Николаевич.

Вĕсене ĕçлеттерекенсем Василий Иванов, Алексей Николаев, Николай Никандров тата ыттисем те.

Тăрăшаççĕ строительсем. Тĕллев пĕрре — кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çула хута ямалла.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Убеево, ул.Сапожникова, д.6
Телефон: 8(83530) 33-2-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика