Убеевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » С. В. Петрова: “Шкул библиотекарĕсен ĕçĕнче çĕнĕлĕхсемсĕр май çук”

07 августа 2007 г.

Кăçалхи утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Псков облаçĕнчи “Михайловское” ăслăлăхпа культура центрĕн “Пушкиногорье” кану базинче Пĕтĕм Раççейри шкул библиотекарĕсен I сăезчĕ иртнĕ. Унта пирĕн районти Упири вăтам шкулти С. В. Петрова библиотекарь те хутшăннă. Пирĕн штатра тăман корреспондент В. ДАНИЛОВ Светлана

Валерьяновнапа курнăçнă тата шкулти библиотекарьсен сăезчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă темиçе ыйтăва хуравлама сĕннĕ.

ЫЙТУ: Калăр-ха, тархасшăн, шкулсенчи библиотекарьсем Раççей шайĕнче пуçласа çапла пĕрле пухăнса калаçни-канашланин тĕп тĕллевĕ мĕнре-ши?

ХУРАВ: Ман шутпа, сăездăн тĕп тĕллевĕ вĕрентÿпе воспитани процесĕнче шкул библиотекисен пĕлтерĕшне хăпартасси тата ку никĕс çинче ăс-хакăлпа интеллектлă рессурсене пĕрлештересси. Унта сăмах илекенсем тĕрĕссине палăртрĕç: влаçăн федераллă тата регионти органĕсен, педагогика общественноçĕпе бизнес-пĕрлĕхсен вăй-халне пĕтĕçтермесĕр информаци технологийĕ çĕнелсе улшăннă тапхăрта шкул библиотекисене аталанма майсем çукрах. XIX — XX ĕмĕрсен пуçламăшĕнчи евĕр, ача вулавĕпе вĕрентÿ учрежденийĕсенчи библиотекăсен проблемисене татса пама власть представителĕсене, меценатсене, культурăпа искусствăн паллă ĕçченĕсене явăçтармалла, терĕç. Вĕренекенсене кĕнекесемпе тивĕçтерес çĕрти инновациллĕхе — вырăнсенчи проектсемпе пуçарусене ырласси те сăезд ĕçĕнче тĕпре пулнишĕн савăнтăм. Раççей шайĕнчи “БиблиОбраз” конкурс финалисчĕсен опычĕпе паллашни те, сÿтсе явни те чăннипех аван пулнă пулĕччĕ.

Сăмах май, 2003 çулта çак конкурса эпĕ те хутшăнтăм, 600 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултартăмăр.

ЫЙТУ: Çакна та пĕлем-ха, еплерех йышăнчĕ сире Псков çĕрĕ?

ХУРАВ: Чăваш Енрен Шупашкарти 59-мĕш вăтам шкулти библиотека заведующийĕпе А. М. Никифоровапа кайрăмăр. Тарават кĕтсе илчĕç. Вырнаçнă хыççăн Святогорски мăнастирте пултăмăр, вырăссен паллă поэчĕ А. С. Пушкин вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хутăмăр. Çав кунах вăл пулнă вырăнсенче — Михайловскире, Тригорскире тата Петровскире экскурсире пултăмăр.

ЫЙТУ: Съезд ĕçĕ-хĕлĕ пирки мĕн калама пулать-ха татах?

ХУРАВ: Тепĕр кун “Михайловское” ăслăлăхпа культура центрĕн пысăк залĕнче пухăнчĕ вăл. Салам сăмахĕпе Псков облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Ю. А. Демьяненко уçрĕ. Çавăн пекех РФ Вĕрентÿ тата ăслăлăх министрĕ А. А. Фурсенко, Вырăс шкул библиотекисен ассоциацийĕн президенчĕ, “Шкул библиотеки” журналăн тĕп редакторĕ Т. Д. Жукова, ыттисем тухса каларĕç. А. А. Фурсенко сăезда хутшăннисен нумай ыйтăвне те хуравларĕ.

