Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пикшик тăрăхĕнче наркомансем çук

05 октября 2007 г.

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче наркотиксемпе усă курассипе тата унăн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен районти ведомствăсем хушшинчи комиссин кăçалхи черетлĕ виççĕмĕш ларăвĕнче икĕ ыйту пăхса тухрĕç.

Пĕрремĕшĕпе — наркотик хатĕрĕсен çаврăнăшĕпе лару-тăру районта пĕрремĕш çур çулта мĕнле пулни пирки сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн врач-наркологĕ Г. Н. Сушко тата районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ А. А. Порфирьев информацисем пачĕç. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çак енĕпе лару-тăрăва çирĕппĕн тĕрĕслесе тăраççĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа — “Пикшик ял тăрăхĕнче наркотик хатĕрĕсемпе усă курассипе, унăн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешессипе тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхессинчен асăрхаттарассипе епле ĕçлесе пыни çинчен” ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Н. Данилов пĕлтернине итлесе сÿтсе яврĕç. Çапла пĕтĕмлетÿ турĕç: ку тăрăхра наркомансем çук. 21 çынран туса хунă профилактика канашĕ ĕç планĕпе ĕçлет. Кăçал 3 лару ирттернĕ. Унччен судпа айăпланнисемпе (вĕсем 5-ĕн) тăтăшах калаçусем йĕркелеççĕ. Ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнакансемпе те (15-ĕн) çаплах. Вăрттăн алкоголь шĕвекĕ сутакансем патĕнче те (11-ĕн) час-часах пулаççĕ. Ял тăрăхĕнче вăй хуракансене çак ĕçре милицин участокри уполномоченнăйĕ А. Л. Головин пысăк пулăшу кÿрет. Социаллă йывăр лару-тăрури çемьесене 10 шута илнĕ, вĕсен пурлăхпа йăла тĕлĕшĕнчи условийĕсене тишкерсе актсем хатĕрленĕ, ку тĕлĕшпе çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен районти комиссин, опекăпа попечитель органĕн представителĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ.

Çав хушăрах комисси членĕсем, информацине шута илнĕ май, ял тăрăхĕн пуçлăхне лару-тăрăва лайăхлатмалли сĕнÿсем те пачĕç: нормативлă мĕн пур документацине йĕркене кĕртсе çитермелле, спирт тытакан шĕвексем вăрттăн сутакансемпе çивĕчрех кĕрешмелле, социаллă йывăр çемьесемпе ĕçлессине лайăхлатмалла, Пикшик шкул дирекцийĕпе пĕрле каçсерен тата канмалли кунсенче çамрăксем валли культурăпа кану тата спорт мероприятийĕсем ытларах йĕркелемелле, çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе тимлемелле, çакăнта потребитель кооперативĕсем уçнин пĕлтерĕшĕ те пысăк пулмалла.

Ларăва комисси председателĕ, район пуçлăхĕ С. А. Николаев йĕркелесе пычĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика