Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Верок аки — 100 çулта

23 сентября 2008 г.

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Пикшик тăрăхĕнчи В. П. Павлова 100 çул тултарчĕ. Вера Павловна хăй кун-çулне çĕр ĕçне парнеленĕ, хуçалăх производствинче 70 çула яхăн тăрăшнă. Хастар ĕçшĕн ăна Тăван çĕр-шывăн медалĕсемпе наградăланă, “Ĕç ветеранĕ”, “Большевик” колхозăн “Хисеплĕ колхозникĕ” ятсем тата ытти те парса чысланă.

Сартăван çырмин икĕ енĕпе ларса тухнă пÿртсемлĕ, Çĕпĕр ялĕсене асилтерекен курăклă урамсемлĕ Кивьялта çуралнă вăл. Кунтах кун-çулне ирттернĕ.

Вера Павловнан ĕмĕрĕ çăмăл пулнă тесе калаймăн. Çемьери йывăр лару-тăрăва пула, унăн шкулта вĕренме май килмен. Çавăнпах хутла пĕлсех каймасть, алă пусма хăнăхкаланă-ха. Хĕр çулне çитсен, ялти каччăна, Петр Герасимова качча тухнă. Петр Герасимович Леваневский ячĕллĕ колхоз председателĕ пулнă. Вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман, 1942 çулхи март уйăхĕнче Смоленск облаçĕнчи Березка ялĕшĕн пынă тытăçура хыпарсăр çухалнă. Унран пĕр çыру та илсе курайман Верок.

Вĕсен пĕр ывăл пур. Вăл Миша ятлă. Халĕ Кивьялта пурăнать. Юлашки вăхăтра килте сивĕрех пулнине кура, хĕл кунĕсене вара Çĕньялта ирттерет.

В. Павлова чăннипех вăрăм ĕмĕр çулĕпе утса тухнă. Вăл граждан, Отечественнăй Аслă вăрçă, Октябрьти Аслă революци, коллективизаци вăхăчĕсене, выçлăх çулне тата ыттисене лайăх астăвать. Ăсĕ çивĕч кинемин. Хăйĕн сехрине хăпартнă самантсене те манман. Вăрçă çулĕсенче Атăл леш енне вăрман хатĕрлеме кайсан, пĕррехинче унăн лашине вăрласа кайнă.

— Пĕтĕм Шупашкар хулипе çынсенчен ыйтса тухрăм, никам та курни пирки каламарĕ. Хамăн ăш хыпса çунать, анчах ним тума та май çук. Тепĕр ирхине ман лаша хăех тарса пычĕ. Халĕ ун ятне астумастăп. Ăна унти çынсем Атăл çине вутă кăларма илсе кайнă пулнă-мĕн, — каласа парать халĕ Вера Павловна.

Колхоз тунă, вăрçă пынă çулсенче, ун хыççăн та чылай вăхăт уй-хир ĕçне алă вăйĕпех пурнăçланă. Ку чухне йĕвен-тилхепе, çава-çурла, сенĕк-кĕреçе Верок кинемин аллинчен кайма пĕлмен. Вăл суха тунă, тырă акнă-вырнă, утă çулнă, кĕлте турттарнă, капан тунă, авăн çапнă тата ытти те. Сюктерка вăрманне лавпа вутта çÿренĕ. Унтан çатрака çеç кÿрсе килкеленĕ-ха. Нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Ара вăхăчĕ çапла пулнă. Хуçалăхри ĕçе пуçтарсанах патшалăх ĕçне хăваланă: вăрман хатĕрлеме, çул тума… Йĕркеллĕ ларса çиме, канма та паман. Хăрах аллинче йĕвен, тепринче çăкăр тытнă, çул тăршшĕпе тăварпа çăкăр чăмласа пынă. Ураран çăпата кайма пĕлмен. Вăл та çĕтĕлмесĕр пулмасть: ăна сапламалла, çĕннине хуçса тумалла. Ку енĕпе вăл маçтăр пулнă та, такам куçĕнчен пăхман, çак ĕçсене хăех тунă. Кăвак çутлах ура çинче пулнă. Кам çав вăхăта хăй çинче тÿссе ирттермен, вăл пĕлес те, ăнланас та çук. Вăрман касма кайсан, хĕлле хыр лăссисем сарса унтах выртса çывăрнă. Çапах та шăнма та, чирлеме те пĕлмен. Çавăнтан халĕ хăй те тĕлĕнет. Çулла тата урапа лупашкинчен шыв ĕçсен те парăнман вĕт. Нимĕнле чир те хуçайман, авайман ăна. Мĕншĕн тесен чирлеме вăхăт пулман, патшалăх ĕçне тумалла пулнă.

— Тырă вырма вăхăт çитсен, кăвак çут килнине пăхса тăман, ирех ĕçе пуçăннă. Çĕрле киле килмен. Çурлана пуç айне хунă та кăшт выртса каннă. Унтан тăрса каллех ĕçе кÿлĕннĕ, — çав вăхăта аса илет халĕ В. Павлова. Ара, çапла пулмасăр, тырри-пуллине пĕтĕмпех алă вăйĕпе пухса кĕртнĕ вĕт. Хальхи пек пушă выртакан çĕрсем те ун чух пулман.

Верок кинемине эпĕ ачаранпах пĕлетĕп. Кукамисем патне кайсан, пĕрехмай, урама е анкартине тухсан та, ăна кураттăм. Мĕншĕн тесен вăл пирĕн кукамисемпе, Акулина Кузьминична Кузьминасемпе юнашар, укăлча хĕрринчен иккĕмĕш çуртра пурăнатчĕ. Куками ун пирки хăть те хăçан ырăпа калаçатчĕ. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсен вĕçĕнче, Сăпани аки çĕре кĕнĕ хыççăн, пĕчченех пурăнатчĕ. Çавна май ĕне, сурăх тавраш усраман. “Верок мана нумай пулăшать, анкарти хуратса-шуратса парать, сĕтпе тивĕçтерет” тата ытти те тетчĕ.

Халĕ вара Верок кинеми Çĕньялта, шăллĕсем — Иван Павловичсем (кил хуçи паян пирĕн хушăра çук, вăл çĕре кĕни нумай пулать — автор) патĕнче пурăнать, икĕ çул та сакăр уйăх ĕнтĕ çапла. Иртнĕ юн кун, унăн 100 çулхи юбилейĕ умĕн, çак яла çитсе, ку тăрăхри чи ватă çынпа тата ăна пăхакан М. Павловапа курса калаçма тÿр килчĕ.

— 2006 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Кивьялтан хамăр пата илсе килтĕм Верок акине, — тет кил хуçи хĕрарăмĕ Матрена Романовна. — Ун чухне вăл вилме патнех çитнĕччĕ. Кашăк тытма та пĕлместчĕ. Çăварне картарса кашăкпа яшка сыптараттăм малтанхи кунсенче. Çинĕ хыççăн лайăх çывăратчĕ вара. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ураланса пычĕ, унтан хăй тĕллĕн апатланма тытăнчĕ. Тата çакăн пек интереслĕ ĕç пулса иртнĕ унпа. Кунта килсенех вăл турăш умне ларнă та Турăран вилĕм ыйтнă-мĕн. Кун хыççăн “Санăн вилĕм çĕтнĕ” текен сасă илтĕннĕ унăн хăлхине. Çакăн пирки кайран хăй мана каласа пачĕ, — тет Матрена Романовна. Чăннипех çавăн пек пулнине Верок кинеми эпĕ унта пулнă вăхăтра тепĕр хут çирĕплетрĕ.

— Ну, апла 100 çула çитетпĕрех терĕм акине. Юбилее кĕтсе илме хатĕрленсе, ăна тăрăшсах ташă, юрăсем те вĕрентрĕм. Виçĕм çул хĕлĕпех кĕнчеле арларĕ, — аккăшĕн ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕннине пытармарĕ кинĕ, тепĕр пÿлĕмрен илсе кĕнĕ михĕрен çăм çип çăмхисене кăларса кăтартса. — Хăех пĕтĕрсе çăмхаларĕ. Халĕ уншăн хам канлĕ пурăнатăп. Арламалли çук. Хĕлле картишне тухса юр уçатчĕ. Урамра та çапла. Ĕçсĕр пачах ларман. Пĕлтĕр кĕркунне 6 кас çĕр улми кăларчĕ, пуçтарчĕ, михĕсене те хăех ячĕ… Анчах кăçалхи августăн 7-мĕшĕнче ÿксен хăйне япăх туйма пуçларĕ…

Çав кун Верок кинеми кил хушшине тухнă. Унта вăл те темрен такăннă, те… “Такам йăтса пенĕ пекех хытă çаврăнса çапăнтăм, — калаçăва хутшăнчĕ Вера Павловна. — Çавăн хыççăн пĕтĕм шăм-шак сурать…”

Матрена Романовна пĕлтернипе çийĕнчех “Васкавлă пулăшу” машини çитнĕ, кинемин сулахай пĕççи хытах айăпланнине палăртнă. Анчах унăн çулĕсене кура, вăл гипс хурсан чăтаймасть тесе, урине гипсламан. Вера Павлова паян кун та сулахай ури çине пусаймасть. Кинĕ ăна асăрханараххăн çеç вырăнтан вырăна куçаркалать, ку чухне аякран пăхсан, вĕсем ташша тухнă тейĕн.

Ытлашши пуплесех каймасть халĕ Верок кинеми. Суранĕ сурни те çакăнта хăй витĕмне кÿрет пулĕ. Çапах та куçĕсем чăр-чăр шăтарасла пăхаççĕ, хăлхи çивĕч. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вăл питĕ вăр-вар çынччĕ, калаçăвĕ те шăтăр-шăтăрччĕ. Çавăнпа та ку çирĕп ăратран тесе шутлаттăм. Тĕрĕссипе хăй каланă тăрăх, унăн ашшĕ — Павел Семенович 60-тан иртсенех, амăшĕ — Перасковия 83 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Вера Павловнаран вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши, тесе ыйтсан, вăл васкамасăр “Эрех-сăра ĕçмен эпĕ, апат тиркемен, çимелли пулсан çинĕ, çуккине ăна çиейместĕн ĕнтĕ. Кăçалччен эмел ăша илмен. Чирлесе больницăра выртман…” терĕ. Кунсăр пуçне, ман шутпа, çирĕп кăмăл, тăтăшах хускану туни унăн ĕмĕрне вăрăмлатса пынă. Верок кинеми ĕçсĕр ларман тата йывăрлăхсем умĕнче пуç усман, нăйкăшса пурăнман.

— Кивьялта халь ларакан пÿрте Эсир пĕчченех туса лартнă, платник вырăнне хăй ĕçлерĕ, никама та çурт тума кĕрĕшмен, тет пирĕн апи, Нина Ивановна, чăннипех çавăн пек пулнă-и, — интереслентĕм эпĕ.

— Çапла, хамах, — терĕ кинеми васкамасăр.

— Вăл пурне те пултарнă, пăчкă-пуртă ун аллинчен кайман, — çирĕплетрĕ ун сăмахне Матрена Романовна. — Кивьял картисене икĕ енĕпех Верок аки пăхса, йĕркене кĕртсе пурăнчĕ… Пĕр вырăнта ларма пĕлмен вăл, ăна ĕç пултăр. Çынсене мĕн чухлĕ пулăшнă, мана хама та, çавăнпа та çав парăма ăна пăхса саплаштарма шут тытрăм та…

М. Павловасем малтан Кивьялта пурăннă, кайран пÿрт-çуртне Çĕньяла куçарса килнĕ. Çавна пула вăл лару-тăрăва лайăх пĕлет.

— Мана лайăх пăхаççĕ, çавăнпа эпĕ пурăнатăп та, — хăй калассине пытармарĕ Вера Павловна. — Икĕ эрнере пĕрре мунча хутса кĕртеççĕ…

— Мунчине ывăлăм, Валерий хутать. Хĕрсем, Светланăпа Вера вара Шупашкартан килсе акине çуса кăлараççĕ. Кăçалччен хăех çăвăнкаланăччĕ-ха… — тет Матрена Романовна. — Валерий пулмасан эпир иккĕнех пурăнаяс çук. Эпĕ те çамрăк мар текех, 82-ре вĕт. Пирĕн Верок аки маттур. Юн пусăмĕ йĕркеллĕ унăн, 120-пн танлашать. Пикшикри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Р. Сергеева кунта килсех унăн сывлăхĕпе интересленсех тăрать. Тавтапуçах Роза Константиновнана...

М. Павловасем патĕнче виçĕ сехет патнех пултăм. Çак хушăра Верок кинемипе кинĕ пĕр-пĕрне çав тери килĕштернине туйса илтĕм. Матрена Романовнан кашни сăмахĕ çакна çирĕплетрĕ, ăна пĕр вырăнтан тепĕр вырăна йăтса куçарнă чух та. Чăннипех В. Павлована шăллĕ килĕнче юратса пăхаççĕ. Августра суранланни чипер иртсен, унăн татах та пурăнмалла. Ахальтен мар кинĕ ăна “Юбилее паллă тунă чух сана тепĕр 5 çул хушса паратпăр-ха?” — текелерĕ. Лешĕ хăйне йывăртарах туйнипе-ши “Ан хăратса тăр-ха мана” тесе хăтăранçи турĕ. Пикшик тăрăхĕнчи чи ватă çынна юбилейĕпе ăшшăн-ăшшăн саламласа çĕр çинчи мĕн пур лайăххине сунатăп, сывлăхăрсем ан хавшаччăр, Вера Павловна!

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика