Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саша, эсĕ паян та пирĕнпе пĕрлех

06 февраля 2009 г.

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче районта оборонăллă-массăлла тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пуçланчĕ.Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – Тăван çĕр-шыва хутĕлес çěрти чи лайăх йала-йěркене сыхласа хаварасси тата аталантарса пырасси. Кăрлач уйăхěн 24-мěшěнче, шамат кун Пикшикри ватам шкулта çавна май, акă, Чечен çěрě çинче вилнĕ Александр Иванов капитанăн Асăну кунне ирттерчĕç.

Çапла, 1974 çулхи çурла уйăхěн 17-мěшěнче çуралнă чăваш каччин пурнăçě кěтмен çěртен питě ир – 2005 çулхи кăрлач уйăхěн 27-мěшěнче татăлнă.Ененме те йывăр тата чĕрене çурса ярасла хăрушă хыпар Пикшикри Ивановсен килне çитсе çапса хуçнă. Кил хуçи – Вячеслав Семенович та, унан мăшăрĕ – Елизавета Никитична та, шăллĕсем – Сергейпа Семен та, асламăшĕпе ытти тăванěсем те, тус-юлташěсемпе мěн пур ял-йыш та Саша тăван тăрăха ыр-сыввăн таврăнасса тем пекех кěтнě-çке. Вăл ачаран спортпа туслă çитěннě, кил-çуртра нимěнле ěçрен те хăраса тăман, çуталла туртăннă. Ахальтен мар Пикшикри вăтам шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячěллě Чăваш патшалăх педагогика институтěнче вěреннě, ашшě-амăшě пекех, физикăпа математика факультетне суйласа илнě. 1996 çулта çара кайнă А.Иванов, Ярославльти Аслă Çар финанс университетěнче пěлÿ пухнă.2001 сулхи утă уйăхěн 28-мěшренпе Чечен Республикинче контрактпа хесметре тăнă, 2004 çулта ăна малалла тăснă. Кěçех Сашăн куçěсем мěн ěмěрлěхех хупăннă. Çакă Шатой районěнчи Борзой ялě çывăхěнче килсе тухнă. Анчах та, вăтăр çул ытларах çеç пурăннă пулин те, вăл хăйне пěлекен-паллакансем хушшинче ырă ят хăварнă…Унăн Асăну кунне хальхинче Шупашкартан та нумайăн килчěç. Вěсене çăкар-таварпа кěтсе илчěç шкулта. Фойере А.Иванов капитанăн кěске кун-çулне сăнлакан «Опустела без тебя земля…» стенд вырнаçтарнă, унăн Çар тумтирě те пур. Чăваш Енрен Чечен çěрě çинче пуç хунă паттăр ытти салтаксем пирки пухнă материалсемпе те паллашма май пулчě. Хăнасене  шкулти вěренÿ пÿлěмěсем тăрăх ертсе сÿренě хыççăн вĕсем Пикшик масарě çинче пулчĕç. Кунта Александр Иванов капитан мĕн ĕмĕрлĕхех канăç тупнă. Унăн вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç. Сашăна аса илсе ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ, Елизавета Никитична аппăшĕн хĕрĕ – Мускавра пурăнакан Наташа, Шупашкартан килнисемпе службăра пĕрле пулнисем, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Данилов ăшă-ăшă сăмахсем каларěç. Унтан пурте пĕрле шкулăн акт залне пухăнчĕç, вĕренекенсем те пулчĕç кунта. Асăну кунне шкул директорĕн çумĕ Н.Г.Максимова уçрĕ, А.И.Гаврилов директора сăмах пачĕ. Анатолий Иванович Саша пирки ырăпа аса илчĕ, ăна асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтрĕ. Асăну кунне район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.И.Антонов та хутшăнчĕ.

-  Паттăрсене манмалла мар пирěн. Район администрацийě ячěпе Асăну кунě йěркелекенсене тав тăватăп. Çакă хальхи самрăк ăрăвăн асěнче мěн ěмěрлěхех юласса та шанатăп. Саша пек Тăван çěр-шыв пуласлăхěшěн хăйсен пурнăсне те шеллемен паттăрсем пуртан эпир мирлě тупе айěнче пурăнатпăр та. Сашăн ашшě-амăшне те тав сăмахě калатăп, сывлăхě çирěп пултăр вěсен, - терě Николай Илларионович.

   Асăну кунěнче çавăн пекех Пикшик ял тăрăхěн пуçлăхě А.Н.Данилов, Чечен çěрě çинче пуç хунă чăваш каччисем пирки 2000 экземпляр тиражпа «Живи и помни» сумлă кенеке (унта А.Иванов капитан пирки сирни те, ăна халалланă сăвă та пур) пухса хатěрлесе кăларнă А.П.Тимофеева (Ангелина Петровна та ывăлне Чечен Республикинче пынă хаяр та юнлă сапăçусенчен пěринче çухатнă), Раççей Геройěн И.Петриковăн (вăл хамăр салтаксене хÿтĕлесе 1995 çулта пуç хунă) амăшĕ – Анна Егоровна – Ю.Н.Владимирова (унăн ывалĕ те 1995 сулхи кăрлачра Чечен çĕрĕ çинчех куçне хупнă), Сашăна вĕрентнĕ В.А.Фомина учительница, хаяр çапăçусене хутшаннă С.П.Евграфов, А.Иванов капитанпа пĕрле вĕреннĕ, хесметре тăнă икĕ юлташĕ – Вячеслав Петровпа Василий Бубнов – тухса каларĕç.

   Дарья Анишина, Маргарита (вăл хай хĕрĕхе яхăн сăвă çырнă), Наталья Исаева, Надежда Петрова Чечен çĕрĕ синче куçĕсене мĕн ĕмĕрлĕхех хупнă паттăр салтаксене асăнса çырнă сăвăсене вуларĕç, Сергей Ильин вĕсем пирки хăй кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕ, Пикшик вăтам шкулĕн 11-мĕш класс вĕренекенĕ Мария Ильина «Русский парень» юрра парнелерĕ, Шупашкарти Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕн веренекенĕсем катартуллă вăйăсемпе тĕлĕнтерчĕс.

   Сашăн ашшĕпе амăшĕ – Вячеслав Семеновичпа (сăмах май, вăл 1968 султа Чехословаки çĕрĕ синче килсе тухнă хирĕçтăрăва хутшăннă) Елизавета Никитична Асăну кунне пуçтарăннисене ăшшăн тав турĕç, «эсир йывăр хуйхăна пирĕнпе пĕрле пайланăран пире сăмăлтарах», терĕç.

   Çапла паттăрсем вилмеççе, вĕсем яланах стройра, В.А.Фомина вĕрентекен сиреплетнĕ евĕрех, Саша, эсĕ паян та пирĕнпе пĕрлех!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика