29 июля 2014 г.
Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă. М. Игнатьев çĕр-шыв пуçлăхне 2012 çултан тытăнса Чăваш Енре демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине пĕлтернĕ. 2013 çулта халăх йышĕ 1027 çын чухлĕ ỹснĕ, çакă паян та сыхланса юлать. Нумай ачаллă çемьесенче юлашки 2 çулта ачасен хисепĕ 11 процент ỹснĕ. Республикăра обществăпа политика лару-тăрăвĕ йĕркеллĕ, 128 наципе 8 этника ушкăнĕн представителĕсем, хăйсен йăли-йĕркипе культурине упраса, килĕштерсе, пурăнаççĕ. Михаил Игнатьев Раççей Президентне çавăн пекех республикăра граждансене пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшас енĕпе йышăнакан мерăсем, шкул çулĕчченхи ачасен учрежденийĕсем тумалли программăна пурнăçлани тата Чăваш Енĕн кăçалхи экономика аталанăвĕн прогнозлă параметрĕсем çинчен каласа панă.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)