Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кристина Кускова – чи маттури!

07 апреля 2015 г.

Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан хĕре çапла каласа ырламалли сăлтав пурах.

Нумаях пулмасть 15 çулти йĕлтĕрçĕ Ярославль облаçĕнчи Рыбинск хулинче иртнĕ Раççей ăмăртăвĕнчен ылтăн тата бронза медальсемпе таврăнчĕ. Сергей Смирновăн вĕренекенĕ унта 5 километрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлесе çĕршыв турнирĕн чи пысăк парнине тивĕçнĕ, спринтерсен чупăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Çак кунсенче пике пире тепĕр наградăпа савăнтарчĕ: Сыктывкар хулинче çамрăк йĕлтĕрçĕсен хушшинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирăн пĕрремĕш кунĕнчех «ылтăн» çĕнсе илчĕ. «Каллех – 5 км. Классика мелĕ. Пĕрремĕш хут мар. Дистанцие хăнăхнă», - тенĕ спортсменка старта тухнă чух. Çирĕп кăмăллăскер, чăн та, ку хутĕнче те мала тухма пултарнă. Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнче те медальсĕр юлмарĕ вăл: спринтерсен чупăвĕнче иккĕмĕш пулчĕ. Ăна 3 километрлă дистанцире те ăнчĕ – виççĕмĕш кăтарту. Çапла вара, маттур йĕлтĕрçĕ ку турнирта виçĕ медальпе «пуянланчĕ».

Кристина Трак тăрăхĕнчи спортпа туслă Кусковсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ-амăшĕ те, йăмăкĕ те йĕлтĕрпе чупассипе питĕ хастар. Вĕсем республикăри турнирсенче пĕрре маар малти вырăнсене тухнă. Тĕслĕхрен, кăçал ялти спортсменсен Пĕтĕм Раççейри вăййисенче Кусковсем пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма тивĕç пулчĕç. Кристина – Чăваш Енри чи пултаруллă йĕлтĕрçĕсенчен пĕри. Вăл – республика чемпионачĕсемпе кубокĕсен çĕнтерÿçи тата призерĕ. 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика