06 июня 2007 г.
Пирĕн районта çуралса ÿснĕ пултаруллă çынсем хушшинче хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ композиторсем те йышлă. Халĕ сире вĕсенчен пĕринпе — сакăр вунă çул каялла Анат Кушарта кун çути курнă Зоя Александровна Петровапа паллаштарасшăн.
Тĕрĕссипе, эпĕ ун пирки шăпах вунă çул каялла хамăр район хаçатĕнче “Кушарсен те композитор пур” статьяра тĕплĕн каласа панăччĕ-ха. Çапах та, ватлăха пăхмасăр, паян та тăван чăваш халăхне чун витĕр шăрантарса кăларнă илемлĕ те çепĕç юррисемпе савăнтаракан сăвăç-юрăç çинчен тепĕр хут аса илес терĕм.
Çапла, Зоя Петрова ятне илтмен, унăн юррисене юрлама пĕлмен çын чăвашра çуках пулĕ. Хаçат-журналсенче те пичетленеççĕ, Чăваш радиопа тата телевиденийĕпе те час-часах янăраççĕ ентешĕмĕрĕн юррисем. Пирвайхи юррине — “Шурă сирень” ятлине Павел Васильев сăвви тăрăх 36 çул каяллах çырнă. Ăна чăваш халăх артисчĕсем Виталий Гордеевпа Галина Смирнова уйрăмшарăн шăрантараççĕ. Иккĕмĕш юррине 1972 çулта Иван Ивникĕн “Хурлăхан хуралнă пахчара” сăввипе çырнă...
Черетленнĕ вара юрă хыççăн юрă — ку таранччен икĕ теçетке ытла пухăннă вĕсем. Халăхăмăрăн ылтăн фондне кĕрсе юлнисенчен çаксене палăртса хăвармалла: “Савни мана тиркерĕ”, “Чăваш юрри”, “Юрату юрлатăр”, “Савнă ял”, “Ырă тăвансем”, “Сăпка юрри”.
Зоя Петрова хăйĕн юррисем валли хăй те сăмахĕсене майлаштарать-çырать. Çав йыша “Тăван анне”, “Ăçта-ши вăл çамрăклăх”, “Юхтăр юрă” кĕртмелле. Вĕсем те чăваш радио фондне кĕнĕ.
Композитор Трак ен сăвăçисемпе те тачă çыхăну тытать. Юрий Сементер сăввипе “Шураппасем” юрă çавăн ятлă радиопередача пуçламăшĕнче янăраканни шутланать. Зоя Нестерова çырнă “Ачалăх сăпки” — çуралса ÿснĕ Упи ене аса илтерет. Сăмах май, икĕ Зоя та пĕр ялтанах — Анат Кушартан: пĕри паллă çыравçă, тепри — юрăçă. Унсăр пуçне Николай Карайăн “Савнă тăван”, “Ăшă çумăр”, “Чечек çыххи” сăввисене кĕвве хывнă. Николай Ершов сăввипе çырнă “Юрататпăр сире” юрра Маргарита Туринге юрлать.
Юлашки вăхăтра Зоя Петрова “Ватăлма та вăхăт”, “Пуç тайса ыйтатпăр Турăран” çĕнĕ юрăсем хайланă.
Унăн юррисем тĕрлĕ фестивальсемпе уявсенче янăраççĕ. Вăл хăй те нумай çĕре хутшăнать. “Шетмĕпе Çавал кĕввисем”, “Сăпка юрри” фестивальсенче темиçе хут та лауреат пулнă. Ăна “Чăваш Республикинчи Музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ” хисеплĕ ят панă.
