Убеевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Архиповсем

05 февраля 2010 г.

Тăван кĕтесрен хакли çук. Хăть аякра е çывăхра вырнаçтăр — яланах чĕре çумĕнче хăв çуралнă ял. Пайсупинра çуралнă, халĕ Тюмень хулинче пурăнакан Анатолий Иванович Архипов та çаплах шутлать. Кунта Çĕпĕр-Урал энергетика компанийĕн пай пуçлăхĕ вăл. Ентешĕмĕр пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче утмăл çул тултарчĕ.

Кăпăш юра урасемпе чăштăртаттарса урампа тăвалла улăхатăп. 89 киллĕ 235 çын пурăнакан ялăн Ленин ячĕллĕ урамĕ ку. Унăн историйĕ Мускав таранах ылтăн сас паллисемпе çырăннă тесе калас килет манăн. Мĕншĕнни пирки уçăмлăрах пĕлтерем-ха. 1909 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче кунта çĕр-шывăн ракета хÿтĕлевне тата тĕнче уçлăхне тĕпчес ĕçсене пĕтĕм кун-çулне панă Иван Ефимович Шашков çуралнă. Вăл — ăсчах-инженер, РФ наукипе техникин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, профессор, доктор, полковник-конструктор.

Иртнĕ çул вара И. Е. Шашков çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май, вăл çуралнă тата пурăннă çурт вырăнĕнчи çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă. Унран инçех те мар, çулăн сылтăм енче, Архиповсен йывăç çурчĕ. 6-мĕш номерлĕ вăл. Урамалла урлă ларать. Ăна тул енчен силикат кирпĕчпе хупланă. Ытти хуралтăсене те чылай çĕнетнĕ. Ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне куç шăрçи евĕрех упракан Архиповсенчен чи кĕçĕнни — Вячеслав — хăйĕн мăшăрĕпе — Альбинăпа — тата тус-тăванĕсемпе чылай ĕçленĕ. Вячеслав Иванович — Заволжски газ уçлакан станцин аслă кладовщикĕ, Альбина — район центрĕнчи ял хуçалăх банкĕн аслă бухгалтерĕ. Икĕ хĕр çуратса пăхса çитĕнтернĕ Архиповсем. Ирина — врач, Людмила — социаллă ĕçчен.

Архиповсем çинчен сăмах пуçарнă май, чи малтанах ватăраххисем — ашшĕ-амăшĕ пирки — чарăнам. Эпĕ вĕсене мĕн ачаранпах питĕ лайăх астăватăп. Кил хуçи — Иван Архипович Архипов — çав тери кăмăллă çынччĕ. Ĕçе чун-чĕререн парăннипе ырă йĕр хывнă вăл. Ватти-вĕттишĕн те чун уççиллĕ çын пулнă. Пули-пулми тарăхса шурă куçпа пăхма-и?! Хăйĕн кун-çулне пĕтĕмпех ял пурнăçĕпе çыхăнтарнă Иван Архипович. Ун чухне пирĕн тăрăх “Байсубино” колхоз ĕçленипе палăрать маншăн. И. Архипов — хресчен ачи вара уй-хир бригадирĕнче ĕçлетчĕ. Аллăмĕш çулсенче пирĕн ял хуçалăхне уписемпе пĕрлештерчĕç. Темиçе ялтан пысăклатнă хуçалăх вара Ленин ячĕллĕ ятпа çырăнчĕ. Астăватăп-ха пĕр пухура ыйтăва уй-хир бригадирне суйласси çинчен тапратрĕç. “Иван Архиповичах шанар, шанчăклă, çирĕп ыйтакан çын. Хăй ĕçне лайăх пĕлет”, — терĕç пухăва пынисем. Çапла, 17 çул бригадир “тилхепине” тытрĕ сумлă çыннăмăр. Чыса çĕре ÿкермерĕ. 1957 çулта ялта пилорама вырнаçтарнăччĕ. Ăна пултаруллă председатель — Николай Алексеевич Алексеев çине тăнипе туяннăччĕ. Аслă пилорамщике вара Иван Архиповича шаннăччĕ. Мĕн чухлĕ хăма-кашта çурман пуль… Хуçалăх валли те, çынсем валли те çурнă…. Кÿршĕллĕ ялсенчен те йышлăн килнĕ хăма-кашта хатĕрлеме. 1921 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче çуралнă вăл. 2001 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ.

Мăшăрĕпе — Федора Васильевна Васильевапа — питĕ татуллă пурăнатчĕç. Хветура тетчĕç ялта арăмне. Вăл хамăр районти Кăлаваран качча тухнăччĕ. Ялти фельшерпа акушер пунктĕнче акушеркăра вăй хуратчĕ Ф. Васильева. Хветура акай тесе калаттăмăр ăна. Çырă хĕрарăмччĕ, çынпа калаçнă чух итлеме пĕлетчĕ, ун хыççăн хăй шухăш-кăмăлне палăртатчĕ. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче çын ырлăхĕпе савăнăçĕшĕн мĕн чухлĕ тăрăшман-ши акушерка? Уйрăмах ку хĕрарăмсене чипер çăмăллантарассипе тата çирĕп те сывă пепкене кун-çул парнелессипе çыхăннă. Хветура аккан “çутта” кăларнă ачисем, халĕ ĕнтĕ чылайăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă, ăна ăш пиллĕн те тарават сăмахсемпе аса илеççĕ. “Чăннипех те ырă çын пулнă çав. Хĕрарăмсемшĕн çÿлти Турă вырăнĕнчех шутланнă ялта”, — теççĕ халĕ те Пайсупинра Яковлевсемпе Прокопьевсем тата ыттисем те. И. Архиповпа Ф. Васильева иккĕшĕ тăван ялта паллашнă. 1948 çулта пулнă ку. Пĕри яла ĕçлеме килнĕ — акушерка, тепри — салтакран анчахрах таврăннă патвар каччă. Ф. Васильева 1921 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Шел, ачи-пăчипе савăнса пурăнас чухне, 64 çултах (1985 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче) пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Федорăпа Иван Архиповсем тăватă ывăл та пĕр хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Чи асли пирки çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ. Анатолий Иванович Упири вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти электромеханика техникумне вĕренме кĕнĕ. 1970 çулта ăна, çамрăк специалиста, Тюмень облаçне ĕçлеме яраççĕ.

— Çамрăк пулнă, Çĕпĕр илĕртнĕ. Тата Тюмень хулинче пирĕн атте-анне йăх-несĕлĕнчен тухнă тус-тăвансем те чылай пурăнаççĕ. Пичче — А. И. Романов — Кăлава Шетмĕре çуралса çитĕннĕскер — кунта Шалти ĕçсен министерствин управленийĕн пайĕн начальникĕнче вăй хунă, — тет ентешĕмĕр. — Тюмень облаçне нефтьпе газ комплексне тунă çĕрте ĕçлеме тиврĕ манăн. Анатолий Архипов тĕрлĕ çулта Тюменьри пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăх тытăмĕнче аслă инженерта, пай ертÿçинче, “Тюменьгорэлектросеть” акционерсен уçă обществинче служба ертÿçинче тăрăшнă. Тюмень облаçĕнчи (2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри çырав тăрăх унта — 30205 чăваш) йăхташăмăрсен общество пĕрлĕхне — “Тăван” ассоциацие — А. Архипов пуçарăвĕпе 1991 çулта йĕркеленĕ. Унăн ятне те хăех панă вăл. Пуçару ушкăнĕ тата йĕркелÿ комитечĕ унăн ĕç пÿлĕмĕнче пухăннă, пысăк мероприятисене администраци çурчĕн акт залĕнче ирттернĕ. Анатолий Иванович асăннă ассоциацие 9 çул ертсе пынă. Çак тапхăрта питĕ нумай ĕç тунă, Тюмень тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем валли уявсем йĕркеленĕ.

— Чăваш енри пултарулăх ушкăнĕсемпе, сăмахран, Трак тăрăхĕнчи Пикшик халăх хорĕ тата пĕлтĕр районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклорĕн ушкăнĕ Анат Тавда районне кĕрекен Канаш ялĕнче харпăр хăй юрри-ташшипе савăнтарчĕç, — аса илет Анатолий Иванович. — Манăн пуçарупах чăваш ялĕнче — Канашра ачасене тăван чĕлхепе вĕрентме пуçларĕç.

А. Архиповăн ĕçĕ-хĕлне “Тюменьская правда”, “Тюменьский курьер”, “Тюменьские известия” тата ытти хаçатсенче час-часах çутатаççĕ. Халĕ те калем ăстисемпе туслă çыхăну тытать ентешĕмĕр. Анатолий Иванович мăшăрĕпе — Ирина Алексеевнапа — пĕр хĕр çитĕнтерет. Оля ятлă вăл. Ăна чăвашла вĕрентет, йăла-йĕрке çинчен каласа парать. Пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ хастар чăваша — А. Архипова Тюмень хулинчи “Тэнком” компанин директорĕ К. Фрумкин та ăшă сăмахсемпе çеç аса илет.

— Хисеплĕ Ирина Алексеевна. Сирĕн мăшăр — Анатолий Архипов — компани ĕçленĕ çулсенче хăйне професси енчен пултаруллă сотрудник пулнипе кăтартрĕ. Вăл коллективра хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнипе палăрать. Ăна компани тата хам енчен çемье сывлăхне, телей сунатăп, — тесе çырать ертÿçĕ.

А. Архипов спортпа та туслă. Вăл Шупашкарти электромеханика техникумĕнче пĕлÿ пухнă чухнех çăмăл атлетикăпа иртекен ăмăртусенче тупăшнă, йĕлтĕрпе чупнă. Хăйĕн тренерне Яманакра çуралса ÿснĕ Виталий Иванович Иванова халĕ те ăш пиллĕн аса илет ентешĕмĕр. Акă, 2004 çулта Тюмень облаçĕн спортсменĕсем (54-ăн ) Шупашкарта пулнă, Пĕтĕм Раççейри ял ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ. Сăмах май, Тюменьре иртекен облаç тата хула ăмăртăвĕсенче вăрăм дистанцисенче чупса пĕрре кăна мар çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.

Архиповсен иккĕмĕш ывăлĕ — Яков — Ленин ячĕллĕ колхозра чылай çул механизаторта ĕçлерĕ. Яков Иванович тарават, чун-чĕре уççиллĕ çын пулнипе ырă йĕр хывнă. Ял-йышра та, килте те пуриншĕн те ĕçченлĕхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе палăрнă. 1951 çулхи октябрь уйăхĕнче çуралнăччĕ. Мăшăрĕпе — Лина Сильвестровнапа — икĕ хĕр те пĕр ывăл çуратса ÿстерчĕç. Тăватă мăнук пур. Шел, ачисемпе те, мăнукĕсемпе те хĕпĕртеймест çав Яков. 2008 çулта вăхăтсăрах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Яков хыççăнхи — Фаина — хăйĕн кун-çулне Вăрнар районĕнчи “Янгорчино” хуçалăхпа çыхăнтарчĕ. Халь тивĕçлĕ канура. 1953 çулта çуралнă Фаина. Икĕ ача çитĕнтернĕ.

Леня та хăйĕн пурнăçне тăван кĕтесре ирттерет. Механизатор. Ял хĕрне — Зинăна — качча илнĕ. Архиповсен виçĕ ывăл, виççĕшĕ те çемьеллĕ.

Ку материалта эпĕ Пайсупин ялĕнчи Архиповсен йăх-несĕлĕ пирки паллаштартăм.

Çĕпĕрте тĕпленнĕ çемьесем татах та пур тăван кĕтесре. Çав шутра Новиковсем, Васильевсем, Макаровсем тата ыттисем те.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Убеево, ул.Сапожникова, д.6
Телефон: 8(83530) 33-2-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика