Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Траксем Культура çулталăкне хупрĕç

16 января 2015 г.

Траксем Культура çулталăкне хупрĕç

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Красноармейскинчи информаципе кану центрĕ халăхпа лăках тулчĕ. Çакăн сăлтавĕ те пулчĕ: Трак енсем савăнăçлă лару-тăрура Культура çулталăкне хупрĕç. Трак енре РФ Президенчĕн "Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттересси" Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе нумай ĕç туса ирттерчĕç, вун-вун мероприяти йĕркелерĕç. Культура çулталăкĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри тăван халăхăн историйĕпе йăла-йĕркин авалхи ăс-хакăлĕн иксĕлми пуянлăхне малалла аталантарма пулăшасси пулса тăрать те. "Культура пулмасан халăх та, çĕршыв та пулмасть тата этемĕн пурăнни те кăлăхах", — тенĕ халăхра. Трак енре пурăнакансем çак каларăша аван ăнланаççĕ. Ăна вĕсем сцена çине тухса хăйсен юрри-ташшисемпе, шỹчĕсемпе тепĕр хут çирĕплетрĕç. Сцена çине культура ĕçченĕсен хорĕ тухрĕ. Вăл Раççей, Чăваш Ен тата Красноармейски районĕн Гимнĕсене мăнаçлăн шăрантарчĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ, "Единая Россия" политика партийĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ А. Шестаков саламланă май иртсе каякан çулталăкра культура тытăмĕнче те пысăк ĕç туса ирттернине палăртрĕ. Авă, ЧР Культура министерстви йĕркеленĕ Культура çулталăкĕн республика эмблемин чи лайăх эскизĕн конкурсĕнче Красноармейски ял тăрăхĕнчи информаципе культура центрĕн художникĕ А. Казаков çĕнтернĕ. Заволжски клуб çумĕнчи халăх музыкин "Раштав" тата ачасен "Шурăмпуç" фольклор ансамблĕсен илемлĕх ертỹçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Тюмеров 2014 çулта çĕршывра халăх творчествине аталантарассишĕн сумлă тỹпе хывнăшăн РФ Правительствин "Душа России" премийĕн "Народное пение" номинацийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Кĕçĕн Шетмĕри, Карайри тата Пикшикри культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕсем федераллă бюджетран оборудовани, сцена тумтирĕ туянма кашниех 400-шер пин тенкĕлĕх сертификат илнĕ. Ку списока тата малалла тăсма пулать. Çав каçра иртсе каякан çулта палăрнă культура ĕçченĕсене чысларĕç. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа, пысăк ăсталăхпа ĕçлесе пынăшăн А. Михайловапа (Пикшик вулавăшĕн тĕп библиотекарĕ), О. Николаевана (районти тĕп вулавăшăн ертсе пыракан методисчĕ) район администрацийĕн хисеп грамотипе чысланă, А. Григорьевана (Алманч вулавăшĕн тĕп библиотекарĕ) тав тунă, А. Сергеевапа (Кĕçĕн Шетмĕри вулавăшăн тĕп библиотекарĕ). В. Степанована (райцентрти тĕп вулавăшри вулав залĕн библиотекарĕ) райадминистрацин Тав çырăвĕсене панă. Ветерансен юхăмĕн ĕçне, обществăлла пурнăçа активлă хутшăннăшăн Л. Александрова (Красноармейски), М. Козлова (Кĕçĕн Шетмĕ), В. Трофимова (Алманч) Тав çырăвне тивĕçнĕ. Иртнĕ çулхи юпа-чỹк уйăхĕсенче районти историпе краеведени халăх музейĕнче, Культура çулталăкне халалласа, "Асамлă тĕрĕ-çĕвĕ тĕнчинче ăсталаннă Трак ен çипуçĕ" ал ăстисен куравĕ ĕçлерĕ. Унта Заволжски клуб çумĕнчи "Ал ăсти" ("Рукодельница") кружока çỹрекенсем (кружок ертỹçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ж. Михайлова) 113 ĕç тăратнă пулнă. Асăннă кружокра йăлтăркка вĕтĕ шăрçасемпе (бисерпа) тĕрлекен 37 хĕрарăма тата газ ĕçченне Алитет Борисова асăннă курава йĕркелеме пулăшнăшăн райадминистрацин Тав çырăвне панă. Красноармейски ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе кану центрĕ, Чатукассинчи кану центрĕ, Заволжскинчи клуб (директорĕ — П. Владимирова, "Лидер художественного творчества" номинацире) "Кăтартуллă культура учрежденийĕ" конкурсăн "Лидер клубной деятельности" номинацире дипломсене тивĕçнĕ. "Кăтартуллă культура учрежденийĕ" конкурсра Кĕçĕншетмĕсемпе Карайсем иккĕмĕш, Уписем виççĕмĕш вырăна тухнă. Трак енри культура ĕçченĕсем хушшинчи конкурсра Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕн директорĕ В. Петрова çĕнтернĕ, "Чи лайăх директор-2014" ята тивĕçнĕ. "Первый среди равных" тупăшура Красноармейскинчи ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе кану центрĕнчи илемлĕх ертỹçи Р. Казакова палăрнă, "Чи лайăх илемлĕх ертỹçи-2014" номинацире çĕнтернĕ. "Первый среди равных" тупăшун "Культорганизатор — 2014" номинацийĕнче Карайри кану çурчĕн культорганизаторĕ Л. Платонова мала тухнă. "Çулталăкри библиотекарь-2014" ята районти тĕп вулавăшăн ĕçченĕ С. Гурьева тивĕçнĕ. Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмне йĕркеленĕренпе çулталăк çитрĕ. Унăн правленине 7 çынтан суйланă: Ю. Борисов, Р. Герасимова, С. Гурьева, Н. Ершов, З. Михайлова, Р. Осипова, В. Тихонова. Уйрăм ертỹçине Красноармейски вăтам шкул учительне З. Михайлована çирĕплетнĕ. Пысăк ĕç туса ирттернĕ асăннă уйрăм çулталăк хушшинче. Райхаçатăн пай редакторне Ю. Борисова ЧНК уйрăмĕн ĕç-хĕлне "Ял пурнăçĕнче" аван çутатса тăнăшăн, Н. Ершова Чăваш чĕлхи кунне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче "Тăван чĕлхеçĕм, янăра!" сăвă çыракансен конкурсне йĕркеленĕшĕн, библиотека ĕçченне С.Гурьевана Чăваш чĕлхи кунне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче "Упрар тăван чĕлхемĕре" сочиненисен конкурсне ирттернĕшĕн, историпе краеведенин халăх музейĕн ĕçченне В.Тихонована "Асамлă тĕрĕ-çĕвĕ тĕнчи" курав йĕркеленĕшĕн, Л. Игнатьевапа Н. Никонорова "Халăх юрри - чун уççи" фольклор фестивале йĕркелесе ирттерме пулăшу кỹнĕшĕн, Р. Осипована ЧНКан районти ĕçне хастар хутшăннăшăн район администрацийĕн Тав çырăвĕсене панă. Культура ĕçченĕсене "Трак ен" ентешлĕх ертỹçи А. Львов тата унăн секретарĕ Г. Иванова саламланă, парнесем панă. Унтан уяв концерчĕ пуçланнă. Сцена çинче пĕр коллектив теприне ылмаштарнă. Питех те ăшшăн йышăннă вĕсене куракансем. Уявра кашни ял тăрăхĕнчен çитнĕ Хĕл Мучипе Юр пикесен парачĕ пулнă. Вĕсенчен кашниех чăн-чăн экзамен витĕр тухнă, вырăнсенчи культура учрежденийĕсенче иртекен Çĕнĕ çул ĕлкисене хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ. Конкурс комиссийĕ уявăн чи чаплă хăнисене номинацисем тăрăх палăртнă. 2015 çула Чăваш Республикинче Литература çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Апла пулсан пире çĕнĕрен те çĕнĕ мероприятисем кĕтеççĕ. Эпир артистсемпе пĕрлех савăнăпăр. Вĕсем пире вун-вун сăнар парнелĕç. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика