Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарифсем, пушар хăрушсăрлăхĕ тата выльăх апачĕ хатĕрлесси çинчен

17 июля 2015 г.

Тарифсем, пушар хăрушсăрлăхĕ тата выльăх апачĕ хатĕрлесси çинчен

Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Трак енре те, ытти çĕрти евĕрех, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ (унăн темисене эпир иртнĕ номерте палăртнăччĕ ĕнтĕ). Информаци ушкăнĕсем район администрацийĕнче пулнă канашлу хыççăн (ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков ирттерчĕ) ял тăрăхĕсене тухса кайрĕç. Андрей Владимирович тата ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ А. Самаркин Красноармейски, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсенче пулса тĕлпулусем йĕркелерĕç. Эпĕ вара Чăваш Республикин муниципалитет йĕркелĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев ертсе пыракан ушкăнпа пĕрле Карай ял тăрăхĕнче пултăм. Пире ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов кĕтсе илчĕ. Информаци ушкăнĕн членĕсем малтанах ялти çыхăну уйрăмĕнче (кунта тарифсем кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен епле пулнине курăнмалла çырса çапнă), культура учрежденийĕнче ĕçлекенсемпе сăмахларĕç. Унтан ял тăрăхĕн администрацийĕнче кунта тата культура учрежденийĕнче ĕçлекенсемпе тĕлпулу пулчĕ. Станислав Андреевич информаци кунĕн темисемпе калаçу пуçарнă май, тарифсем халăха хумхантаракан ыйтусенчен пĕри пулнине палăртрĕ, вĕсем мĕн чухлĕ хăпарнине конкретлă тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ, сахал тупăш илекен çемьесене ку чухне субсидисем те тỹленине каларĕ, ыйтусене хуравларĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Н. Васильев хамăр тăрăхра кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 7 пушар тухнине, вĕсенче 2 çын вилнине пĕлтерчĕ. Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче вара Алманчра та вут-кăвар алхаснă, сăлтавĕ — электропроводка юсавсăрринче. Çав хушăрах пушарта хĕн курнисенчен икĕ çемье кăна çурт-йĕре страхланă пулнă. Николай Иванович республика кăтартăвĕсене те илсе пачĕ: çулталăк пуçланнăранпа 534 пушарта 54-ăн пурнăçран уйрăлнă. Шывсем çинче вара 20-ĕн, çав шутра ачасем те пур, путса вилнĕ, ытларахăшĕ ỹсĕрпе шыва кĕнĕ. Йывăç çине шаккасах калар та, кăçал Трак енре ку евĕр тĕслĕх пулман. Водолазсем 6 ял тăрăхĕнчи шыва кĕмелли вырăнсене тĕрĕсленĕ, çапах та ку ĕçе туллин вĕçне çитернĕ теме çук-ха. Ялхуçалăх тата экологи пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В. Чаховский пухăннисене хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем епле пулса пынипе паллаштарчĕ. Çумăрсем чăрмантараççĕ пулин те, районĕпе, тĕпрен илсен, нумай çул ỹсекен курăксене çулса пĕтернĕ, утă планпа пăхнинчен - 97,4, сенаж - 50, силос 19 процент хатĕрленĕ, кашни условнăй выльăх пуçне 17,1-шер апат единици тивет. Вырма та çывхарать, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районĕпе, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 1 пин ытларах гектар çинчен пухса кĕртмелле. Красноармейскинчи нумай функциллĕ центр (МФЦ) директорĕ Н. Соколова хăйсем халăха паракан çăмăллăхсем пирки, черетсене пĕчĕклетес тĕллевпе тата икĕ "чỹрече" уçма пăхнине пĕлтерчĕ. Малалла ушкăн членĕсем Сурăмхĕрри ялĕнче пурăнакан М. Я. Яковлевана 95 çулхи юбилейĕ ячĕпе саламларĕç (кун пирки хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче тĕплĕнрех çырса кăтартăпăр). Тепĕр тĕлпулу В. Н. Платонов хресчен фермер хуçалăхĕнче иртрĕ. Кунта 8-ăн, çав шутра 4 механизатор, вăй хураççĕ. ХФХĕ халăхран сĕт пуçтарать. Кунсăр пуçне 208 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене алла илмелле. ; ; ; Пирĕн ушкăн (унта ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. В. Кудряшов, район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Р. Осипова тата çак йĕркесен авторĕ) Упи ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ю. Борисов Вырăнта пире ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Степанов кĕтсе илчĕ. Сергей Владимирович малтанах вырăнти вăтам шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кăмăл турĕ. Вĕрентекенсем çуллахи канура пулин те, пĕр шухăшлă пулса тата пушă вăхăт тупса шкул территорине тирпей-илем кĕртме тухнă. Пире паянхи ĕç-хĕлпе шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ С. Петрова паллаштарчĕ. Светлана Валерьевна палăртнă тăрăх, халĕ шкулта 129 вĕренекен, кăçал парта хушшине 13 пепке лармалла, çитес вĕренỹ çулĕнче кадрсем енĕпе йывăрлăхсем пулмалла мар. Шкулта Интернет ĕçлет, анчах хăш-пĕр чухне çыхăну чăхăмлать. Шупашкар хăни пĕлтĕр çĕклеме пуçланă хоккей площадкине те çитсе курчĕ. Ăна Уписем тĕрлĕ çăлкуçсемпе усă курса, конкурс-тупăшусенче мала тухса туянма пултарнă. Халĕ ертỹçĕсем ăна ĕçе кĕртме укçа-тенкĕ шыраççĕ. Пĕр сăмахпа, Сергей Владимирович Уписен ĕçĕ-хĕлĕпе, кунти тирпей-илемпе, тасалăхпа питех те кăмăллă юлчĕ. Юрий Витальевич çакна палăртрĕ. Кăçалхи çур çулта ял тăрăхĕн территорийĕнче икĕ пушар алхаснă. Ятарлă шкулта ПЧ-32-ĕн тата муниципалитетăн хăйĕн пушар хуралĕн командисем пур. Шыва кĕме ятарлă икĕ вырăн уйăрнă. Унтан пирĕн ушкăн Упири кану çуртĕнче вырăнти активпа (20 ытла çын) тĕл пулчĕ. Сергей Владимирович информаци кунĕн темисемпе тухса калаçрĕ. Тĕлпулура вĕрентекенсем ытларах пулнă май вăл хăй ĕçлекен тытăмри ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ. — Çĕршывра экономика кризисĕ пынă май тата Раççее хирĕçле тăратнă санкцисем пире туллин аталанма памаççĕ. Апла пулин те эпир çулталăк вĕçленнĕ тĕле республикăри вĕрентекенсен вăтам ĕç укçине 21 пин тенкĕне çитерме пăхатпăр. Кунпа пĕрлех шкул çулне çитменнисен, хушма вĕрентỹ учрежденийĕсенче тăрăшакансен те ĕç укçи ỹсмелле,— терĕ С. Кудряшов. — Чăваш енре вĕрентỹпе воспитани процессне лайăхлатас тĕлĕшпе малалла ĕçлеççĕ. Кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕ валли республикăри шкулсенчи 32, çав шутра сирĕн районти икĕ спортзала юсаса çĕнетĕç. — Халĕ республикăри техникумсемпе колледжсене, аслă шкулсене вĕренме кĕме заявленисем парас тапхăр пырать, — терĕ малалла Сергей Владимирович. — Кăçал вăтам пĕлỹ паракан учрежденисенче 6400 бюджетлă вырăн, аслă шкулсенче вара 3233 пулмалла. С. Кудряшов хăй министерствăра тĕрĕслесе, пăхса тăракан тытăм — профессиллĕ вăтам пĕлỹ парасси çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. — Паян çĕршывра рабочи профессийĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Акă иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 9-мĕш класран вĕренсе тухнисен 52 проценчĕ техникумсемпе колледжсенче пĕлĕвне малалла тăснă. Унта каччăсемпе хĕрсем экзаменсăрах вĕренме кĕреççĕ. Халĕ республикăра çавăн йышши вĕренỹ учрежденийĕсем пĕтĕмпе 29. Каччăсемпе хĕрсем кунтан вăтам пĕлỹ, диплом, специальность илсе тухаççĕ. Чылайăшĕ çийĕнчех ĕçе вырнаçать, аслă шкула вĕренме кĕнĕ тĕслĕх те нумай. Канашри транспортпа энергетика техникумнех илер. Ăна "Роснефть" тытса тăрать, вĕрентỹ базине лайăхлатма çулленех вуншар миллион тенкĕ уйăрать, пĕлỹ илме мĕнпур услови пур. Каччăсем диплом илсен çийĕнчех ĕçе вырнаçаççĕ, пысăк шалу илеççĕ. Çавăнпа кунта вĕренме кĕрес текенсен йышĕ питех те пысăк, — терĕ С. Кудряшов. Тĕлпулу вĕçĕнче Шупашкар хăни патне ыйтусем те пулчĕç. — Кăçалхи вĕренỹ çулĕнчен шкулсенче вĕренекенсем ГТО нормативĕсене пама тытăнаççĕ. Ылтăн паллă илнисен аслă шкулсене кĕнĕ чухне çăмăллăх пулĕ-и?— ыйтать пуçламăш классен учительници Г. Васильева. Р. Гаврилова шкулсемпе ача сачĕсенче ирĕклĕ майпа ашшĕ-амăшĕсенчен взнос пуçтарнипе, кĕçĕн классенче вĕренекенсене хĕл кунĕсенче физкультура урокĕ валли килĕсенчен йĕлтĕр илсе килме хистенипе кăмăлсăр. Л. Архипов вара ача сачĕсенче пепкесемпе чăваш чĕлхине хисеплемесĕр вырăсла калаçни, çанталăк кĕр енне сулăнчĕ пулин те, уйрăм хуçалăхсенчен сутакан сĕтĕн хакĕ ỹсменни пирки пĕлтерчĕ. Ятарлă шкулта ĕçлекенсен ушкăнĕ хăйсен вĕренỹ учрежденийĕ хупăнас текен сас-хура сарăлнăран çав тĕрĕслĕхе пĕлесшĕн. Кашниех ыйтусем çине хурав илчĕ. ; ; ; Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ- вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А. Васильев ертсе пыракан ушкăн çав кун Красноармейски ял тăрăхĕнче ĕçлерĕ. Н. КОЗЛОВА Пĕрремĕш тĕлпулу районти Культура çуртĕнче иртрĕ (унта ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ А. Самаркин тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков та пулчĕç). “Коммунальщик” УК” ООО директорĕ В. Егоров кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹлемелли виçе улшăннине, пирĕн районта вĕсем чи пĕчĕккисенчен пĕри пулнине тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ. Ыйтусем те сахал мар пулчĕç. Акă, Красноармейски ялĕнче пурăнакан П. Тимофеев ача-пăча лапамĕ (площадки), картишĕнчи тротуар пирки тата ытти ыйтусем çĕклерĕ. Петр Семенович пурин çине те хуравсем илчĕ. Краснорамейскинчи 32-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ М. Арсентьев пушартан сыхланмалли правилăсем тата шыв çинче асăрхануллă пулмалли çинчен тухса каларĕ. Унтан информаци кунне хутшăннисем Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхне Э. Ермакова та ыйтусем пачĕç, вĕсем качакасене урамсенче ирĕккĕн çỹретнипе, Г. Степанов, Чапаев, К. Маркс урамĕсенчи чăх-чĕпе хуçасăр йытăсем тытнипе, бизнес-инкубатор территорийĕнче йĕрке тăвассипе çыхăнчĕç. Çынсем “информаци кунне ăçта тата миçере пухăнмаллине кăтартса пĕлтерỹсем çакмаллах”, терĕç. Иккĕмĕш тĕлпулу Çĕньял Упири кану çуртĕнче 20е яхăн çын хутшăннипе пулчĕ. Вĕсем фельдшер пунктне ĕçлеттерес, маршрут автобусне çỹреттерес, урамсемпе шыв башни патне çитиччен хытă сийлĕ çулсем тăвас ыйтусене хускатрĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика