16 февраля 2010 г.
Çеçмерте Шумиловсен килне шыраса тупма
йывар тивмерĕ. Весем хăпартнă çĕнĕ çурт
аякранах курăнать.Киль хуçи - район
депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «Рассвет»
хусалăх ертÿçисенчен пĕри - Эдуард Петрович
пĕлтернĕ тăрăх, икĕ хутлă çурта вĕсем
«Çамрăк çемье» программа пулăшу кÿнипе
туса лартнă.
Перремĕш хутĕнче пуранаççĕ те ĕнте. Кунта çутă, ăшă та таса, кашни япала – хай вырăнĕнче. Иккĕмĕшне кăçал çăва тухсан йеркелештерсе çитерме палăртаççĕ. Çĕр улмипе пахча çимĕç упрама пысăк путвал пур. « 2 гектар çĕр хушма хуçалăхра пирĕн. Унта «иккĕмĕш çăкăрпа» купăста çитĕнтеретпĕр, утă туса илетпĕр. Ялта выльăхсăр епле-ха тата? 2ĕне, Вăкăр, сурăхсем, чăх-чĕп усратпăр», - тет Э.Шумилов.
Çав вăхăтрах хăй ял пурнăçне çав тери кăмăлланине те асăнмасăр иртермерĕ «илемлĕ тавралăх, уçă сывлăш, тăвансем çывăхра. Вĕсенчен пулăшу ялан кĕтме пулать, кÿршĕсем те хапăл таваççĕ», - терĕ.
Вĕсем 2003 кÿршĕлле Шупашкар районĕнчи Энтимеркасси ял хĕрĕпе – Вера Филипповнăпа – çемье çавăрнă. Тепĕр 3 çултан тĕп килĕнчен уйрăлса тухма шутланă. Черете тăрса «Çамрăк çемье» программăпа килĕшÿллĕн çемье бюджетне самаях пуянлатма патшалăхран укçа-тенкĕ илнĕ. Ашшĕ – спорт ветеране П.А.Шумилов, тăванĕсемпе çывăх çыннисем, ял-йыш пулăшнипе, хайсем ÿркенменнипе ял варринче кеçех çĕнĕ çурт çĕкленнĕ. Унта Шумиловсем 2008 çулхи кĕр енне пурăнма кĕнĕ. Шăкăл-шăкăл чĕлхелле икĕ ача çитĕнтереççĕ халĕ: хĕрпе ывăл, Катя – 6-ра, Рома – çулталăк çурăра. Эпир Шумиловсемпе сăмахланă чухне ашшĕ – Петр Александрович пырса кĕчĕ. Унпа та калаçрăмăр. Хай ют çĕр-шыв чĕлхисене вĕренсе алла илнĕ май, мăнукĕсене акăлчанла калаçма ханăхтарать-мĕн. Ывăлĕсене – Эдуардпа Виктора – спорта юратма вĕрентнĕ евĕрех, вĕсене ÿт-пĕве пĕчĕкрен çирĕплетсе пымашкăн канашсем парать.
Сывпулашас умен Шумиловсем хайсен çурт-йĕр çавăрса ялта тĕпленме патшалăх пулăшу кÿнипе çав тери кăмăллă пулнине, уншăн çĕр-шывпа республика ертÿçисене тата район пуслăхне С.А.Николаева чунтан тав тунине пĕлтерчеç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)