03 февраля 2015 г.
Кăрлач уйăхĕн 29—31-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕнчи регионсен ертỹçисен çулленхи семинарне хутшăннă. Унăн теми — “Современная экономическая и политическая повестка. Лучшие региональные практики”. Чăваш Енрен семинара çавăн пекех Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю. Попов тата Шупашкар хула администрацийĕн ертỹçи А. Ладыков хутшăннă. Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче семинара хутшăннисем умĕнче Раççей Президенчĕ В. В. Путин тухса калаçнă. Унăн сăмахĕн тĕп теми çĕршыври экономикăри лару-тăру, ăна çирĕппĕн аталантарассине йĕркелесси, регионсен хальхи тапхăрти пĕлтерĕшĕпе задачисем çинчен пулнă. Тепĕр кун регионсен ертỹçисем секцире ĕçленĕ. Дискусси модераторĕ Раççей Правительствин вице-премьерĕ Д. Козак пулнă, регионсен инвестици илĕртỹлĕхне хăпартас ыйтусене сỹтсе явнă. РФ экономика аталанăвĕн министрĕ А. Улюкаев Чăваш Енти монохуласен аталанăвĕн, пысăк тата вăтам предпринимательлĕхе вăй илме лайăх условисем туса панин опытне ырланă. 2015 çулта патшалăх енчен пулăшу кỹме 5 монохула суйласа илнĕ, çав шутра пирĕн республикăри Канаш хули те пур. Кĕпĕрнаттăрсем умĕнче çавăн пекех РФ строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ М. Мень, РФ Президенчĕн канашçи А. Левицкая тата ыттисем тухса калаçнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев экономикăри ку чухнехи лару-тăрура семинар пĕлтерĕшĕ пысăккине, ĕçтешсен пĕлĕвĕпе опытне алла илни усăллине, паян Чăваш Енре республикăра пурăнакан кашни çын пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшакан пĕр шухăшлисен команди ĕçленине палăртнă.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)