02 сентября 2014 г.
Çурла уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче Упи ял тăрăхне кĕрекен Тусай ялĕнче пурăнакансемпе хăнасем ялăн 600 çулхи юбилейне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Çак паллă датăна халалласа эпир “Ял пурнăçĕ” хаçатра паллă тавра пĕлỹçĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ М. Прохоров хатĕрленĕ “Тусай ялне — 600 çул” материала номертен номере пичетлесе пытăмăр. ...Ĕлĕк-авал сĕм вăрманпа хупланнă чăваш çĕр-шывĕнче Аслă Атăлпа пĕрлешме васкакан юхан шывсем, вăл шутра Мăн Çавалпа Сурăм шывĕсем те, хăйсем çывăхĕнче пурăнма илĕртнĕ. Пирĕн таврара, Услантăр юхан шывĕ Мăн Çавалпа пĕрлешнĕ вырăналла, пĕр пин çул каяллах çынсем пурăнни паллă. Вĕсем леш тĕнчене уйрăлса кайнă çыннисене Кĕрекаç ялĕ çывăхĕнчи Пăлаху тĕми текен вырăна пытарнă. Археологсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, вĕсем кунта Х—ХII ĕмĕрсенче пурăннă. Археологи палăкĕсенчен тепри — Хăлату çырминчи Салтак сăмсинче тата Кỹлçырма хĕрринчи джучидсен укçисене тупнă вырăн. ХVII ĕмĕр пуçламăшĕнче монголсен Чингис хан пуç пулса тăракан Ылтăн Орда империйĕ вăйланса çитет. Чингис хан вилес умĕн империне хăйĕн ывăлĕсене пайласа парать. Хăй юратман Джучи ывăлне: “Монголсен империнчен хĕвел анăçнелле тата çурçĕрелле выртакан çĕрсем, монголсен лашисем хăш таран çитме пултараççĕ, çавсем пĕтĕмпех санăн пулаççĕ”, — тенĕ. Анчах вăл çĕрсем Ылтăн Ордан пулман. Вĕсене Джучин вăрçăпа илмелле пулнă. Джучи сарăмсăр вилнĕ хыççăн унăн ывăлĕ Бату хан хăйĕн империне сарас тĕлĕшпе кỹршĕри çĕр-шывсем çине, çав шутра Атăл çи Пăлхар çĕрĕ çине те, килсе тапăнать. Ăна пăлхарсем темиçе хут та хăваласа яраççĕ. Çавах та Бату хан çĕнтерсе Атăл çи Пăлхар çĕр-шывне пăхăнтарать. Кун хыççăн çынсен пурнăçĕ чăтма çук йывăрланса çитет. Вĕсене çаратаççĕ, вĕлереççĕ, тыткăна илсе кайса чуралăха сутаççĕ. Атăл çи Пăлхар çĕр-шывĕн хулисемпе ялĕсене çунтарса, кĕллентерсе çилпе вĕçтерсе яраççĕ. Халăх пурăнакан вырăнта çара уй-хир пулса юлать. Çавăн пек пусмăра чăтаймасăр ХIV ĕмĕр пуçламăшĕнче пăлхар-чăвашсем çурçĕрелле, çырма-çатраллă, вăрманлă вырăнсене куçса килеççĕ. Çавсен шутĕнче пирĕн тăрăха куçса килекен Кушар, Упи-паттăр, Тупай йăхĕсем те пулнă. Юлашкисем ялне йăх ячĕпе Тупай ялĕ теме пуçлаççĕ. Каярахпа Тупайран Тусай пулса тăрать, икке пайланать: пĕрне Чутай, теприне Шăмар ялĕ теме тытăнаççĕ. Вăхăт иртнĕ май Тусай ỹссе, аталанса пынă. Паянхи кун 600 çул тултарнă ялта 150 яхăн килте 400 ытла çын пурăнать. ...Вун пĕр сехет. Тусая пырсе кĕнĕ çĕрти хапхана яри уçса хунă.”Ырă сунса кĕтетпĕр!”, “Уяв ячĕпе саламлатпăр!” тесе çырнисем аякранах курăнаççĕ. Чăваш тумĕллĕ инкесем хавас юрăсем шăратаççĕ. Пысăк хăнасем килсе çитеççĕ: Упи ял тăрăхĕн етỹçи Ю. Степанов, район пуçлăхĕ В. Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ О. Суховетрюк, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Г. Аксаков, ЧР ПК депутачĕ О. Николаев, ЧР муниципаллă йĕркелỹсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев, медицина наукисен кандидачĕ, Хусанти медицина академийĕн кафедра заведующийĕ И. Андреев (Тусай), Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ М. Прохоров, ыттисем. Вĕсене хирĕç чăваш тĕрри тĕрленĕ алшăлли çине çăкăрпа тăвар йăтнă хĕрпе сăра пички çĕкленĕ каччă, алтăр йăтнă яш тухаççĕ, “Килĕр, иртĕр хăнасем, ытарайми ыр çынсем! Тăван ял 600 çул тултарнă ятпа ирттерекен уява сире ырă сунса кĕтетпĕр! Пурте пĕрле савăнар!” — теççĕ. Хăнасем çăкăрпа тăвар, чăваш сăрине тутаннă хыççăн пурте пĕрле тĕп урампа уяв лапамне васкаççĕ. Упири кану центрĕ çумĕнчи “Упи ен” фольклор ушкăнĕн хастарĕсем çул тăршшĕпех чăваш такмакĕсем янраттараççĕ. Кил умĕнче тăракан çынсем вĕсене пуç тайса кĕтсе илеççĕ, ушкăна хутшăнаççĕ. Хăнасем ĕçпе вăрçă ветеранĕ М. Алексеев умĕнче чарăнса тăраççĕ, Мефодий Алексеевича алă тытсах сывлăх сунаççĕ. Тусайри кану çурчĕ умĕнчи лапам халăхпа тулнă. Кану çурчĕ умĕнче ятарласа пысăк сцена ăсталанă. “Тусай ялне — 600 çул”, “2014 — Культура çулталăкĕ” тесе çырни куç умне ỹкет. Сылтăм енче “Ачалăх тĕнчи” ятлă пепкесен площадки ĕçлет. Сулахай енче вара хамăр тăрăхри ал ăстисен “Çыннăн ăсталăхĕ — халăх пуянлăхĕ” куравне йĕркеленĕ. Стадионта спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Райпон тата уйрăм предпринимательсен лавккисем суту-илỹ тăваççĕ, тутлă шашлăк шăрши таврана саланнă. Тусай ялĕн ултă ĕмĕрхи юбилейне халалланă театрализациленĕ курав пуçланать. Вăрах сăрхăнса тухакан кĕвĕ сасси илтĕнет. Вăл янăранă май пиртен çĕленĕ кĕпе тăхăннă арçын урапа кỹлнĕ лаша çавăтса килни курăнать. Урапа çинче ĕç хатĕрĕсем, суха пуç, унтах икĕ арçын ача. Урапа айккипе лавран тытнă хĕрарăм утать. Пурте пĕрле “Алран кайми аки-сухи” юрра юрлаççĕ. Илемлĕ кĕвĕ çеммипе Шăмар тата Чутай енчи яш-кĕрĕм вăйă картине тухать. Сар хĕвелĕ çỹлти тỹпере Ăшăрах та савăкрах паян. Юратнăран та савнă Тусай ен Мăнаçланать паян хăна пуртан. Хăнасем сцена çине улăхаççĕ. Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Степанов Тусай ялĕн 600 çул тултарнине халалланă уявĕ уçăлни çинчен пĕлтерет, РФ, ЧР, Трак ен, Упи ял тăрăхĕн Гимнĕсем мăнаçлăн янăраççĕ. Нумай хура-шур курнă 600 çул хушшинче Тусай ялĕ. Ултă ĕмĕр хушшинче шыв-шурĕ нумай юхнă. Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçине Тусай ялĕнчен 193-ĕн тухса кайнă, вĕсенчен 86-шĕ тăван киле таврăнайман. Çулсем иртнĕ май киле килнисенчен те чылайăшĕ çĕре кĕнĕ. Вĕсене асăнса пĕр минут хушши шăп тăчĕç, вĕренекенсен ушкăнĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне гирлянда хучĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, экономика наукисен кандидачĕ А. Аксаков Тусайсене пысăк уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ, ялти кану çуртне хут купăс парнелерĕ, РФ Патшалăх Думинчи “Справедливая Россия” политика партийĕн фракци ертỹçин С. Мироновăн саламлă телеграммине вуласа пачĕ, уява хатĕрленсе ирттерме пулăшнисен пĕр ушкăнне тав çырăвĕсем пачĕ. ЧР муниципаллă йĕркелỹсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев Тусайсене çак уяв ячĕпе саламланă май вĕсем мĕн ĕлĕкренех кирек епле ĕçре те маттуррине палăртрĕ. Станислав Андреевич уява килнисене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В. Николаевăн ăшă сăмахĕсене çитерчĕ, ялти кану çуртне унăн парнине —музыка аппаратурине пачĕ. Уявра çавăн пекех район пуçлăхĕ В. Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ О. Суховетрюк (Ольга Николаевна чи пултаруллисене район администрацийĕн тав хутне пачĕ), ЧР ПК депутачĕ О. Николаев, “Досаево” хуçалăха ертсе пынă А. Егоровпа Л. Архипов (вăл халĕ ял старости), медицина наукисен кандидачĕ И. Андреев, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ А. Петрова, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, “Хăлату” кĕнеке авторĕ М. Прохоров, Тусайсен ентешĕ, Чăваш наци радиовĕн пай редакторĕ Р. Деменцова тухса калаçрĕç, ял çыннисене малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунчĕç. Ю. Степанов уява килнисене РФ Патшалăх Думин депутачĕн В. Шурчановăн саламлă телеграммипе паллаштарчĕ, асăннă уява йĕркелесе ирттерме пулăшнă предприятисемпе организацисене, уйрăм предпринимательсене ятранах асăнса тав турĕ. Чăнахах, Тусай ялĕнчен паллă çынсем сахал мар тухнă, вĕсем историне çырăнса юлнă. Техника наукисен докторĕ А. Е. Михайлов кун-çулне космоса тĕпчес ĕçе панă, Санкт-Петербургри карапсем тăвакан "Невский" заводри конструкторсен бюроне ертсе пынă. Александр Ефимович çĕр-шыва сыхлас тата космоса тĕпчесе пĕлес тĕлĕшпе питех те паллă ăсчахсенчен пĕри пулнă. Чыслă ĕçшĕн СССР Патшалăх премине тивĕçнĕ. Н. П. Петров — филологи наукисен докторĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн профессорĕ. Вăл 170 яхăн наука ĕçĕ çырса пичетленĕ, çав шутра 11 кĕнеке. Н. И. Иванов (Кроликов) ветеринари наукисен докторĕ, Хусанти Н. Э. Бауман ячĕллĕ ветеринари академийĕн профессорĕ. 7 çын наука кандидачĕн ятне илнĕ. Ку тăрăхри 50 çын ытла аслă тата ятарлă вăтам пĕлỹ илсе ял хуçалăх ăстаçисем пулса тăнă, 70-е яхăнăшĕ кун-çулне вĕрентỹ, 40-е яхăнăшĕ сывлăха сыхлас ĕçне панă, 58 çын аслă пĕлỹ илсе тĕрлĕ профессипе вăй хураççĕ. Çар çыннисем, спортсменсем, правăна сыхлас ĕçре тăрăшакансем чылайăн. Уява хатĕрленсе кунта пысăк ĕç тунă. Тусайăн тĕп урамне пăхма мĕне тăрать. Упи ял администрацийĕ “Ял аталанăвĕ” программăпа ЧР Ял хуçалăх тата Культура, национальность ĕçĕн тата архив ĕçĕсен министерствисем йĕркеленĕ конкурса хутшăнса çĕнтернĕ. Вăл укçапа тахçантанпах мĕскĕннĕн ларакан Тусайри кану çуртне юсама май килнĕ (кунта тата район администрацийĕ 500 пин тенкĕ уйăрнă). Паян уяв, Тусай уявĕ Юрлар, ташлар, выляр, кулар. Ик куç тулли тăвансемпе Кĕрекере шав савăнар. Унтан уявăн пысăк концерчĕ пуçланчĕ. Тусайсене Красноармейски ял тăрăхĕн информаципе культура центрĕ çумĕнчи “Хавал”, Заволжский клуб çумĕнчи “Каприз”, “Капельки” ансамбльсем, ачасен “Юность” ташă ушкăнĕ, “Упи ен” пултарулăх ушкăнĕ, Çĕнĕ Шупашкарти И. Музыкантова ертсе пыракан “Сувар” ташă ушкăнĕ, Çĕнĕ Шупашкарти К. Осокина ертсе пыракан халăх юррисен “Тарават”, Чăваш наци библиотекин “Мерчен” ушкăнĕсем, Вăрнар районĕнчи Уйкас Кипекри кану çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ, ыттисем саламларĕç. Куракансем чăваш эстрада çăлтăрĕсен В. Адюковăн, И. Николаеван, Е. Николаевăн, Е. Лукиянован, С. Королевскин пултарулăхне ăшшăн йышăнчĕç. Уява ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров тата Упири культурăпа библиотека аталану центрĕн директорĕ Л. Архипова питех те пултаруллă ертсе пычĕç. Чылайччен тăсăлчĕ уяв, унта тỹлевсĕрех тутлă шỹрпе çиме, техĕмлĕ чей ĕçме май пулчĕ. Каçхине вара эстрада çăлтăрĕсен тепĕр ушкăнĕ ташă каçĕ йĕркелерĕ. Çапла иртрĕ Тусай ялĕн ултçĕр çулхи юбилей уявĕ, вăл кашнинех ырă та савăк кăмăл парнелерĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)