03 июля 2018 г.
Июнĕн 24-мĕшĕ. Чăваш Республикин кунĕ. Çулленех ăна тăван республикăра чаплăн паллă тăваççĕ. Кăçал тĕп уявăн центрĕ Красноармейски районĕ пулса тăчĕ. Кун пирки калакан Указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев 2017 çулхи сентябрь уйăхĕнче алă пуснăччĕ. Трак ен муниципаллă районсемпе хула округĕсем хушшинче Республика кунне ирттермелли конкурсра çĕнтернĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Çак кун тĕлне Красноармейски районĕ тĕп уява ирттерме туллин хатĕрленчĕ, район центрĕ куç умĕнчех илемленчĕ. Трак ене килен-каян вăл таса та илемлĕ пулнине уйрăммăн палăртрĕ. Предприятисемпе организацисем çуртсен фасачĕсене, территорисене илем кĕртрĕç, сăрларĕç, тасатрĕç. Çу уйăхренпе район центрĕнче строительсен пысăк ушкăнĕ тăрăшрĕ. “Воддорстрой”, “Дорсити” ООО подряд организацийĕсем райцентрти урамсене асфальт сарчĕç, автомашинăсем лартмалли вырăнсем туса пачĕç, тротуарсене брусчатка сарчĕç, вĕсене юсаса çĕнетрĕç, Çĕнтерỹ паркне, тĕп стадиона, урамсене туллин тирпей-илем кĕртрĕç. Кунĕ ăшă та хĕвеллĕ пулчĕ вырсарникун. Вăл кашни çыннăн кăмăлне çĕклерĕ. Ир-ирех Красноармейски салинче хавас юрă янăрарĕ. Хĕрлĕ, сарă, кăвак ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Ленин ура-мĕнчи юпасем çине хамăр тăрăхри производствăра, ял хуçалăхĕнче, вĕрентỹре, ытти сферăра палăрнисем сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Район центрне тĕрлĕ йышши автомашинăсемпе, автобуссемпе ялсенчен, ытти тăрăхран капăр тумланнă çынсем килсех тăраççĕ. Уяв мероприятийĕн программи питех те анлă пулчĕ. Именкассинче çĕнĕ ФАП уçрĕç. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин çитес вунă çуллăхра Раççей Президенчĕн мĕн пур территорийĕнче Раççей гражданĕсене пахалăхлă сиплев ĕçĕпе тивĕçтеркен тĕллев лартнă. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕн М. Игнатевăн сĕнĕвĕпе 2013 çултан пуçласа республикăра 152 çĕнĕ ФАП ĕçе кĕртнĕ, вăл шутран 27-шне иртнĕ çулта. 2018 çулта тăван республикăра 16 районта модульлĕ 25 ФАП уçма палăртнă. Шăпах республикăн тĕп Патшалăх уявне Красноармейскинче ирттернĕ кун Именкассинче çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне уçрĕç. Хĕрлĕ хăйăва касма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев, район пуçлăхĕ О. Димитриев, район администрацийĕн ертỹçи А. Кузнецов, ытти хаклă хăнасем — РФ Патшалăх Думин депутачĕсем — А. Аршинова, Н. Малов тата Леонид Черкесов, ЧР сывлăх сыхлав министрĕ В. Викторов, ыттисем хутшăнчĕç. ФАП уçма ку тăрăхри ялсенчи çынсем чылайăн пухăннă. М. Игнатьев вĕсене Республика кунĕ тата çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ (ФАП) уçнă ятпа ăшшăн саламларĕ. Михаил Васильевич республикăри яллă вырăнсенче пурăнакансене пирвайхи врач пулăшăвĕ парас çĕрте Чăваш Енри кашни виççĕмĕш ФАПа çĕнетме палăртни çинчен каларĕ. Кăçал республикăра Именкассинче пĕрремĕш ФАП уçăлать. “Халĕ сирĕн тĕп тĕллев — сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, тĕрĕс апатланасси, физкультурăпа спорта юратасси, вăхăтра диспансеризаци тухасси пулса тăрать, çапла май сывлăхлă пулăпăр, нумай пурăнакансен йышне кĕрĕпĕр, — терĕ Михаил Васильевич. Вăл Красноармейски районĕ туллин аталанса, ялсем хитреленсе пынине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов М. Игнатьева Трак ен аталанăвĕ çине тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕ. Ку Трак енре уçăлнă çиччĕмĕш ФАП. Юлашки пилĕк çулта ку евĕр пунктсем Кушкăра, Яманакра, Янмурçинта, Ямайкассинче, Тусайра, Шывпуçĕнче ĕçе кĕнĕ. Пухăннисен ячĕпе Именкассинче пурăнакан В. Михайлова ял çыннисемшĕн тăрăшнăшăн республика ертỹлĕхне тав турĕ. Савăнăçлă лару-тăрура хĕрлĕ хăю касаççĕ. Хăнасемпе ял çыннисем шала кĕрсе çĕнĕ ФАПпа паллашаççĕ. Кунта çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама, персонала туллин ĕçлеме мĕн пур условисем пур. Кунсăр пуçне Именкассинчи ФАПа республикăра пĕрремĕш хут пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă. ФАП заведующийĕ Н. Владимирова çакăнпа питех те кăмăллă пулнине, халĕ БСМП тухтăрĕсемпе çыхăнса сĕнỹ-канаш илме, пациентсене сыватнă çĕрте тивĕçлĕ йышăну тума май пуррине палăртрĕ. Ăна ĕçе кĕртме республика бюджетĕнчен 3 млн яхăн тенкĕ уйăрнă. Фельдшерпа акушер пункчĕ Именкасси, Шурка, Çурткасси тата Чумаш ялĕсенчи 420 çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Уяв тĕп стадиона куçрĕ Уявра хăрушсăрлăх ыйтăвне туллин тивĕçтернĕ: Аслă Çĕнтерỹ паркне тата тĕп стадиона Механизаторсен урамĕнчен пырса кĕнĕ çĕрте полици ĕçченĕсем тĕрĕслеççĕ. Парка кĕрсен куç алчăрса каять. Кунта ачасем валли тĕрлĕ аттракционсем ĕçлеççĕ, батутсем вырнаçтарнă, пĕчĕк поезд çинче ларса “чупма” май пур. “Юмах тĕнчи” мĕне тăрать, кунта юмахри персонажсемпе туллин паллашма пулать. Вĕсенче пепкесем хĕвĕшеççĕ. Кĕçех кунта “В гостях у Бабы Яги” тетатрализациленĕ спектакль пуçланать. Вун-вун тĕрлĕ суту-илỹ точки ĕçлет. Палаткăсем кăмпасем евĕр ỹссе ларнă. Мĕн сĕнмеççĕ пулĕ вĕсем: пылак шывне те, кукăль-çăмахне те, шашлăкне, шỹрпине те... Уйрăм предпринимательсен суту-илỹ вырăнĕсем тĕрлĕ таварпа тулса ларнă. Кунти сцена çинчен ачасен художество пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Капăр тумланнă, хаваслă çынсен сассипе шавлать, кĕрлет уяв. Вĕсен пит-куçĕ савăнăçпа тулнă. Паркран тимĕр кĕпер урлă тĕп уяв вырăнне куçатпăр. Пĕвере фонтан пĕрĕхет, “кăвакалсем” ишсе çỹреççĕ. Район центрĕнчи тĕп стадионта хатĕрленĕ сценăна уяв сăнĕ çапнă. Ăна илемлĕн капăрлатнă. Унта чечексен карçынккине Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин патшалăх тата Красноармейски районĕн ялавĕсем евĕрлĕ илемлетнĕ. Вăл куçа çиет. Вăхăт 11 сехет. Çĕнтерỹ паркне кĕмелли вырăнта Чăваш Ен Пуçлăхне М. Игнатьева тата Чăваш Енти ра-йонсемпе хуласен ертỹçисене “Заволжский” клуб çумĕнчи ачасен “Шурăмпуç” фольклор ансамблĕ кĕтсе илет. Вĕсем çавăн хыççăн ачасен “Юмах” хулине çул тытаççĕ. Епле хитре кунта савăнма шăпăрлансене. Тĕп стадионра хăнасене çăкăр-тăварпа, техĕмлĕ, хăмлаллă, кăпăклă чăваш сăрипе кĕтсе илеççĕ. “Килсе курăр уява” ятлă музыкăпа хореографи композицийĕ пуçланать. “Ырă сунса кĕтетпĕр. Тăвана кĕтме — эрешлĕ алтăр. Сар хĕвел çиçет хĕр тĕрринче. Сăвă-юрă ирĕккĕн çуралтăр, куç туллийĕн савнă Трак енре!” — янăрать уява ертсе пыракансен сасси. Савăнар-и хаклă тăвансем, Сăн питре уяв кулли çиçет! Килĕр, килĕр, хаклă тăвансем, Ял-йышсем те инçетри туссем. Уяв пĕрле кăна вăл капăр Уяв пĕрле кăна хитре! Сире кунтах кĕтсе тăратпăр Юратнă, хаклă Трак енре. Куç тулли ентешĕмсем, Хурăнташлă халăх, Пултăр чĕрери хĕлхем Ĕмĕр асăнмалăх. “Маçтăрсен урамне” çитсе килнĕ хыççăн М. Игнатьев, ытти хаклă хăнасем куравăн пĕрремĕш ретĕнче вырăн йышăнаççĕ. Чăваш халăхĕн кун-çулĕ вăрăм та пуян. Çакна авалхи паллă çынсен ĕçĕсем тата каласа хăварнисем лайăх тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ тата ĕнентереççĕ. Тахçан-тахçан, ĕлĕк-авал, аслă асаттесен ĕмĕрĕнчи саманана тĕпченĕ тăрăх, халĕ эпир пурăнакан таврара сĕм вăрмансем кашласа ларнă, ирĕкре, тинĕссен леш енче, кăнтăр енче, Упи паттăр пурăннă, тет. XIV ĕмĕрте Упи ятлă çын хăйĕн тăванĕсемпе тата юлташĕсемпе, хăйпе туслă пурăнакан çыннисемпе Кама енчен куçса Мăн Çавал тăрăхĕнчи сĕм вăрман уçланкине, Трак енне вырнаçса пурăнма тытăннă, тет. Истори паттăрĕсем хутшăнса “Эпир асамлă аваллăх тĕнчинчен — Упи паттăр йăхĕнчен” ятлă театрализациленĕ спектакль пуçланать. Эй, аслă чăваш халăхĕ, пуласлăха пит шан! Упи паттăр Пỹлĕхçĕрен илнĕ пилпе, пехилĕпе Малашлăха курса эс халь çунатлан. Ялан малта пул, чăваш ăс-тăнĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе. Утса пыр пĕрле. Пĕрлĕхре — вăй. Çавна ан ман. Тытса элемĕре çỹлти шайра хăюллăн та пит çирĕппĕн ут! “Пир ташши” пуçланать. Эпир паян пурте "Чăваш ăсталăхĕн асамлă тĕнчинче". Чăваш халăхĕ сăпай, ĕçчен, хисеплĕ вăл, пĕрре. Тăван халăхăмăр ăсталăхĕ асамлă тĕнчере. Чăваш çынни ăс-хакăлпа, ăсталăхпа пуян. Курсамăр! Пир кумать, тĕртет паян. Ав, тĕррисем те çипписем асамлăн çыпçăнаççĕ. Тĕнче ытамĕнче, çỹлти шайра чăвашсем пурăнаççĕ. Ăс-хакăлпа ăсталăх _ ĕмĕрлĕх. Чăваш пирри, эрешĕ тĕнчене тĕлĕнтермелĕх. Ачасем: "Туй! Туй! Туй килет" тесе кăшкăраççĕ. Туй! Туй кĕрлет паян Трак çĕрĕнче Упи паттăр хăй ывăлне авлантарать. Ун ывăлĕ, Ян паттăр çемйинче Йыш хутшăнни савăнтарать. Вăл хăмлаллă сăрана ĕçет те кĕçĕн кĕрĕвне парать. Алтăр черетпе малалла каять. Туй пуçĕ, кĕçĕн кĕрỹ, хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ пурте кĕрсе хĕрне илсе тухаççĕ. Вĕсемпе пĕрле икĕ хĕр çумĕ тухаççĕ. Вĕсем пỹрте кĕнĕ чухне туй халăхĕ юрă шăрантарать. Хĕрне илсе тухсан пурте юрласа тухса каяççĕ. Хавас юрă-кĕвĕ янăрать. “Эпир аваллăх тĕнчинчен, Упи паттăр йăхĕнчен” музыкăпа театрализациленĕ композици те нумайăшĕн кăмăлне кайрĕ. Ай, савăнать те савăнать Трак Республика уявĕ кăмăла çĕклет. Тус-тăвана чĕнет, вăл пуçтарать. Юмахри пек хăпартланать чĕре! Юрри-кĕввийĕ тыткăнлать пире. Уяв паян — пирĕн Республика уявĕ, Тус-тантăшсен тĕлпулăвĕ — сăйлавĕ. Трак ен пурăнакансен йышĕпе те, территорийĕпе те пĕчĕк пулсан та, çĕршыв наградисене тивĕçнĕ е хисеплĕ ятсене илнĕ çынсен йышĕпе питех те пуян. Паян Совет Союзĕн Геройне В. Васильева, Социализмла Ĕç Паттăрне И. Никифорова, Раççейĕн