Кам-ха вăл Зоя Александровна Петрова? Ăçтан пуçланнă унăн юрăсем çырас туртăм? Кĕскен те пулин пĕлтерер район çыннисене. Вăл, ытти хĕр-упраçсем пекех, вăрçă вăхăтĕнчи йывăр ачалăха тÿссе ирттернĕ. Халăхпа пĕрле ĕçе кÿлĕннĕ. Пуринчен ытла пĕлÿ патне туртăннă. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă — учитель профессине алла илсе шкулта ачасене вĕрентнĕ. Анчах та халăх юррисен асамлăхĕ, çамрăк чухнехи хаваслă вăхăтсем ăна юрă тĕнчипе яланлăхах çыхăнтарнă. Упири вăтам шкулта юрă урокĕсем ирттернĕ Василий Спиридонов каласа хавхалантарнине паянхи пекех астăвать вăл: “Сассу питĕ аван тата тĕрĕс юрлатăн. Санран аван юрăç пулатех”. Çакна вăл пурнăçĕнче иккĕмĕш тĕллев вырăнне хунă: шкул хорĕнче, ялти çамрăксен вăййи-уявĕсенче юрланă. Çакă ĕнтĕ ăна юрăсем çырма та çунатлантарнă. Пурнăçри улшăнусем Петровсен çемйине Кÿкеçе илсе çитернĕ. Мăшăрĕ — Янмурçин ялĕнчи Василий Петрович Петров Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçлеме пуçланă. Вăл партипе совет работникĕ пулнă. Зоя Александровна библиотекăна ĕçе вырнаçнă. Çапла вара 1953 çултанпах Кÿкеçре тĕпленнĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă. Шел, 1996 çулта Василий Петрович, чире пула, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Хуйхă-суйхă чылай пусăрăнтарнă пулин те, Зоя Петрова хăйĕн тунсăхне кунти ветерансен хорне çÿресе лăплантарма тăрăшнă. Çавăн чухнех ĕнтĕ пирвайхи кĕвĕ-çемĕсем астарнă ăна. Чăваш композиторĕсен Ассоциаци членĕ Владимир Федоров пулăшнипе ăнăçлă юрăсем “çуратнă” темелле. Çак юлташах Зоя Петрован “Кил, савниçĕм”, “Аслă вăрман варринче”, “Çĕнĕ çул” сăввисемпе юрăсем кĕвĕленĕ. Çапла утăм хыççăн утăм тунă музыка тĕнчинче пирĕн ентеш. Хăйне вăл нихăçан та композитор тетересшĕн мар, сăвăç-юрăç тесен те килĕшетĕп, тет. Ан тив, вăл ÿнер институчĕ е консерватори пĕтермен пултăр, анчах та чунри кĕвĕ-çемĕ туйăмĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем пулса шăранса тухнине кам тиркетĕр-ха?! Çумра мăшăр çунат хушăннă пекех туять вăл ун пек чух. Ун юррисене ялта та, хулара та юратса юрлаççĕ, вĕсемпе çынсем хăйсен шухăш-кăмăлне палăртаççĕ пулсан, эппин вăл халăха кирлĕ кĕвĕ çуратнă, çынсемшĕн пархатарлă ĕç тунă. Хăй юррисене хăех юрласа та куракансене тĕлĕнтерет Зоя Петрова.
Халĕ ĕнтĕ Зоя Александровна Кÿкеçре пĕчченех пурăнать. Икĕ ывăлĕ икĕ çĕрте тĕпленнĕ: асли — Юра Эстонин тĕп хулинче Таллинра вăтам шкулта юрă урокĕсем ирттерет, арăмĕ акăлчан чĕлхи вĕрентет. Вĕсен Саша ывăлĕ строительство техникумĕ пĕтернĕ, хăй ĕçĕпе тăрăшать. Кĕçĕн ывăлĕ — Володя Рязаньти радиотехника институтĕнчен вĕренсе тухнă, унтах ĕçлет. Унăн икĕ хĕр — Юльăпа Лена. Иккĕшĕ те музыка шкулĕнче пĕлÿ илнĕ, конкурссенче мала тухнă. Пултаруллă мăнукĕсемшĕн чăннипех савăнать Зоя Александровна. Тăван тĕпренчĕксем вăхăт тупса юратнă амăшĕ-асламăшĕ патне килсе çÿреççĕ, уявсенче саламлама манмаççĕ. Çаксем вăй-хал кÿреççĕ те сакăр вуннăри хисеплĕ ватăна — халăхшăн чунне пама хатĕр сăвăç-юрăçа. Яланах сывлăхлă та хастар чун-чĕреллĕ пул, мухтавлă ентешĕмĕр.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)