Кăнтăрла иртсен вара çĕр-шыври шкулсенчи библиотекарьсем, ушкăнсене уйрăлса, 5 секципе 3 мастер-класра ĕçлерĕç. Эпĕ çыннăн информаци пĕлÿлĕхĕпе тата информаци культурипе çыхăннă мастер-класс ĕçне хутшăнтăм. Вĕсем ку чухне пысăк вырăн йышăннине пире Кемерово патшалăх культурăпа искусство университечĕн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн директорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Н. И. Гендина профессор тĕплĕн те туллин каласа ăнлантарчĕ, шкулсенчи библиотекарьсем умĕнче тăракан яваплă задачăсемпе те паллаштарчĕ. Сăмах май, Н. И. Гендина авторсен коллективĕпе пĕрле, ку темăпах 2006 çулта “Формирование информационной культуры личности. Теоретическое обоснование и моделирование содержания учебных дисциплин” кĕнеке çырса хатĕрленĕ. Кăмăл тăвакансем унпа Интернета çак адреспа кĕрсе те паллашма пултараççĕ: www ifacom.ru.

Мана çавăн пекех “Хальхи шкул библиотекин ĕçĕн инновациллĕ формисем. Раççейри шкул, ача-пăча тата çамрăксен библиотекисем çыхăнса ĕçлемелли эффектлă механизмсем” секци ĕçне те хутшăнма тÿр килчĕ. Ăна педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Г. А. Стародубова йĕркелесе пычĕ. Каллех пирĕншĕн интересли, пĕлмелли нумай пулчĕ.

Кашни мастер-класпа секци хăйсем сÿтсе явнă ыйтусемпе сĕнÿсем хатĕрлерĕç. Акă, уйрăммăн илсен, “Вĕрентÿ çинчен” федераллă Законра шкул библиотекарĕсем пирки çĕнĕ улшăнусем, шкулсенче “библиотекарь-педагог” должность, “Вĕренекенĕн информаци культури” предмета çĕнĕ стандарт кĕртме, шкул библиотекарĕсем валли нормативлă право докуменчĕсен пакетне хатĕрлеме, вĕсен квалификацине хăпартмалли пĕрлехи тытăм туса хума, статусне пысăклатма, шкул директорĕсемпе библиотекарьсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетмешкĕн майсем палăртма, сăездсене 2 — 3 çулта пĕр хутчен пухма, вĕсем хушшинче ятарлă форум йĕркелесе ирттерме сĕнеççĕ.

Çак тата ытти сĕнÿсемпе сăездăн пленарлă ларăвĕнче паллаштарчĕç. Унтах Раççейри шкул библиотекисен Манифесчĕн проектне пăхса тухрĕç, Раççейри шкул библиотекисен этикин Кодексне тата резолюци йышăнчĕç. Ку документсем “Шкул библиотеки” журналăн çитес номерĕсенчен пĕринче пичетленсе тухмалла, терĕç.

ЫЙТУ: Çакна пĕлни те вырăнлă пулĕччĕ. Светлана Валерьяновна, Упи вăтам шкул библиотеки паян епле сывлăшпа сывлать-ши?

ХУРАВ: Ыйтушăн тав. Пурăнатпăр, ĕçлетпĕр, малашлăха пăхатпăр, пуласлăха ĕненетпĕр, çĕннине-ыррине кĕтетпĕр. Библиотекăра халĕ 11 пин ытла кĕнеке. Компьютер, ксерокс, сканер, принтер, тĕрлĕ тĕспе кăтартакан телевизор, видеомагнитофон, музыка центрĕ пур. Çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланатпăр. Электронлă изданисен йышĕ-хисепĕ те 123-е çитрĕ. Ку çур çулта 9 экземпляр хаçат-журнал килсе тăрать. Çамрăк вулавçăсене яланах тарават эпир. Ара, учительсем пекех, вĕсем ăслă-тăнлă ÿсчĕр тесе ĕçлетпĕр-çке. Ку чухне, паллах, çĕнĕлĕхсемпе усă курмасăр малалла ăнтăлма май çуках.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Убеево, ул.Сапожникова, д.6
Телефон: 8(83530) 33-2-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика