Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пикшик ялĕ — 225 çулта

13 июля 2007 г.

Пикшик ялне ку ятлă тĕне кĕмен чăваш пуçарса янă теççĕ. Çак ял пирки 1782 çулта пуçласа асăнни паллă. 1859 çулта ку ялти уйрăм 19 хуçалăхра 118 çын кун кунланă. 1937 çулта “Большевик” хуçалăх Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине хутшăннă, унта Андрей Карпов кайнă, колхоза сысна ĕрчетессипе лайăх ĕçленĕшĕн “полуторка” автомашина парнеленĕ. 1982 çулта ялта 48 кил шутланнă пулсан, 2005 çул тĕлне вĕсен хисепĕ 2 хута яхăн ÿснĕ, 256 çын пурăннă. Кунтан паллă çынсем сахалăн мар тухнă. Акă, В. А. Степанов — физикăпа математика ăслăлăхĕн докторĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вăй хурать. М. В. Григорьева — паллă врач, Мускав хулинче ĕçлесе пурăнать. Орден-медале, хисеплĕ ята тивĕçнисен йышĕ те пысăк. Июлĕн 7-мĕшĕнче, шăмат кун Пикшик ялне йĕркеленĕренпе 225 çул çитнĕ ятпа кунти тĕп стадионта пысăк уяв иртрĕ. Унта халăх йышлă пухăнчĕ. Хаклă хăнасене ял çыннисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Тăван республика Ялавне хисеплĕ çынсем — ĕçпе вăрçă ветеранĕ А. С. Семенов тата салтак арăмĕ М. Т. Тарасова çĕклерĕç. Праçнике, салам сăмахĕ каласа, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Н. Данилов уçрĕ. Ĕç ветеранĕ Н. И. Иванов пухăннисене ял историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, вĕсене çавăн пекех сумлă уяв ячĕпе ял старости В. Е. Спиридонов, ял тăрăхĕн депутачĕ Н. А. Гурьев тата ыттисем саламласа ыр сунчĕç.

Унтан концерт иртрĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе Пикшиксене вырăнти кану центрĕнче ĕçлекенсем, Вăрманкасра çуралнă Г. П. Ильина, каçхине вара чăваш эстрада çăлтăрĕсем — Стас Владимиров, Татьяна тата Сергей Павлов савăнтарчĕç. Спорт ăмăртăвĕсем те иртрĕç. Яш-кĕрĕм вĕрен туртса, алă вăйне виçессипе, дартс енĕпе тупăшрĕ. Пикшиксемпе кĕçĕншетмĕсем тĕп стадионта футболла вылярĕç. Хăнасем 3:0 шутпа выляса илчĕç пулсан та, кил хуçисен уяв кăмăлĕ пĕртте пăсăлмарĕ. Пурте пĕрле вĕри те тутлă шÿрпе çисе савăнчĕç, А. Т. Сидорова уйрăм предприниматель лавкки сĕннĕ таварсене туянакансем те чылайăн пулчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика