27 июня 2014 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков çумĕнчи иртнĕ канашлун кун йĕркине 5 ыйту кĕчĕ, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат хатĕрлесси епле пыни; района йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине чыслăн кĕтсе илесси; çĕнĕ вĕренỹ çулне районти шкулсенче хатĕрленсе кĕтсе илмелли ĕçсем; шкултан вĕренсе тухакансемпе çыхăннă мероприятисем; районти обществăри йĕркелĕхе сыхлама халăх дружинисене анлăрах явăçтарасси çинчен. Выльăх апачĕ хатĕрлес ыйтăва тапратнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертỹçи С. Молотков ку ĕçе районта 61 единица техникăна явăçтарнине палăртрĕ, 2227 га (48 процент) нумай çул ỹсекен курăксене çулнă, палăртнин 27 процент чухлĕ утă, 31 процент сенаж, 12 процент силос хатĕрленĕ. Кашни условнăй выльăх пуçне хĕл каçма 7,5 центнер апат единици чухлĕ апат хатĕрленĕ. “Красное Сормово”, “Волит”, “Караево” хуçалăхсенче ку ĕç аван пырать. Фермăсене хĕле хатĕрлемелли ик уйăхлăх вăхăтĕнче ку тĕлĕшпе чылай тимлемелле. Пирĕн район 1935 çулхи январьте йĕркеленнĕ. 2015 çулта унтанпа 80 çул çитет. Кунпа пĕрлех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул тултарать. Ку датăсемпе çыхăннă тумалли ĕçсем çинчен район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ А. Лебедев чарăнчĕ. Тирпей-илем енĕпе чылай ĕçсем кĕтеççĕ. Спартакиада, музейсен, ытти енĕпе конкурссем иртмелле тата ытти те. Районти 22 учреждение çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлемелле. Карай (спортзал юсасси), Пикшик (блокпа модуль котельнăйне хута ярасси), Шывпуç (ăшă системине йĕркене кĕртесси) тата ытти шкулсенче, районти ача-пăча искусство шкулĕнче (çурт тăррине юсасси) тумалли ĕçсем уйрăмах нумай. Июлĕн 21-мĕшĕнче шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленине тĕрĕслеме тытăнаççĕ, вăл 9 куна пырать. Августăн 15-мĕшĕ тĕлне шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленессине вĕçлемелле. Çак ыйтусене çутатнă май район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ М. Голубев шкултан вĕренсе тухакансемпе çыхăннă мероприятисене ăнăçлă ирттересси, вĕренекенсем право йĕркине пăсасран тумалли асăрхаттару ĕçĕсем пирки те каларĕ. Районти ирĕклĕ халăх дружинисем обществăри йĕркелĕхе сыхламашкăн епле хутшăннипе район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Н. Васильев паллаштарчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусемпе тĕплĕ калаçу пулчĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)