28 ноября 2008 г.
Ямайкассинче пулса курман-и? Шупашкар — Вăрнар асфальтлă çулпа юнашарах вырнаçнă вăл. Автобус чарăнăвĕнче анса юлатăн та — Ямайкасси.
Миçе кил-ши ку ялта? Мĕн пурĕ 44 кил. Вĕсенче 90 çын пурăнать.
Кунти кĕтÿç пушши евĕр тÿп-тÿрĕ урамра лавкка вырнаçнă. Ăна евроюсав туни куç умĕнчех. Капăр курăнать. Лавкка çывăхне асфальтлă çул сарнă.
Шалта тирпейлĕ те таса. Сентресем çинче таварсене ăмсанса пăхатăн. Сутуçи те илемлĕ сăн-питлĕ. Йăл кулăпа калаçать.
— Мана Любовь Витальевна Моисеева, теççĕ. Тĕрĕссипе Ыхракассинче çуралнă эпĕ. Çĕпĕрте те пулнă. Çĕнĕ Шупашкарта та пурăннă. Ямайкассине качча тухрăм. Халь улттăмĕш çул ялти лавкка заведующийĕнче ĕçлетĕп, — тет çамрăк хĕрарăм. — Упăшка пур. Ывăл Евгений ятлă. Пикшикри вăтам шкулти саккăрмĕш класра вĕренет.
— Сутуçă ĕçĕ килĕшет-и? Уйăхсерен тавар çаврăнăшне тултарма çăмăлах мар пуль? — ыйтрăм тарават Любăран. — Çăмăлах мар, паллах..
— Ĕç ĕçех ĕнтĕ. Ялта пурăнма шутланă-тăк… Пĕчĕк ялта тавар çаврăнăшне тултарма та çăмăлах мар. Çавах та тăрăшатăп. Акă, ноябрь уйăхĕнче кăна халăха 100 пин тенкĕлĕх тавар сутмалла, — хăй шухăшне пытармасть Любовь Витальевна.
Манăн çамрăк ача амăшне ырлăх-сывлăх сунассăм килет.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)