Пĕрремĕш Думин депутатне Я. Абрамова, СССР Патшалăх премине тивĕçнĕ Ф. Лукин композитора, техника наукисен кандидатне, Ленин премийĕн лауреатне, Тури Типçырмара çуралса ỹснĕ Н. Григорьева, çĕршывăн Патшалăх премийĕсене илнĕ, Тусайра кун çути курнă А. Михайлов конструктора, Кăлавари Б. Яковлев инженер-физика, Шăпăрлăварта ỹссе çитĕннĕ В. Петрова, Чăваш Ен Правительствине 15 çула яхăн ертсе пынă Л. Прокопьева (Янмурçин), тĕрлĕ шайри пысăк наградăсене тивĕçнĕ А. Григорьева (Кĕçĕн Шетмĕ), В. Петров профессора (Упи), И. Шашкова (Пайсупин), А. Захарова (Кăлава), М. Афанасьева (Çĕньял Упи), Трак енрен СССР, РСФСР Аслă Канашĕсен депутатне суйланнисене, ытти пултаруллă çынсене ентешсем питех те аван пĕлеççĕ. Çаксем вĕсем Трак енĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсем. Эпир ентешсемпе туллин мухтанатпăр. Трак ен урлă Уренгой-Помары-Ужгород газ трасси иртет. Чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕнтĕ “Заволжский” станцин хăватлă агрегачĕсем тухăçран килекен “сенкер çулăма” “хăй витĕр” татах та пысăкрах пусăмпа кăларса ярса анăçалла хăвалаççĕ. Красноармейскинчи строительство керамикин “КЕТРА” заводне хута янăранпа 5 çул çитрĕ, çак тапхăрта унăн ячĕ таврана саланчĕ. Илемлĕ кĕвĕ çеммипе художество пултарулăх ушкăнĕсем тĕп сцена патнелле утаççĕ. Ачасем тỹпенелле шарсем вĕçтерсе яраççĕ. Тĕп уяв пуçланать Трак енĕн чĕнỹ сигналĕсем янăраса каяççĕ. “Ырă кун сире, хисеплĕ çыннăмăрсем, хаклă хăнасем! Салам тени телей , салам тени юрату сунни, апла паянхи кун пĕр-пĕрне Республика кунĕ ячĕпе саламласа пĕтĕм чун-чĕререн, ăшшăн пурне те хĕрỹллĕ салам калар” — янăрать ертсе пыраканăн сасси. Уяв сцени çине район пуçлăхĕ О. Димитриев, район администрацийĕн ертỹçи А. Кузнецов улăхаççĕ. Олег Васильевич тĕп уяв уçăлни çинчен пĕлтерет, пурне те Республика кунĕ — Автономиллĕ Чăваш облаçĕ йĕркеленсе кайнин праçникĕ ячĕпе саламлать, ырлăх-сывлăх, телейпе ăнăçу сунать. “Паян Трак енре чăн-чăн уяв. Ăна хатĕрленсе пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Тавах сире. Ку çул сирĕн килсене тăнăçлăхпа ăшăлăх илсе килтĕр. Пурин те сывлăх, çемьесенче килĕшỹ пултăр. Паянхи уяв тулли вăй-хăват парнелетĕр, çĕнĕ ỹсĕмсем тума хавхалантартăр”, — терĕ Алексадр Николаевич. Унăн пухăннисен ячĕпе ăшă сăмахсем чылай тупăнчĕç. Вăл район çыннисен ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне М. Игнатьева тата республика Правительствине кăçалхи уява хатĕрленсе ирттерес çĕрте тивĕçлĕ пулăшу кỹнĕшĕн тав сăмахĕсем каларĕ. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Трак енĕн гимнĕсем мăнаçлăн янăраççĕ. Тăвăллăн алă çупнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев сцена çине хăпарать. Михаил Васильевич Трак ен çыннисене, уява килнĕ халăха Республика кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать, малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунать. “Çак патшалăх уявĕ Чăваш ене юратакан, ăна малалла аталантарассишĕн хăйĕн вăйĕпе пултарулăхне тата чунне парса тăрăшакан мĕн пур çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пултаруллă Трак ен çыннисем. Ахальтен мар кăçал сирĕн патăрта Республика кунĕн уявĕ иртет. Тĕплĕн ха-тĕрленсе кĕтсе илтĕр эсир çак праçнике. Паян район центрĕн урамĕсемпе утса тухма епле меллĕ те хитре. Яланах çапла пулмалла та. Чăваш Ене юратнăшăн тата унăн аталанăвне курăмлă тỹпе хывнăшăн, республика малашлăхĕшĕн тăрăшнăшăн Трак ен çынннисене пĕтĕм чунтан тав тăватăп, — терĕ республика ертỹçи. — Тăван Чăваш Ене юратакан тата унăн шăпишĕн пăшăрханакан çынсем тĕрлĕ ырă пуçару тăваççĕ, общество инфратытăмĕн аталанăвне хăйсен тỹпине хывма тăрăшаççĕ. Тав вĕсене!” Михаил Васильевич ĕçре палăрнисене республикăн патшалăх наградисемпе чыслать. “Красное Сормово” ООО ертỹçи С. Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн ертỹçи С. Григорьева Чăваш Республикин Хисеп грамотине, “Таябинка Агрофирма” ОООн тĕп агрономĕ Е. Николаева “ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ”, кунти О. Васильев механизатор “ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ”, “ВОЛИТ” ОООн директорĕ В. Петров “ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, Т. Алексеева (Красноармейски шкулĕн вĕрентекенĕ), И. Федорова (Трак шкулĕн директорĕ) “ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ”, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ М. Яковлева “ЧР вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн” паллăна, С. Суховетрюк (Красноармейски вăтам шкулĕ), Г. Афанасьев (“Композит21” ОООн директорĕ), В. Малинин (ДЮСШ директорĕ), Н. Арсентьева (райадминистрацин тĕп эксперт специалисчĕ), Н. Димитриева (Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ), В. Долгов (Алманч ял тăрăхĕн ертỹçи), Я. Малинин (Заволжски ЛПУМГ начальникĕн çумĕ) Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавне тата сехетне тивĕçрĕç. М. Игнатьев районти ПЧ-32 коллективне икĕ çĕнĕ пушар машинин уççине тыттарчĕ. Уяв ячĕпе пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ В. Филимонов саламларĕ. Вăл чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине Т. Беззубовăна (Еншик Чуллă вăтам шкул директорĕ), Ф. Илларионовăна (Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн вĕрентекенĕ), Г. Терентьевăна (Именкассинчи пуçламăш шкулĕн педагогĕ), В. Иванова (Упи вăтам шкулĕн водителĕ), Е. Серафимовăна (“Караево” ОООн тĕп бухгалтерĕ) пачĕ. Уява пухăннисене РФ Патшалăх Думин депутачĕсем А. Аршинова, Н. Малов тата Л. Черкесов саламларĕç. Вĕрентỹпе воспитани ĕçне пысăк тỹпе хывнăшăн Алена Игоревнăн Тав çырăвне С. Дмитриева (Трак шкулĕ), С. Константинова (Кĕçĕн Шетмĕ), Л. Крутова (Красноармейски), Р. Порфирьева (Карай), чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн тата Республика кунĕн уявĕ ячĕ-пе Н. Маловăн Тав çырăвне П. Николаева (Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ), Д. Платонов (Карай ял тăрăхĕн ертỹçи), Ю. Петров (Алманч шкулĕн хуралçи), Л. Петрова (Четрик ял старости), С. Ришко (Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн поварĕ), Н. Федорова (Тусайри кану çурчĕн культорганизаторĕ), активлă гражданла позици тытса пынăшăн, районăн обществăпа политика тата социаллă экономика пурнăçне активлă хутшăннăшăн Л. Черкесовăн Тав çырăвне ял тăрăхĕсен виçĕ пуçлăхĕ — Г. Ефимова (Кĕçĕн Шетмĕ), В. Фомин (Пикшик), Г. Михайлов (Чатукасси) тивĕçрĕç. Сцена çине ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “ТУС” ХАОн генеральнăй директорĕ Н. Угаслов тухрĕ, пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, Трак ене обществăлла инфратытăма аталантарма 1 млн тенкĕ уйăрма пулчĕ. Вăл чăваш культурипе йăли-йĕркине аталантарма тата сыхласа хăварма пысăк тỹпе хывнăшăн Л. Алексеевăна (Карайри кану центрĕн менеджерĕ), Л. Ивановăна (Пикшик кану центрĕн менеджерĕ), Н. Григорьевăна (централизациленĕ тĕп вулавăшăн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан) ЧНКан Хисеп грамотипе наградăларĕ. “Заволжский” клуб çумĕнчи халăх музыкин “Раштав” ансамблĕ “Гуляй, Россия” юрра мăнаçлăн шăрантарчĕ, кунти клуб çумĕнчи ача-пăчасен ансамблĕ хитре ташă парнелерĕ. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Христофоров тата М. Зайцева çепĕç юрă шăрантарчĕç. М. Игнатьевпа хаклă хăнасем Трак енри “Сельское подворье” урам тăрăх утса иртеççĕ, вĕсем уява хатĕрленĕ кучченеçсемпе, кукăль-çăмахпа палашаççĕ. Курмалли, тĕлĕнмелли нумай кунта. “Раççей çăл куçĕсем” фестиваль участникĕсен концерчĕ пуçланать. Пĕтĕм Раççейри халăх творчествин “Раççей çăл куçĕсем” XXVI фестивале çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен халăх пултарулăх ушкăнĕсем килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче Мари Эл, Тюмень облаçĕнчи фольклор ансамблĕсем, Коми Республикинчи “Сибиртас” халăх фольклор ушкăнĕ, Краснодар крайĕнчи “Елизаветницы” халăх хорĕ, Ростов облаçĕнчи казаксен ансамблĕ, Болгари Республикинчи “Болгарский огонь” ташă коллективĕ. Вĕсен номерĕсене куракансем питех те ăшшăн йышăнчĕç, чылайччен алă çупрĕç. Ун хыççăн республикăн тĕрлĕ çĕртен килнĕ коллективĕсем, уйрăм юрăçсем куракана туллин савăнтарчĕç. Пĕр коллектив теприне ылмаштарчĕ. 66-мĕш ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Акатуй иртрĕ Акатуй — пирĕн халăхăн чи кăмăллакан уявĕсенчен пĕри. Вăл уй-хирти çурхи ĕçсене вĕçленнипе çыхăннă. Кăçал ăна Республика кунĕпе пĕрле çыхăнтарчĕç. Йывăрлăхсемсĕр мар пулин те, Трак енри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çур акине вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме пултарчĕç, кĕрхи тухăç валли çирĕп никĕс хывса хăварчĕç. Халĕ уй-хире тухсан, ăшă çумăрсем хыççăн парка çитĕнекен калча çине пăхсан чун савăнать. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11942 гектар акса хăварнă (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 105,2 процент), 408 гектар çĕр улми лартнă. Акатуя выльăх-чĕрлĕх патĕнче тимлекенсем те япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Ытарайми çĕршыв, Тăван çĕршывăмăр, Эс вăй хурса çунат хушан чуна. Сана савса мăнаçлă юрă хыврăмăр, Халь итлесем, Çĕршывăмăр ăна. “Юрă-ташă — чун уççи”, теççĕ. Çапла пулмасăр. Ян! янратса шăранчĕ вăл Трак ен тăрăх. Сцена çинчен вун-вун юрă шăранчĕ, ташăсем те сахал мар пулчĕç. Пĕр коллектив теприне ылмаштарчĕ. Пĕрлештернĕ хор “Чăваш Ен — тăванлăх çĕршывĕ” (сăвви Ю. Сементерĕн, кĕвви Ф. Лукинăн), “Вăййи селĕм пултăрччĕ” (сăвви Ю. Сементерĕн, кĕвви Н. Зиминăн), “Çамрăксен юрри” (сăвви С. Элемăн) юрăсене янраттарчĕ. Ял тăрăхĕсенчен килнĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем ăшă кăмăл парнелерĕç. Ун хыççăн “Заволжский” клуб çумĕнчи ачасен пултарулăх коллективĕсем сцена çине тухрĕç. Вĕсем уява килнисене питех те савăк кỹчĕç. Уяв малалла тăсăлчĕ. Сцена çине район пуçлăхĕ О. Димитриев, район администрацийĕн ертỹçи А. Кузнецов, унăн çумĕ-ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Я. Григорьев, райпо канашĕн председателĕ Р. Николаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Чăвашпотребсоюз” канашĕн председателĕ В. Павлов, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С. Кудряшов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А. Федотов, ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн ертỹçи А. Степанов улăхаççĕ. Кăçалхи ака кăтартăвĕсемпе “Таябинка Агрофирма” пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕшĕнче — “Красное Сормово” ООО. Виççĕмĕш вырăна “Караево” тата “ВОЛИТ” ОООсем йышăннă. Вĕсене Дипломсем тата укçан премисем пачĕç. В. Шумилов, Э. Иванов, В. Эрмаков хресченпе фермер хуçалăхĕсем 1-3 вырăна тивĕçнĕ. Вĕсене те чысларĕç. Район администрацийĕн Тав çырăвне потребительсен “ТУСАЙ” кооперативĕ (ертỹçи — Д. Лукин), “Гигант” ЯХПКри В. Харитонов тĕп агроном, председатель çумĕ Д. Жучков, А. Хлебнов, М. Кириллов (“Караево” ООО), С. Антонов, А. Никитин (“Досаево” ЯХА), С. Ришко (“Нива” ЯХПК), ытти хуçалăхсенчи ĕçченсем, Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи “Цивильский” пайĕн районти полици уйрăмĕн сотрудникĕсен ушкăнĕ тивĕçнĕ. Район администрацин Тавне Н. Иванов юриста, А. Петров тракториста, машинăпа ĕне сăвакан Н. Еремеева оператора (пурте “Красное Сормово” ОООран), “Таябинка Агрофирма” ОООн сысна комплексĕнчи Л. Германовăпа Р. Максименко операторсене панă. ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене С. Кудряшов аллинчен О. Петрова (Трак шкулĕ), Э. Григорьева (“Сеспель”), И. Степанова (“Чебурашка”), министерствăн Тав çырăвĕсене Н. Алексеева (Кĕçĕн Шетмĕ), Н. Данилова (Трак), Л. Проклова (Карай), Э. Чаховская (Красноармейски) илчĕç. А. Федотов “Единая Россия” политика партийĕн Тав çырăвĕсене Ф. Даниловăна (Красноармейски ял тăрăхĕ), С. Гаврилова (Пикшик шкулĕ), Э. Ермакова (Красноармейскинчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр) пачĕ. С. Николаев И. Гурьевăна (райадминистрацин опекăпа попечительство органĕ), Э. Петровăна (райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен пайĕн яваплă секретарĕ), райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн бухгалтерĕсене З. Федоровăпа Л. Шачкинăна хăйсен тытăмĕнчи Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. В. Павлов Красноармейски райпоне тупăшура палăрса иккĕмĕш вырăн йышăннăшăн Диплом, “ЧР суту-илĕвĕн ветеранĕ” ята П. Павлова, М. Игнатьевăна Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. О. Димитриев РФ Федераци Канашĕн Чăваш Енрен суйланнă членне, хамăр ентеше В. Николаева, Тюмень облаçĕнче тĕпленнĕ, кунти чăвашсен “Тăван” пĕрлешĕвне ертсе пынă А. Архипова (Пайсупин) “Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята панине çирĕплетекен свидетельствăсем, техника наукисен докторне, профессора, Мускаври çар академийĕнче пĕлỹ паракан В. Архипова (Çĕнĕ Йĕкĕт) “Красноармейски районĕ умĕнчи тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” медаль пачĕ. Владимир Леонтьевич вара И. Иванов афганеца, ЧР таврапĕлỹсен обществин Трак енри уйрăмĕн ертỹçине В. Константинова Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн А. Николаев летчик-космонавтăн медалĕпе чыс турĕ. А. Терентьев, А. Аркадьев, Н. Дмитриев афганецсем, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ И. Матвеев, Ю. Дубров, Г. Яковлев, Трак енри историпе краеведени халăх музейĕн ĕçченĕ В. Серафимов тĕрлĕ йышши грамотăсене тивĕçрĕç. Районти Хисеп хăми çине тивĕç пулнисем çакна ĕнентерекен свидетельствăсем илчĕç. Трак енсене çавăн пекех Мари Эл делегацийĕ, Хĕрлĕ Чутай райадминистраци пуçлăхĕ А. Степанов саламласа парнесем пачĕç. Унтан пысăк концерт пуçланчĕ. Хамăр тăрăхри юрă-ташă ăстисем вун-вун номерпе сцена çине тухрĕç. Ф. Лукин ячĕллĕ “Туссене юрăпа савăнтаратпăр” 1-мĕш вокалпа литература фестиваль конкурсĕн çĕнтерỹçисен гала-концерчĕ те нумайăшне тыткăнларĕ. Куракана питех те хавас юрăсем парнелеççĕ вĕсем. Çĕнтерỹçĕсем парнесене тивĕçеççĕ. Çамрăк ỹнер ăстисен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ выставки ĕçлерĕ, чылайăшĕ “Литература тĕнчи” лапампа паллашрĕ. “Çыннăн ăсталăхĕ — халăх пуянлăхĕ” уйрăм çыннăн куравĕ те хăнасене хăй патне туртрĕ. "Ял хуçалăх выставки" курав та нумайăшне хăй патне илĕртрĕ. Чылайăшне “Чăваш Ен: ĕнер, паян, ыран” сăн ỹкерчĕксен куравĕ те тыткăнларĕ. Уявра “Татнефть” билечĕсене выляттарчĕç. Пирĕн Трак ен чăн та мăнаçлă Хăй çĕрĕпе, çыннисемпе. Чунра çиçет паян хаваслăх Уяв юрри-кĕввисемпе. Чăваш пулнишĕн мухтанатпăр, Раççей патшалăх йышĕнче. Пуласлăха эпир шанатпăр, Чăвашсене пĕлет тĕнче. Республика кунĕ спорт ăмăртăвĕсемпе те пуян пулчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Трак вăтам шкулĕ умĕнчи лапамра физкультурăпа спорта кăмăллакансем бокс, кикбоксинг, ирĕклĕ майпа кĕрешес, вĕрен туртас, дартс, городки, мини-футбол, волейбол енĕпе тупăшрĕç, шашка-шахматла вылярĕç. Тем тĕрлĕ апат-çимĕç, вăйă хатĕрĕсем — пурте пулчĕ чунтан савăнмалăх. Кунта çỹрекенсене канса ларса уяв концертне курма май килчĕ. Çĕнтерỹ паркĕнче те, стадионта та юрă-ташă кĕрлерĕ. Каç енне вара хамăрăн ентешсем, чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. “Заволжский” клуб çумĕнчи халăх музыкин “Раштав” ансамблĕ те куракана тыткăна илчĕ. Каçхине фейерверк пулчĕ, тỹпе хĕрлĕ, симĕс, кăвак тĕспе ялкăшрĕ. Çапла иртрĕ республика кунĕ Трак енре. Вăл уява килнĕ кашни çыннах тыткăна илчĕ. “Кун пек манăçми уяв пирĕн патăрта чылайранпа пулманччĕ”, — терĕç вĕсем.