09 декабря 2014 г.
Райхаçат вулаканĕсем 2016 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ иртесси пирки пĕлеççĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ асăннă мероприятипе çыхăннă ыйтусене Чăвашстата çитерчĕ. Вĕсене унăн ертỹçин çумĕ Л. А. Петрова хуравлать. Ыйту: Любовь Арвидсовна, 2016 çулхи ял хуçалăх çыравĕ хăш вăхăтра иртет-ха: Хурав: Ял хуçалăх çыравĕ Раççейĕн мĕн пур регионĕсенче 2016 çулхи июлĕн 1—15-мĕшĕсенче, аякри тата кĕрсе çỹреме йывăр территорисенче сентябрĕн 15 — ноябрĕн 15-мĕшĕсенче иртет. Çырав мĕн пур ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене — дачниксенчен пуçласа улма-çырла, пахча çимĕç туса илекенсене, фермер хуçалăхĕсене, пысăк ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсене пырса тивет. Ыйту: Ял хуçалăх çыравне ирттернĕ чухне эпир еплерех (тарăнрах) информаци илме пултаратпăр? Хурав: Хальлĕхе кун пирки калама иртерех-ха. Росстат 2006 çулхи ял хуçалăх çыравĕн тата 2012 çулхи пробăллă çырав опычĕсене шута илсе 2016 çулхи çыравăн программине хатĕрлет. Росстатăн ĕçлев ушкăнĕ çыравăн программине тата ял хуçалăх предприятисем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата уйрăм предпринимательсем валли хатĕрленĕ куçарса çырмалли хутсен (переписной листсен) формин проекчĕсене пăхса тухнă, çавăн пекех уйрăм хушма хуçалăхсемпе граждансен коммерцилле мар пĕрлешĕвĕсене куçарса çырмалли хутсен формисене сỹтсе явнă. Кăçалхи июль уйăхĕнче Росстатăн çырав ирттерес тĕлĕшпе туса хунă комиссийĕ ĕçлев ушкăнĕн членĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе çыравăн программипе куçарса çырмалли хутсен кăтартăвĕсен тытăмне (системине) пăхса тухнă. Ыйту: Пирĕн районта ял хуçалăх çыравне ирттерме йĕркелекен комиссисене хăçан туса хураççĕ? Хурав: 2014—2018 çулсенчи мероприятисен календарьлĕ планĕпе килĕшỹллĕн 2016 çулта ял хуçалăх çыравне йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе Чăваш Республикин территорийĕнче çак çул вĕçĕнче республикăн Правительство комиссине тата муниципаллă пĕрлешỹсенче çырав комиссийĕсене йĕркелеççĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)