Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх тухтăрĕ

28 мая 2007 г.

Çак кунсенче Валентина Михайловна ир-ирех ура çинче. Ĕçе кайиччен ĕнине суса, килти ытти ĕçсене пуçтарса хăвармалла, унтан ялсене, Пикшик тăрăхĕнче вĕсем 12, çитсе ĕнесенчен юн илме каймалла, кун хыççăн пробăсене районти ветлабораторине леçмелле. Сикекен чирсене асăрхаттармалли меропритисем ирттернĕ вăхăтра яланах çапла-çке вăл. Пĕр канăç та çук.

— Анчах ĕçлеме пуçланă пек хама, майăн 2-мĕшĕнче вара кунта килнĕренпе 36 çул тултарчĕ, — тет В. Скворцова выльăх тухтăрĕ.

Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухсан ăна Пикшикри ветеринари участокне ĕçлеме янă. Çавăнтанпах Валентина Михайловна кунта вăй хурать, çав шутран 20 ытла çулне участок заведующийĕнче. Хăй каланă тăрăх, малтанах çамрăкскерне çăмăл килмен. Анчах аслă юлташĕсем, Валерий Мироновичпа Елена Степановна, В. Никитин ун чухне районти тĕп ветрач пулнă, ăна тăрăшсах ĕçе хăнăхтарса пынă, вăл е ку чире мĕнле сиплемеллине теорилле занятисенче ăнлантарнă-кăтартнă. Çавăнпа та Валентина Михайловна хăйĕн пĕрремĕш учителĕсене, çавăн пекех Иван Артемьевича чĕререн тав тăвать.

— “Большевик” колхозра выльăх-чĕрлĕх йышлă усратчĕç. Ĕне выльăх пин пуç ытла, темиçе пин чăх, сурăхсем, кроликсем пулнă. Пурăннăçем сурăхсемпе чăхсене, кроликсене пĕтерчĕç. Ферма витисем начарччĕ те Федор Семенович Шупуçпе Сартăван, Ямайкасси сĕт-çу фермисен витисене кирпĕчрен тутарчĕ. Хура-шурă тынашкасем кÿрсе килчĕç. Кăштахран вĕсен пăрулама вăхăт çитрĕ, анчах чылайăшĕ пăрулаймасть. Ĕне ытларах чухне каçхине пăрулать те вăл, пăрулаттарма каймалла. Анчах килсе выртатăн та каллех пырса чĕнетчĕç, питĕ нушалантаратчĕç. Çапах темле йывăр пулсан та пăрахса каяс шухăш пуçра тытман. Выльăхсем ытлах чирлемен, мĕншĕн тесен вакцинисем çителĕклех пулнă. Халăхĕ ĕçленĕ те пире те ĕçлеме çăмăлрах пулнă, хальхи пек ĕçкĕпе аташман. Халĕ сикекен чирсене асăрхаттармалли мероприятисем ирттерме вакцинăсем илме бюджетран укçа-тенкĕ питĕ сахал уйăраççĕ, кун пирки хамăр канашлусенче эпир тăтăшах ыйту çĕклетпĕр пулин те.

В. Скворцова хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынине çак тĕслĕхсем те яр уççăн çирĕплетеççĕ. Сикекен чирсене хирĕç кĕрешмелли мероприятисене вăхăтра туса ирттернипе ку тăрăхри выльăхсем пастеллезпа, колибактериозпа тата ыттипе чирлени чылай хушă пулман. Кăçалхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче Çĕньял Шетмĕ ялне 2—3 уйăхлăха карантина хупрĕç. В. Скворцова мăшăрĕпе, Алексейпе, хăйсен ялне пырса кĕнĕ йăптăх тирлĕ тилĕ çурине тытса сиенсĕрлетнĕ, ăна анализа янă хыççăн вăл урнă чирпе сиенленни паллă пулнă. Ветеринар тимлĕ пулнипе хăрушă чире сарăлма паман: мĕн пур выльăхсене, йытти-кушаккине прививка тунă, ял тавралли çырмасенче тилĕ шăтăкĕсене шыраса тупса астармăшсем кайса хунă, тата ытти те.

— Валентина Михайловна питĕ тимлĕ çын, хăй тивĕçне алфавитри пек А-ран пуçласа Я таранах тĕплĕн туса пырать. Тилĕ çурипе пулса иртнĕ тĕслĕх тата ыттисем те çакна çирĕплетеççĕ. Çавăнпа ăна ку тăрăхри халăх тата ферма ĕçченĕсем юратаççĕ те, — тет районти ветеринари службин тĕп врачĕ В. Николаев.

В. Скворцова обществăлла ĕçе хастар хутшăнать. Ăна Çĕньял ялĕпе Пикшикри пĕр урам тăрăх Пикшик ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Çавна май унăн ялсене тирпей-илем кÿрес ыйтупа та чылай чупма тивет. Акă, иртнĕ çул Çĕньял Шетмĕре ял уявне лайăх хатĕрленсе ирттерчĕç, ун умĕн униче картисемпе хапхасене юсарĕç, пĕвесене йĕркене кĕртрĕç. Кун валли ял тăрăхĕнчен пĕр пус та укçа илмен, спонсорсем тупса çав ĕçсене туса ирттернĕ. Уяв нумайăшĕн асĕнче юлнă. Халĕ ялта Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене асăнса палăк лартас ыйтăва çĕкленĕ ватăсем. Ку тĕлĕшпе те ĕçлемелле. Пĕр сăмахпа каласан, каллех вăл-ку пирки пуç ватма тивет, хăв çÿремесен ку ыйтăва никам та татса парас çук.

Валентина Михайловнапа Алексей Петрович Скворцовсем пĕр ывăлпа икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Ывăлĕ, Эдик — çар ĕçченĕ, подполковник, хĕрĕсем, Аньăпа Лена — учительсем, Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ патне килсех çÿреççĕ, тĕрлĕ ĕç тума пулăшаççĕ.

— Хĕрĕсемпе усă куратпăр-ха, вĕсем килкелесех тăраççĕ, пулăшаççĕ. Ывăла вара патшалăха валли анчах çуратса ÿстертĕмĕр пулас. Çулталăкра пĕрре отпуска килет те, унта та пулин вăхăтчен чĕнсе илсе каяççĕ, — хăй пăшăрханнине пытармасть кил хуçи хĕрарăмĕ.

Çынсен тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн тăрăшакан Валентина Михайловнан пурнăçĕнче 36 çул хушшинче куç хупман каçсем мĕн чухлĕ пулнă-ши? Кăна вăл ятарласа шутласа пыман. Чĕнсен вара нихăçан та каймасăр, йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшмасăр тăман.

Пикшикри ветеринари участокĕнче паян виççĕн вăй хураççĕ: В. Скворцова тухтăр, Людмила Антонова фельдшер тата Альбина Сидорова санитарка. Коллектив туслă, пĕр чĕлхерен пурăнать, çынсен ыйтăвĕсене май пур таран татса пама тăрăшать. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ кунта халăхăн ĕнисене искусственнăй майпа пĕтĕлĕнтереççĕ, ытти çăмăллăхсем кÿреççĕ. Халăхпа ĕçлеме вĕренсе çитнĕ. Халĕ йăлтах укçалла, ĕлĕкхи мар. Çавăнпа та çынсемпе ытларах калаçмалла, ăнлантармалла. Унсăрăн епле-ха.

— Малалла вĕренесшĕнччĕ, шел, май килмерĕ, — пăшăрханса пĕлтерет В. Скворцова ветфельдшер. — Атте, Михаил Петров каланипе, вăл 32 çул ветеринарта вăй хунă, вĕренме кайнă. Хам ĕçе юратсах тăватăп эпĕ. Сывлăх пулсан татах ĕçлесчĕ-ха… Юбилейлă каçра каланă ăшă сăмахсем çапла тума хистеççĕ...

“АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртес çĕре ку коллектив хăйĕн сумлă тÿпине хывать, çакăнта ăна малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма ырлăх-сывлăх сунар, ун ертÿçине, Валентина Михайлована вара юбилей ячĕпе ăшшăн саламлар.

 

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика