11 июня 2008 г.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул тултарнине çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Красноармейскинче уявлама хутшăннисем çак, ытти чухнехилле мар, çĕнĕлĕхе асăрхарĕçех пулĕ. Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен çирĕп те çÿллĕ виçĕ маттур Ленин урамĕпе Çĕнтерÿ ялавне çар уттипе утса çĕклесе пычĕç те вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне хисеплĕ хурала тăчĕç. Ватти-вĕтти, вăй питти уйрăмах варринчине куç хыврĕ. Тинĕс-çар офицерĕн парад формипе вăл, пиçиххи çинче — кортик. Ку Шупуç ялĕнче çитĕннĕ Ю. П. Герасимов запасри подполковник пулчĕ.
...Летчик пулас ĕмĕт унра пĕчĕк чухнех çуралнă. Ял çу- мĕнчи уя АН-2 самолет анса ларнине паянхиллех астăвать-ха. Шала кĕрсе ларса та курчĕç ун чухне юлташĕсемпе. Çав самантран унра тÿпене çĕкленес ĕмĕт çуралнă тесен те йăнăш пулас çук. Самолетсем вĕçе-вĕçе иртнине пуçа каçăртса сăнанă, летчиксем пирки çырнă кĕнекесене хавхаланса вуланă, сăн ÿкерчĕксене пухнă. Хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпех Чатукассинчи вăтам шкул хыççăн 1976 çулта авиацин Оренбургри летчиксем хатĕрлекен аслă училищине çул тытать. Чăваш Енрен вĕсем пурĕ 10-ăн пулнă. Конкурс çав тери пысăк: рапорт панă 1050 яшран 165-шĕ çеç курсант пулса тăнă. Çав шутра Юра Герасимовпа Шупашкарти Саша Кириллов та. Тăватă çул çурă вĕсемшĕн сисĕнме-сĕрех иртсе кайнă. Ку училище çав вăхăтра тинĕс авиацийĕн летчикĕсене икĕ профильпе хатĕрленĕ: ракетăсем илсе çÿрекен тата карапсене хирĕç кĕрешекен тинĕс авиацийĕ.
Çамрăк лейтенантсене кĕçех флотсем тăрăх уйăрнă. Ю. Герасимов Балти флотне лекнĕ. 1980 çултан тытăнса кунта тĕрлĕ должноçсенче пулнă. ТУ-16 самолетпа вĕçнĕ, эскадрилья командирĕн çумне çитиччен ÿснĕ. Çав хушăра çĕр-шыв оборона министрĕ хутшăннипе иртнĕ “Запад-81”, “Березина”, пысăк шайри ытти вĕренÿсенче пулнă, ГДР летчикĕсемпе вĕçсе вĕсен çĕр-шывне те темиçе хутчен çитсе курнă.
1989 çулта Ю. Герасимов майор Ленинградри тинĕс-çар академийĕн командирсем хатĕрлекен факультетне вĕренме кĕрет. Тата виçĕ çултан Шупуç каччине Çурçĕр флочĕн инçет разведка тăвакан уйрăм полкне яраççĕ. ТУ—16Р, ТУ—142 самолетсемпе вĕçеççĕ вĕсем. Çапла иртет службăри тата виçĕ çул. Унтан Ю. Герасимов подполковник тинĕс авиацийĕн летчикĕсен пĕлĕвне тарăнлатакан 444-мĕш центрта тактика кафедрин пуçлăхĕн çумĕ пулать. 2002 çулта, раштав уйăхĕнче, запаса тухать. Вăл тÿпере 2 пин сехет пулнă, Балти, Çурçĕр, Хура тинĕс çийĕн пĕр пин сехет вĕçнĕ. Юрий Павловича служба тивĕçĕсене чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн I, II, III степеньлĕ “За безупречную службу” медальсемпе наградăланă.
Халĕ унăн ашшĕ-амăшĕпе çемйи пирки те асăнма вăхăт пуль. Ашшĕ — Павел Герасимович, хаяр вăрçăран аманса таврăннăскер, 2001 çулта 91 çула кайса çĕре кĕнĕ. Амăшĕ — Федосия Савельевна — ĕмĕрне тăван хуçалăх уй-хирĕсенче тар тăкса ирттернĕ, халĕ 89 çулта пырать. Çемьере 7 ача ÿснĕ, халĕ хăйсем ача-пăча ÿстереççĕ. Петрпа Владимир шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хунă. Тепĕр пиччĕшĕ — Николай та, аппăшĕсем — Валентина, Галина тата Розалия та кăмăллакан ĕçсем суйласа илнĕ. Хисеплеççĕ ку çемьене шупуçсем, кирек епле ыйтупа та пулăшу ыйтма пыраççĕ, ăна кĕтсе илеççĕ те.
Юрий Павловичăн мăшăрĕ — Оренбург хĕрĕ, 1981 çулта çемье çавăрнă, Вера Валентиновнапа вĕсем пĕр хĕр — Марияна çитĕнтернĕ, аслă пĕлÿ илме май туса панă.
Юрий Павлович халĕ тăван ялĕнче, Шупуçĕнче, амăшĕпе пĕрле пурăнать. Анкартинче ĕçлеме, вĕлле хурчĕсем пăхма кăмăллать. Тĕрĕссипе, вăл хутшăнмасăр ялта пĕр ĕç те пулса иртмест, çитменнине пуçаруçисенчен пĕри те — Юрий Павловичах: шыв башнине пăхса тăраççĕ, кĕтÿ черетне йĕркелеççĕ. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, ав, ял варринчи палăка çĕнĕ сăн кĕртрĕç, уява та асра юлмалла ирттерчĕç. Ял çыннисене иртнĕ суйлавсене те активлă явăçтарчĕ вăл.
Çулĕсемпе çамрăк-ха вăл. Ĕçсĕр пĕр самант та ларма юратманскер, район администрацийĕнче тимлет: вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен секторăн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ. Кирек епле ĕç те вĕресе çеç тăрать тинĕс-çар ĕнерхи летчикĕн аллинче. Район пуçлăхĕ С. Николаев та, йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн начальникĕ В. Иванов та, ытти ĕçтешĕсем те кăмăллă ун ĕçĕ-хĕлĕпе. Ĕнерхи офицер-летчик пуринпе те ăшшăн сăмахлама, администраци ĕçĕпе çыхăннă кирек епле ыйтупа та йышăнма тарават. Компьютерпа та ĕçлет, нумай вулать. Унпа çавăнпах кирек епле темăпа та калаçма интереслĕ. Тĕлĕнме пăрахмастăп Юрий Павловичăн маттурлăхĕпе сатурлăхĕнчен. Чăн-чăн офицерăн, чăн-чăн тинĕс-çар летчикĕн, ман шутпа, çавăн евĕр пулмалла та.