Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çулталăкри çемье-2007” — Даниловсем

25 мая 2007 г.

Çемье вăл — кил ăшши. Çемье — пирĕн савăнăç, паллах, хуйхи-суйхи те. Ачисем кам пулса çитĕнесси ашшĕ-амăшĕнчен килни те вăрттăнлăх мар. Çак сăмахсемпе уçрĕç майăн 18-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче иртнĕ районти “Çулталăкри çемье-2007” конкурса. Унта ял тăрăхĕсенчи 7 çемье хутшăнчĕ, тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕ.

Çĕнтерÿçĕсене палăртма жюри членĕсене пĕртте çăмăл пулмарĕ. “Туслă çемье” ята, акă, Еншик Чуллăри Николаевсем, “Талантлă çемье” — Чатукассинчи Михайловсем, “Музыкçă çемье” — Кĕçĕн Шетмĕри Сергеевсем, “Тавçăруллă çемье” чыса Мăн Шетмĕ енри Николаевсем тивĕçрĕç. “Çулталăкри çемье-2007” конкурс çĕнтерÿçисем вара Красноармейски ял тăрăхĕнчи Даниловсем пулса тăчĕç, район администрацийĕн ятарлă парнине çĕнсе илчĕç. Паллах, ыттисем те парнесемсĕр юлмарĕç.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика