13 марта 2015 г.
Халăх каларăшĕнче «Кам тăрăшать, палăртнă çĕре тĕллевлĕ утать – ăна Турă та хăват парсах тăрать» текен ăнлав пур. Çак хăвата Трак тăрăхĕнче пурăнакан халăх та чăннипех тивĕçнĕ. Мĕншĕн тесен кунти çынсем производствăра та кăтартусене ÿстерсех пыраççĕ, вăтам предпринимательлĕхре те май килтереççĕ, вĕренÿре те, культурăра та – районти мĕнпур сферăпа отрасльте тăрăшулăхпа палăраççĕ, пĕрле вăй хурса хăйсен тăван тăрăхĕн хăватне, унăн чыс-сумне ÿстереççĕ. Районти промышленность предприятийĕсем пĕлтĕр 547,4 млн тенкĕлĕх продукци, малтанхи çул кăтартăвĕнчен 2,6 хут ытларах, туса кăларнă. Ялхуçалăх ĕçченĕсем 2014 çулта тĕштырă нихçанхинчен те нумайрах çитĕнтерсе илнĕ - 36 пин тонна ытла. 2013 çулта Красноармейскисен инвестици хастарлăхне чи лайăх паллăпа хакланăччĕ, вăл муниципалитет районĕсен тупăшăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухса 975 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕччĕ. Пĕлтĕр вара район экономикине 63,3 млн тенкĕ хывнă, унчченхи çулхи кăтартуран 145,4% нумайрах ку. Трак ялĕ çывăхĕнче кĕске вăхăтра туса пĕтерсе хута янă «Трак керамики» завод Европа шайĕнчи пахалăхлă кирпĕч кăларма тытăннă. Заводăн сутлăха ăсатнă продукцийĕ район тÿпин 76% танлашнă. Хальхи вăхăтра «Караево» ООО 240 пăру тытмалли вите, пăрулаттармалли уйрăм çĕклет, «Таябинка» агрофирма» ООО кăçал 8000 тонна тырă упрамалли склад, тырă типĕтмелли икĕ комплекс туса пĕтерме палăртать. «Скороход» ООО – атă-пушмак фабрики пĕлтĕрех паха продукци кăларма пуçланă.
Районта çĕнĕ ĕç вырăнĕ чылай йĕркеленĕ. Ĕç укçи те пĕчĕкех мар. Пысăк тата вăтам предприятисенче вăл 24 пин тенкĕне капашать. Шел, пĕчĕк бизнесра хальлĕхе вăл пĕчĕкрех-ха. Çав вăхăтрах уйрăм çынсем хăйсен фермер хуçалăхсене йĕркелесси, уйрăм çын-предпринмательсен шучĕ ÿссех пырать.
Социаллă пурнăç условийĕсем те лайăхланаççĕ районта: асфальт сарнă çулсен çухрăмĕ вăрăмлансах пырать, пĕчĕк ялсене те газ пăрăхĕсем çитнĕ, халăха ĕçмелли шывпа, кирлĕ таварпа тивĕçтересии те палăрмаллах лайăхланнă. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшасси кунта яланах тĕпре пулнă. Пĕлтĕр кăна, акă, район бюджечĕн укçи-тенкипе (паллах, ял тăрăхĕ те хăйĕн тÿпине хывнă) Янмурзин тата Ямайкасси ялĕсенче уçнă фельдшерпа акушер пункчĕсем хăйсен пациенчĕсене йышăннă.
Красноармейскисенчен ырă пулăмпа кăтартуллă ĕç-хĕлĕ çинчен татх калама пулатчĕ, ахăртнех. Куç умĕнчине – савăнтараканнине – палăртма кăмăллă ĕнтĕ. Анчах паян мĕн пуррипе кăна çырлахмасть пурнăç тăвакан çын, ыранхи çинчен шухăшлать, тĕллевсем палăртать. Мĕн тунине пĕтĕмлетме, ыранхине палăртма, халăхпа курнăçма, канашлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа республикăри ведомствăсен ертÿçисемпе заместителĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем район ертÿлĕхĕпе, район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсемпе, общество организацийĕсен хастарĕсемпе тĕл пулчĕç. Районăн нумай енлĕ пурнăçĕ çинчен сăмах пычĕ унта. Чăваш Республикин финанс министрĕ – вице-премьер Светлана Енилина, ЧР ялхуçалăх министрĕн заместителĕ Алексей Самаркин районăн финанс экономинка лару-тăрăвне, ялхуçалăх производствин кăтартăвĕсене тишкерчĕç, çивĕч чылай ыйту хускатрĕç.
Михаил Васильевич та çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Чи пĕлтерĕшли, ахăртнех, çакă пулчĕ: ĕç ветеранĕн Сергей Железинăн «Чуна уçса калăр-ха, тархасшăн. Михаил Васильевич, çитес суйлавра сирĕн хăвăр кандидатурăна Чăваш Енĕн Пуçлăхне суйланма тăратас кăмăл çук-и?» ыйтăвне Михаил Игнатьев: «Кун пирки эпĕ нумай шухăшланă, канашланă.Çаплп тума сĕнекен те нумай. Паян çакна çирĕплетсех калатăп: эпĕ кĕрешĕве тухма хатĕр. Енчен пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесен, пĕр тĕллевлисен шучĕ ÿссех пырсан эпир татах та пысăк çитĕнÿсем патне утăпăр», - тенине пухăннисем ура çине тăрса хыттăн алă çупса йышăнчĕç.
Ĕçлĕ калаçу майĕпен уяв сĕмĕ илчĕ. Сăлтавĕ паллă: Красноармейски районне йĕркеленĕренпе кăçал 80 çул çитрĕ. Сумлă юбилее паллă тума республшикăран та, тĕрлĕ регионтан та, тăван патшалăхăмăр тулашĕнчен те йышлăн килнĕ. Красноармейскинчи физкультурăпа спорт комплексĕнче (хăй вăхăтĕнче ăна уçма Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев та хутшăннăччĕ) ирттернĕ уяв каçне питĕ шеп йĕркеленĕ. Ĕçре хастаррисене, пысăк çитĕнÿпе палăрнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Тав хучĕпе чысларĕ, сехет парнелерĕ. Ялхуçалăх министерствин Хисеп хутне илекен те йышлă пулчĕ. Паллах, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче паттăрлă кăтартса çапăçнисене, тылра лăш курмасăр тăрăшса ĕçленисене уйрăммăн палăртса хисеп турĕç. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халалласа кăларнă медале 10 ветеран куççульпе йышăнчĕ, республика ертÿлĕхне чĕререн тав турĕ. Савăнăçлă лару-тăрура «Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ 7 çынна унăн паллине пачĕç, тепĕр 10-шĕ çак кун «Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале кăкăр çине çакрĕ.
Юбилей уявĕ кăмăллă концертпа малалла тăсăлчĕ.
Источник: "Хыпар"