02 февраля 2016 г.
Малтанах Шупашкар хăнисем Кĕçĕн Шетмĕне çитрĕç, кунти Э. М. Юрьевăн музей-ỹкерчĕксен галерейинчи куравсемпе паллашрĕç. Мероприятисен тĕп пайĕ вара халăх йышлăн хутшăннипе каçхине районти Культура çуртĕнче иртрĕ. Хăнасене Красноармейскисем çăкăр-тăварпа, çĕкленỹллĕ юрăпа кĕтсе илчĕç. Фойере “Заволжский” клуб çумĕнчи ачасен “Пỹрнеске” тата “Рукодельница” кружокĕсене çỹрекенсен (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри халăх художество промыслисен маçтăрĕ Ж. Михайлова), Г. Гурьев, Л. Александрова, О. Петрова, И. Иванова ал ăстисен ĕçĕсемпе, “Халăхăмăр художникĕ Элли Юрьев”, “Чăваш халăх сăвăçи Юрий Сементер”, “КнигаÇКино”, “Славим человека труда” кĕнекесен куравĕсемпе, “Хвала и слава работникам сельского хозяйства. Совхоз “ Красноармейский”. 1969—2000 годы” стендпа паллашма май пулчĕ. Залра районăн 80 çулхи юбилейне халалланă видеофильм кăтартрĕç. Кĕçех экран çине нимене йыхравлакан кадрсем тухрĕç. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров шăхличĕ калать. “Нимене! тесе чĕнсессĕн Тапранать ял-йыш, пускил. Савăнса итлес килсессĕн Турăран илсе пехил”, — тет уява йĕркелесе пыракан Н. Филиппова. Сăмах май, çак каç ку тивĕçе Надежда Андреевнапа пĕрлех А. Григорьев та пурнăçларĕ. Сцена çине ниме йыхравçи — Ю. Данилов — тухать. Аллинче — сурпанпа явкаланă йыхрав туйи. Вăл унпа сулкаласа “Нимене” юрă юрлама пуçлать. Хушса юрламалли сăмахсене пурте пĕрле янраттараççĕ. Çакăн пек ỹкерчĕк сцена çинче: ниме халăхĕ майĕпен пуçтарăнса пырать, пуртă-пăчкă сасси илтĕнет, ĕç хатĕрĕсем йăтнă халăх утса иртет, “Шăпăртăк” ташă пуçланать, унтан, сцена çине сăра пички илсе тухсан, “Сăра ташши”. Пурте пĕрле малалла “Ĕçри тантăшсен юррине” шăрантараççĕ. Официаллă пая район пуçлăхĕ О. Димитриев уçрĕ. — 2016 çул — паллă çул. Пысăк событисене паллă тăватпăр. Республика Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев ăна Ĕç çынни çулталăкĕ тесе пĕлтернин пĕлтерĕшĕ сумлă. Пĕрлехи ĕçпе çеç пысăк ỹсĕмсем тума пултаратпăр. Район депутачĕсен пухăвĕ ячĕпе тата хам ятпа пурсăра та çирĕп сывлăх, ырă ĕçсем сунатăп, — терĕ Олег Васильевич. Район администрацийĕн пуçлăхне С. Молоткова сăмах параççĕ. — Сире курма хавас паян ку залра. Çулталăк мероприятисенчен пуян килĕ. Кино, калăпăр, аслă ăру çыннисен пурнăçĕнче (ун чухне телевиденипе Интернет пулман) пысăк вырăн йышăннă. Ĕç çынни çулталăкĕ тенĕрен çынсем хăйсен пархатарлă ĕçĕпе республикăпа района пуянрах тăваççĕ, промышленноçпа ялхуçалăхĕ аталанаççĕ. Ĕçсĕр пурнăç çуккине çамрăк ăру та туйса илтĕр. Ятлă-сумлă ентешĕмĕр — республика Гербĕпе Ялавĕн авторĕн Э. М. Юрьевăн пултарулăхне халалласа та шкул ачисем тематика сочиненийĕсем çырĕç. Çулталăксен кăтартăвĕсене декабрьте пĕтĕмлетĕпĕр. Пурне те ăнăçусем сунатăп, — палăртрĕ Сергей Львович. Сăмах — ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумне С. Кудряшова. — Чăваш çĕршывĕ, çав шутра Трак ен те, паллă çынсемпе пуян. Эсир ентешсене сума суни, чыслани аван. Çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх çакă. Республика Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев ячĕпе те саламлатăп сире, — пĕлтерчĕ Сергей Владимирович. Г. П. Григорьева, Е. Д. Маркова, В. М. Матвеев тата М. К. Васильева алла “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçни çинчен калакан удостоверенисем, Д. А. Алексеев, О. И. Дмитриева, А. А. Илларионова, К. Тихонов (Трак шкулĕ), Н. Н. Егорова, Е. Н. Ефремова тата Е. А. Суховетрюк (Красноармейски шкулĕ) Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине (1830 тенкĕ) тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăсем илчĕç. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан К. Яковлев сăмах илет. — Кино тата Ĕç çынни çулталăкне халалланă мероприятине эсир малтисен йышĕнче ирттеретĕр. Пултарулăх коллективĕсене, халăха тав. Ентешсене манăçа кăларманни, хаклани питех те вырăнлă. Патшалăх Канашне, Чăваш Ен çыннисем патне янă Çырура республика Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев Правительство умне шкулсем, Культура çурчĕсем тăвас енĕпе çĕнĕ те пысăк тĕллевсем лартрĕ. Çакă çĕршывпа республика ертỹлĕхĕ тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетет. Пĕр çулпа утăмламалла. Пайламалли çук пирĕн. Пĕрле пулсан, республикăпа район та вăйлăрах пулĕç, — терĕ Константин Геннадьевич. Вăл “Заволжский” клуб коллективĕпе унăн директорне П. З. Владимирована Тав хучĕсемпе чысларĕ. Çав каç район администрацийĕн Хисеп грамотине Кĕçĕн Шетмĕри А. Н. Сергеева библиотекарь, Карай тата Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсен директорĕсем Р. И. Малининапа А. Г. Соловьева, районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн патшалăх, обществăпа политика пурнăçĕн пайĕн редакторĕ Ю. З. Борисов тивĕçрĕç. Район ертỹлĕхĕн аллинчен Красноармейскинчи ача-пăча вулавăшĕн тĕп библиотекарĕ Э. И. Иванова, Кĕçĕн Шетмĕри А. В. Бажбенова культура ĕçченĕ, районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн компьютер пайĕн редакторĕпе Г. Я. Михайловапа наборпа калăплав операторĕ А. Ю. Николаева, Шупуç лавккин сутуçи М. Л. Игнатьева, Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕн пекарĕ Н. А. Илларионова тата “Заволжский” клуб çумĕнчи “Юность” ташă коллективĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Федорова) Тав хучĕсем илчĕç. Професси пултарулăхĕн районти “Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалист” конкурсра палăрнисене — социаллă хỹтлĕх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалистне А. В. Ершована тата Упири хупă йышши шкулти Т. В. Яковлева педагог-психолога та чысларĕç. Малалла Э. М. Юрьевăн мăшăрне — Галина Алексеевнана сăмах пачĕç. — Элли Михайловича манманшăн пысăк тав. Хама Красноармейски районĕн кинĕ тесе шутлатăп. Пысăк çемьере çуралнă Элли Михайлович летчик та, космонавт та пулма пултарнă, анчах вăл ỹнерçĕ ĕçне суйласа илнĕ. Профессилле искусствăра пурте палăраймаççĕ. Мĕн чухлĕ вăй-хал кирлине шута илмелле. Республика Гербĕпе Ялавĕ, чи малтанах, искусство произведенийĕсем, кайран вара — республика символĕсем. Вĕсенче чăваш халăх историйĕ сăнланнине кашнин пĕлмелле. Гербпа Ялава пула пире пур çĕрте те пĕлеççĕ. Элли Михайлович чăваш культурине аталантарассишĕн нумай вăй хунă. Графика ĕçĕсем чылай унăн, унччен вĕсем чăваш культуринче пулман. Пурнăç йывăçĕ кашнине пĕрлештерет. Пирĕн пекех, Э. М. Юрьев та — ĕç çынни. Ăна асра тытнăшăн тепĕр хут тав сире, — пĕлтерчĕ вăл. Сцена çине унтан “Çулталăк çынни — 2015” ята тивĕçнĕ Р. Николаевана йыхравларĕç. Роза Александровна — райпо канашĕн председателĕ, хĕрарăмсен районти канашĕн ертỹçи. Çỹлерех асăннă ята панă чухне редакци коллективĕ вулакансемпе общество корреспонденчĕсен шухăш-кăмăлне тĕпе хунă. Çакна хăйĕн сăмахĕнче Н. Козлова тĕп редактор палăртрĕ. Надежда Владимировна, ыр суннă май, Роза Александровнана “Çулталăк çынни — 2015” хĕрлĕ хăю çыхса ячĕ, Хисеп грамотипе чысларĕ, парне кỹчĕ. Р. Николаевана, сумлă ята тивĕçнĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков та ăшшăн саламларĕ. Роза Александровна вара тав сăмахĕ каларĕ, “çакă чи малтанах райпо коллективĕн ĕçне пысăка хурса хаклани”, — терĕ. Кĕçех район Гимнĕ янăраса кайрĕ. Пурте ура çине тăрса хамăрăн тепĕр мухтавлă ентеше — Танăш ялĕнче çуралнă Чăваш халăх поэтне, Красноармейски районĕн Хисеплĕ гражданинне Ю. Семенов-Сементере ыр сунчĕç. Юрий Семенович çулталăкăн 2-мĕш кунĕнче 75 çулхи юбилейне паллă тунă. Шетмĕ юханшывĕн хумĕсем ăна 30 ытла кĕнекене кун çути кăтартма хавхалантарнă. Чылай сăввине композиторсем юрра хывнă. — Сирĕн умăрта пуçăма таятăп. Сăвăсем çырма кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех тытăнтăм. Райхаçатăн вăл çулсенчи редакторне А. Маркована кăтартрăм. 1956—1957 çулсенче унта пичетленсе пычĕç сăввăмсем. 1959 çулта вара “Чăрăш” ятли республикăри “Ялав” журналта кун çути курчĕ. Тĕллевсем пысăк. Красноармейски районĕнчи поэтсен сăввисен антологине пухса хатĕрлесшĕн. Хам шутпа “Çырнисен пуххине” пичетлесшĕн. Пĕрремĕш том хатĕр ĕнтĕ, унăн пĕрремĕш экземплярĕсене Кĕçĕн Шетмĕ шкулне, район администрацине, “Ял пурнăçĕ” хаçата тата тĕп библиотекăна парнелетĕп”, — хавхаланса пĕлтерчĕ ентеш-сăвăç. Юрий Семенович, пултарулăхĕпе паллаштарнă май, хăйĕн хăш-пĕр сăввисене те вуларĕ. Юбиляра ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан К. Яковлев (ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысларĕ), район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков (саламлă адрес пачĕ), район пуçлăхĕ О. Димитриев, Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх правленийĕн ертỹçи А. Н. Львов (парне кỹчĕ), Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Ефимова тата Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Л. Волков пур кăмăлтан саламларĕç, çирĕп сывлăхпа вăй-хал, телейпе пултарулăхра ăнăçу сунчĕç. Елена Светлая поэтесса вара Юрий Семеновича сăвă парнелерĕ. Уяв концерчĕн программи те пуян пулчĕ. Унта Ю. Сементер сăввисем те, вĕсем тăрăх чăваш композиторĕсем кĕвĕленĕ юрăсем те шăранчĕç. Концерта “Хавал” халăх музыкин ансамблĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров), “Заволжский” клуб çумĕнчи ачасен “Юность” халăх ташă ансамблĕн кĕçĕн тата аслă ушкăнĕсем (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Федорова), Г. Яковлев, А. Козлова, çавăн пекех Елизавета Сергеева (илемлĕх ертỹçи —ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Тюмеров), “Çăлкуç”, “Телей” (ертỹçи — В. Николаева) ушкăнсем, ветерансен хорĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. А. Алексеев), “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (ертỹçи — А. Никонорова) хутшăнчĕç. Ку уяв, паллах, курма пынисен асĕнче нумайлăха юлĕ. Кино, Ĕç çынни тата Э. М. Юрьев çулталăкĕпе çыхăннă мероприятисем вара районти ялсенче малалла пырĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)