06 марта 2015 г.
Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн пысăк залĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Б. Моторин район активĕпе районăн 2014 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕн итогĕсемпе тата 2015 çулхи тĕп тĕллевсемпе канашлу ирттерчĕ. Канашлу пуçланас умĕн Иван Борисович вăрçă ветеранĕсене — М. П. Прохорова, Н. П. Петрова, Н. В. Васильева тата тыл ветеранĕсене — З. И. Павлована, П. К. Кириллова, Т. П. Сидорована, А. Я. Яковлевана, Н. Я. Лаврентьевана, В. Д. Димитриева, К. С. Степанова, Н. П. Прокопьевана, П. И. Иванова, В. М. Михайлова, З. И. Иванована — “Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 70 çул” юбилей медалĕсене, “Таябинка” агрофирмăри сысна пăхакан З. Г. Антонова оператора — РФ Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине, çамрăксен представителĕсен пĕр ушкăнне — ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçни çинчен калакан свидетельствăсене, 4 çынна — “РФ ĕç ветеранĕ”, 1 çынна “ЧР ĕç ветеранĕ” удостоверенисене пачĕ. Наградăсем илнисен ячĕпе Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Н. П. Прокопьева тыл ĕçченĕпе Ю. П. Пирошкин пенсионер тав сăмахĕсем каларĕç. Унтан “Районăн 2014 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕн итогĕсем тата 2015 çулхи тĕп тĕллевсем çинчен” район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков доклад турĕ (унăн тĕп тезисĕсене район хаçачĕн нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленĕччĕ). Андрей Владимирович пур шайри бюджета та налуксем пырса кĕресси ỹснине, тĕп инвестици проекчĕсем пурнăçланнине тата ытти лайăх енсене палăртрĕ. Пренире ЧР экономика аталанăвĕпе промышленноç тата суту-илỹ министрĕн пĕрремĕш çумĕ И. Антонова, финанс министрĕн çумĕ С. Иванова, ялхуçалăх министрĕн çумĕ А. Самаркин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В. Андреев сăмах каларĕç, тĕллевсене палăртрĕç. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Б. Моторин задачăсем нумаййине, анчах вĕсене пурнăçламаллине каларĕ, Красноармейскисене çакăнта ăнăçусем сунчĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)